ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Территори пайне аталантарас ĕçре пуçаруллă бюджет чылай пулăшать. Çавна май тралькассисем тĕрлĕ проектсене хутшăнаççĕ, çынсен пурнăçĕ лайăхланса пытăр тесе пуррине упрама, кивелнине çĕнетме тăрăшаççĕ. Пуçаруллă бюджетпа усă курса чылай ĕç пурнăçланă. Малтанхи çулсенче ялсенчи урамсенче çутă перекетлекен лампочкăсем вырнаçтарнă, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăксене çĕнетнĕ. Çак ĕçсене малалла та тăвас шутлă.
Кăçал вара пуçаруллă бюджет программипе тăватă ялта - Тралькассинче, Турханта, Шуккакассинче, Кив Ирчемесри Шоркасси урамĕнче - шыв кĕртнĕ. Çавăн пекех ялсенчи пĕвесене тасатнă. Уйрăмах Мучикасси плотини патĕнче ĕç нумай пулнă, халăх унта шыва кĕме пухăннă май, территорие тирпей-илем кĕртнĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕ те тимлĕхре. Тралькасси тата Карăкçырми ялĕсенче пушара хирĕç кĕрешме меллĕ пултăр тесе пĕвесене йĕркене кĕртнĕ. Территори пайĕнче çăлкуç хĕрринче шывĕ те пур. Вăл Шуккакасси ялĕнче вырнаçнă. Ун территорине те йĕркене кĕртнĕ. Тралькассинчи çула вак чулпа юсанă. Карăкçырми масарĕ патне каякан çула вак чул сарнă. Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ пынă май, ялсенче ача-пăча площадкисем тума планланă. Акă, Кив Ирчемес ялĕнче шăпăрлансене валли вылямалли вырăн йĕркеленĕ. Кунта ача-пăча сасси кунсерен илтĕнет. Амăшĕсем те тĕпренчĕкĕсемпе уçăлма тухаççĕ.
Тралькассисем пуçаруллă бюджет программипе малалла та ĕçлеме планлаççĕ. Чи малтанах Кив Ирчемес ялĕнчи тăкăрлăка вак чулпа сарасшăн. Ун тăршшĕ 141 метр пулĕ. Çавăн пекех Арман кукринче те 301 метр тăршшĕ çула вак чул сарасшăн. Карăкçырми енчен çăва патнелле каякан çула йĕркене кĕртмелле. Таса шыв ыйтăвне çитес çулсенче татса пама шутлаççĕ. Тралькасси территори пайĕн администрацийĕнче тимлекенсем патшалăх пулăшăвĕпе пĕлсе, çынсен пуçарăвне шута илсе ĕçлес тĕллевлĕ.
КОММЕНТАРИ
Светлана ГОРЛАНОВА, Шуккакасси ялĕн старости:
- Кăçал мана ял старости пулма шанчĕç. Çак тапхăрта ялта сахал мар ĕç пурнăçланчĕ. Ял çыннисем уйрăмах шыв кĕртнишĕн савăнаççĕ. Ял хастарĕсене тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем: Римма Ивановна Волкова, Нина Александровна Овчар, Лидия Александровна Чучакова. Тăван ен хитреленсех пытăр тесе малалла та пĕрле ĕçлесчĕ.
Ноябрь 2024 |