Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Халăхпа, йышпа пĕрле

Категория: Общество Опубликовано: 25.08.2023, 11:04 Просмотров: 406

belovaNGТралькассисен ĕçĕ-хĕлĕпе территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене кăçалтанпа пурнăçлакан Надежда Геннадьевна БЕЛОВА паллаштарать:

- Тралькасси территори пайне пурĕ çичĕ ял - Тралькасси, Мучикасси, Хăмаркка, Кив Ирчемес, Карăкçырми, Шуккакасси, Турхан - кĕрет. Паянхи кун тĕлне 865 хуçалăх шутланать, вĕсенче пĕтĕмпе 1060 çын пурăнать: çулталăк тултарман пĕр ача, 1-17 çулхисем - 123 ача, ĕçлеме пултараканнисем - 621 çын, пенсионерсем - 315 çын.

Коллективра иккĕн кăна пулин те, эпир кашнинех пулăшма хатĕр. Ял çыннисем килсех тăраççĕ. Тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе яватпăр. Ытти территори пайĕсем пекех пушар хăрушлăхĕ пирки ăнлантару ĕçĕсем ирттеретпĕр, йывăр лару-тăрури çемьесене сăнаса тăратпăр. Ялсен, масарсен тирпей-илемĕшĕн те тăрăшатпăр. Кашни ялтах çỹп-çап пуçтармалли контейнерсем пур. Вĕсене масарсем патне те вырнаçтарнă. Старостăсем тăрăшнипе, культура тата вулавăш ĕçченĕсем, ял хастарĕсем хутшăннипе тăтăшах субботниксем ирттеретпĕр.

"Пĕччен сурать - типсе ларать, халăх сурать - кỹлĕ пулать", - теççĕ-и-ха? Çавăнпа та пур ĕçе те пĕрле тăватпăр. Çак ĕçе йĕркелеме ял старостисем пулăшаççĕ. Вĕсем: Лидия Андреевна Крыцова (Тралькасси), Галина Владимировна Мурайкина (Мучикасси), Василий Иванович Афанасьев (Турхан), Светлана Александровна Горланова (Шуккакасси), Юрий Григорьевич Ербулаткин (Карăкçырми), Андрей Геннадьевич Апалеев (Хăмаркка), Владимир Андреевич Никитин (Кив Ирчемес).

Хамăр пурăнакан вырăн малашне те аталанса, ешерсе пытăр тесе тăрăшатпăр. Ял çыннисен пурнăçне лайăхлатас енĕпе малашне те ĕçлĕпĕр. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1