Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Халăхпа пĕрле канашласа ĕçлетпĕр

Категория: Общество Опубликовано: 22.09.2023, 13:27 Просмотров: 329

Паянхи кăларăмра Пантьăк территори пайĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарас тĕллевпе унăн начальникĕпе Алексей Юрьевич ПОРФИРЬЕВПА тĕл пулса калаçрăмăр.

porfiryev- Алексей Юрьевич, территори пайĕнчи лару-тăру пирки мĕн калама пултаратăр?

- Территори пайĕ сакăр ялтан тăрать. Паянхи куна илсен, пĕтĕмпе 892 хуçалăх шутланать. Дача тытакансем те пур - 165 уйрăм çурт. Пантьăк тăрăхĕнче ĕçлеме пултаракан 776 çын пурăнать. 18 çулчченхи çамрăксен шучĕ 172 çынпа танлашать, тивĕçлĕ канăва тухнисем - 384-ăн, вĕсенчен 5-шĕ ĕçлет. Инвалидсем те, инвалид ачасем те пур. Уйрăмах пĕччен пурăнакан ватăсене тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр. Шкул ачисемпе вĕрентекенсем вĕсем патне кайсах çỹреççĕ. Мишеркасси шкулĕнче волонтерсен юхăмĕ те пур, педагогсемпе çамрăксем ватăсене кил-тĕрĕшре пулăшаççĕ. Территори пайĕнче пĕтĕмпе нумай ачаллă сакăр çемье пурăнать.

- Территори пайĕсем ялсенче пурăнакансен пурнăçне хăтлăрах тăвас тесе тĕрлĕ программăсене хутшăнаççĕ. Ку енĕпе ĕçсем мĕнлерех?

- Патшалăх ял çыннин пурнăç условийĕсене лайăхлатма тĕрлĕ программăсем сĕнет, вĕсене пурнăçа кĕртме бюджет укçине уйăрса пулăшать. Çулсерен "Вырăнти пуçарулăх" программăна хутшăнатпăр. Пĕлтĕр кăна тăватă объект асăннă программăна кĕчĕ. Пухтанкасси ялĕнчи Буденăй урамĕпе шыв пăрăхĕсен тытăмне юсама 220 пин тенкĕне яхăн тăкакларăмăр. Хирлỹкасси, Ирчкасси, Утаркасси ялĕсенчи çулсене юсарăмăр. Пур проекта та пурнăçа кĕртрĕмĕр. Ĕçсене 4 миллион ытла тенкĕлĕх пурнăçларăмăр. Пур ĕçе те халăхпа калаçса пурнăçа кĕртме тăрăшатпăр, вĕсен шухăшне мала хуратпăр.

Çакна палăртмалла, "Пуçарулăх бюджечĕ" программăпа территорире чи малтанах çулсене йĕркене кĕртме, ял çыннисене шывпа тивĕçтерме тĕллев лартрăмăр. Юлашки пилĕк çула илсен, 27 проекта пурнăçа кĕртрĕмĕр. Пĕтĕмĕшле хăтлăх кỹрес енĕпе 19112,419 тенкĕлĕх ĕç пурнăçларăмăр.

Вырăнти çулсен тăршшĕ - 29,6 километр. Пĕлтĕр ял тăрăхĕн çул-йĕр фондĕнчен çулсене юсама 2 миллион ытла тенкĕ уйăртăмăр. 1 километр та 720 метр тăршшĕ çула вак чулпа сартăмăр. Пăрăх каякан виçĕ вырăна та 106113 тенкĕлĕх юсарăмăр.

- Алексей Юрьевич, сирĕн тăрăхра ялхуçалăхĕ аталаннă-и?

- Паллах. Ялхуçалăх тĕллевлĕ çĕрсем çинче округри хуçалăхсем тăрăшаççĕ. "СТК 21" тулли мар яваплă общество тата "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕ тыр-пул ỹстерсе илеççĕ. Çĕрсене тара паракансем те, илекенсем те пур. Малашне вĕсем хăйсен çĕр лаптăкĕсемпе тухăçлă ĕçлессе шанас килет.

- Пантьăк тăрăхĕ пĕчĕк мар. Ялсенче пурăнакансене медицина пулăшăвĕ парас енĕпе лару-тăру мĕнле?

- Территори пайĕнче Мишеркасси тата Пантьăк салисенче икĕ медицина учрежденийĕ ĕçлет. Иртнĕ çул Мишеркассинчи офисра капиталлă юсав ĕçĕсем иртрĕç, Пантьăкра вара çĕнĕ ФАП ĕçлеме пуçларĕ. Çакă ял çыннисемшĕн пысăк парне пулчĕ. Ялсенче пурăнакан ватăсем куншăн уйрăмах савăнчĕç. Медицина учрежденийĕсене райбольницăн специалисчĕсем килсех çỹреççĕ, ялсенче пурăнакансен сывлăхне тĕрĕслесех тăраççĕ.

- Малашнехи плансем мĕнле?

- Эпир кăçал та пуçаруллă бюджет проекчĕсене хутшăнатпăр. Тăватă проект конкурс суйлавĕн пĕрремĕш тапхăрĕ витĕр тухрĕ. Мишеркассинчи Октябрьски урамĕнчен пушара хирĕçле пĕве патне каякан çула юсатпăр. Ку ял çыннисемшĕн уйрăмах кирлĕ. Пушар тухас пулсан шыв патне çитме майсем пулмалла. Çавăн пекех Хирлỹкассинчи Восточнăй, Утаркассинчи Горький тата Заречнăй урамĕсемпе çулсене 3 миллион ытла тенкĕлĕх юсасшăн. Ялти пĕвесене те тасатса тăма тĕллев лартрăмăр. Вĕсен йĕри-тавра тирпей-илем кỹрĕпĕр. Ку ĕçре территори пайĕн администрацийĕн тата культура ĕçченĕсем сахал мар тăрăшаççĕ, ял çыннисем те аякра юлмаççĕ. Паянхи кун Мишеркасси ялĕн масарĕ çинче çурт çĕкленет.

- Çыннăн ĕçленисĕр пуçне канма та пĕлмелле. Пантьăксем пушă вăхăта мĕн-ле ирттереççĕ?

- Пантьăк территори пайĕн ĕçченĕсем, ку тăрăхра пурăнакансем спортпа туслă пулнине палăртас килет. Эпир çăмăл атлетикăна та, волейбол вăййине те кăмăллатпăр, округра иртекен пĕр спорт мероприятийĕнчен те юлмастпăр, хĕллехи вăхăтра йĕлтĕр çине тăратпăр. Çавăн пекех Пантьăк тăрăхĕнче Мишеркассинчи Культура çуртне çỹрекенсем йышлă. "Сăр таппи" ушкăн ĕçне хам та хутшăнатăп, ĕçтешсемпе пĕрле ытти регионсене те тухса çỹретпĕр.

domik       dorogaPandikovo plotina

Юрий ИЛЬИН, Пантьăк ялĕнче пурăнакан:

- Тăван тавралăх илемĕ мана яланах илĕртнĕ. Инçех мар плотина, вăрман, Сăр юханшывĕ. Администраци террито-рие хăтлăлатассишĕн тăрăшни курăнать. Ял урамĕсенчи çулсене вак чулпа сараççĕ, шыв кĕртеççĕ. Унпа пĕрлех территори пайĕн администрацийĕ субботниксем ирттерет. Вăл çак ĕçе культура ĕçченĕсене те, ял çыннисене те явăçтарать. Уйрăмах плотина хĕррине тасалăхра тытма тăрăшать. Хам та субботниксене май пур таран хутшăнма тăрăшатăп. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1