ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
"Сăр таппи" халăх фольклор ушкăнĕ 2008 çулта йĕркеленнĕ. Малтанхи çулсенче çак ушкăнра ытларах Мишеркасси шкулĕн ĕçченĕсем пулнă. Фольклор ушкăнне Юрий Николаевич Ельмов ертсе пынă. Ăна пулах коллектив йышĕ хушăнсах тăнă, округри ял çыннисем те кăмăлпах юрă-ташă тĕнчине путнă. Вăлах унăн никĕсне хываканĕ темелле.
"Сăр таппи" фольклор ушкăнĕ округра, республикăра, ун тулашĕнче иртекен фестивальсене пĕрре мар хутшăннă. Чăвашсен йăли-йĕркине сума суса вăл Самара хулинче иртнĕ "Кĕр сăри" уявра та палăрнă. Çавăн пекех Чулхула облаçĕнчи Воротынец хулинче "Питрав пуххи" уявра чутайсен юрри-ташшипе савăнтарнă. Чулхула кунĕнче те фольклор коллективĕ хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Республика кунĕнче те "Сăр таппи" ушкăн çулсерен республика сцени çине тухать. Вĕсем округра иртекен пĕр мероприятирен те юлмаççĕ, "Иксĕлми Чутай çăлкуçĕсем" фестивале, "Акатуя", "Хĕл ăсатăвне" хастар хутшăнаççĕ.
Хальхи вăхăтра ушкăна Владимир Валерьевич Париков ертсе пырать. Ушкăн Мишеркасси шкулĕн учителĕсенчен, территори пайĕнче пурăнакансенчен, тивĕçлĕ канăва тухнисенчен, Пантьăк территори пайĕн администрацийĕн ĕçченĕсенчен тăрать. Пĕтĕмпе - 17 çын. Юлашки вăхăтра ертỹçĕ тата учительсем тăрăшнипе шкул ачисем те коллектив йышне ỹстереççĕ, тĕрлĕ мероприятисене хаваспах хутшăнаççĕ. Ахальтен мар туслă коллектив 2016 çулта чăваш халăх фольклор ушкăнĕ ята тивĕçнĕ.
Ноябрь 2024 |