ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Штанаш территори пайне 2020 çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа Юрий Валерианович ПАРИКОВ ертсе пырать. Территори пайĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма вăл хаваспах килĕшрĕ.
- Штанаш территори пайĕ пĕчĕк мар. Администраци тăрăхра пурăнакансен пур ыйтăвне те татса пама тăрăшать. Пирĕн пĕр тĕллев - халăх пурнăçне хăтлăрах тăвасси. Пĕрлехи вăйпа ял пурнăçне лайăхлатăпăр. Çитес çулсенче ача-пăча площадкисем те тăвăпăр, çулсене вак чулпа сарăпăр, пĕвесене тасатăпăр, ялсене шыв кĕртес ĕçе малалла тăсăпăр. Тепĕр тĕллев - ял çамрăкĕсене округрах хăварасси. Муниципаллă округ администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров та çакна тĕпе хурса ĕçлет, çамрăксене ялсенче пурăнма лайăх условисем йĕркелеме тăрăшать, вĕсене валли ĕç вырăнĕсем пулччăр тет. Малашне те халăхпа пĕрле канашласа ĕçлеме палăртатпăр. Пĕр-пĕрне ăнланни, шанни пур пуçарăва та пурнăçа кĕртме май патăр, Чутай ен аталансах пытăр.
Выльăх усракансем чылай
Штанаш территори пайне ултă ял пĕрлештерсе тăрать: Штанаш, Арайкасси, Горбатовка, Кĕрлев, Упукушкăнь, Вăрманкас. Пĕтĕмпе ку тăрăхра 2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 658 çын пурăнни паллă. Ялсенче пурĕ 425 хуçалăх шутланать. Кил хуçисем картишĕнче мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ - пĕтĕмпе 357 пуç, вĕсенчен 282-шĕ - ĕнесем. Юлашки çулсенче ял çыннисем сурăх сахалрах усраççĕ, анчах та ку территори пайĕнче çак выльăха тытакансем пур - пĕтĕмпе 579 пуç. Техĕмлĕ çемçе аш-какай кăмăллакансем кролик та ĕрчетеççĕ - 278 пуç. Территори пайĕнче пĕр хуçалăхра лаша усраççĕ. Ял халăхĕ ытларах чăх-чĕп усрать. Ку тăрăхра 1112 чăх шута илнĕ. Унсăр пуçне 11 качака та пур.
Штанаш территори пайĕнче 32 çын хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленнĕ. Вĕсем мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ. Çак енĕпе Р.Алексеева, Ю.Пахинова, И.Осипова, Н.Ордиков, А.Устинов, С.Шатаев палăрса тăраççĕ. Вĕсем хăйсен хуçалăхĕнче вăтамран 10-16 ĕне тытаççĕ, сĕтне патшалăха сутаççĕ. Ялхуçалăхне аталантарас тесе вĕсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă, хăйсен ĕçне малалла аталантарас тĕллевлĕ.
Уйрăм предпринимателе Димитрий Кузнецова ырăпа асăнмалла. Вăл чылай çул хушши усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес енĕпе тимлет. 300 ытла гектар çĕр çинче тыр-пул туса илет, унпа халăха та тивĕçтерет.
Шыв кĕртесси - малта
Юлашки çулсенче ялсенче шыв кĕртес ыйту малта тăрать. Штанаш тăрăхĕнче те çынсен пурнăçне хăтлăлатас тĕллевпе ялсенче шыв пăрăхĕсен сетьне çĕнетеççĕ.
Иртнĕ çул пуçаруллă бюджет программипе чылай ĕç пурнăçланă. Штанашри Октябрьски урамĕпе шыв пăрăхĕсене 6874322 тенкĕлĕх юсанă. Халăхран та укçа пухнă - 751870 тенкĕ. Шыв пăрăхĕсене юсас ĕç малалла та пулĕ. Штанаш салинчи Толстой, Ленин урамĕсенче, Вăрманкас, Кĕрлев ялĕсенче шыв пăрăхĕсен сетьне юсанă. Халăх унпа усă курать ĕнтĕ. В.Г.Мидушкин уйрăм предприниматель, ял хастарĕсем тăрăшнипе, ĕçе вăхăтра пурнăçланă. Территори пайĕн администрацийĕ малашне те уйрăм предпринимательпе çыхăну тытма планлать, çитес çулсенче кашни ялтах шыв кĕртме палăртать. Пуçаруллă бюджет проекчĕсене пурнăçа кĕртес ĕçре Вера Викторовна Коннова, Ольга Николаевна Чучакова, Надежда Анатольевна Лобова, Ираида Николаевна Семенова, Людмила Николаевна Федотова тăтăшах пулăшнине палăртмалла. Вĕсем ялти пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе ял çыннисемпе тĕлпулусем йĕркелеççĕ, малашлăх планĕсене пăхса тухаççĕ. Çавăн пекех çитес çулсенче Упукушкăнь тата Арайкасси ялĕсенче те шыв кĕртес тĕллевлĕ.
Пĕвесем тасатаççĕ
Территори пайĕн администрацийĕ пушар хăрушсăрлăхĕ çине те тимлĕх уйăрать. Çавна май ялсенчи пĕвесене çулсерен тасатма тăрăшаççĕ. Пĕлтĕр кăна Штанаш салинчи Ленин урамĕнчи пĕвене йĕркене кĕртнĕ. Кĕрлев ялĕнчи Çĕнĕ урамри пĕвене те тасатнă. Асăннă ялти Горький урамĕнчи пĕвене те тасатма палăртнă. Çавăн пекех Горбатовка ялĕнчи Овражнăй тата Вăрман урамĕсене хăтлăх кĕртес енĕпе ĕçсем пурнăçланă.
Урамсене вак чул сараççĕ, çутăпа тивĕçтереççĕ
Ялсенчи урамсене вак чул сарас енĕпе те ĕçлеççĕ. Упукушкăнь, Штанаш, Вăрманкас ялĕсенчи урамсене вак чул сарса пĕтернĕ. Кăçал Кĕрлев ялĕн Çĕнĕ урамĕнче те вак чул сарнă. Хальлĕхе Арайкассинчи Чапаев урамĕпе вак чул сарма планлаççĕ.
Çавăн пекех масар патне каякан çулсене йĕркене кĕртме тăрăшаççĕ. Акă, Штанаш масарĕ патне каякан çула вак чул сарса пĕтернĕ.
Унсăр пуçне ялсенчи урамсенчи юпа çинчи çутă лампочкисене çĕннипе улăштарас ĕç пырать. Горбатовка ялĕнчи çутă лампочкисене çĕнетнĕ. Çак ĕçре ял старости Ольга Константиновна Ипатова сахал мар вăй хунă. Ахальтен мар ăна ял çыннисем староста пулма шаннă. Хăйĕн ĕçне тивĕçлĕ пурнăçланăран кунти пурнăç условийĕсем ырă енне татах улшăнмалла.
Ял çыннисем хаваспах çỹреççĕ
Территори пайĕнче культурăна аталантарас тĕллевпе те ĕçлеççĕ. Акă, "Культура" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, Штанашри Культура çуртĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем иртнĕ. Çурта юсама 7299316 тенкĕ тăкакланă, техника бази те çĕнелнĕ.
Палăртмалла, асăннă Культура çуртне совет тапхăрĕнче, 1975 çулта, çĕкленĕ, унтанпа вара кунта капиталлă юсав пулман. Çурчĕ пысăк, икĕ хутлă. Кунтах ял тăрăхĕн администрацийĕ те, Культура çурчĕн методика пỹлĕмĕ те вырнаçнă. Çамрăксем валли те условисем пур. Культура çуртĕнче юрă-ташă ăстисене хаваспах кĕтеççĕ.
Штанашри Культура çурчĕ çумĕнче 10 клуб йĕркеленĕвĕ ĕçлет. Аслисен "Штаваш" ташă ушкăнĕ 1990 çулта йĕркеленнĕ. Ăна Николай Майоров ертсе пырать. Кружока ял тăрăхĕн специалисчĕсем, ял çамрăкĕсем çỹреççĕ. Вĕсем çулсерен округра иртекен мероприятисене хутшăнаççĕ. Çамрăксен "Штаваш" ташă ушкăнĕ те ĕçлет (ертỹçи _ Марина Парикова). Ку ушкăна Çĕн Атикасси шкулĕн вĕренекенĕсем хаваспах çỹреççĕ. Çавăн пекех Çĕн Атикасси çамрăкĕсем "Хĕлхем" вокал кружокне кăмăллаççĕ, аслисем "Виçĕ аккорд" кружока çỹреççĕ. Николай Майоров тăрăшнипе "Шуçăм" фольклор коллективне, "Ахрăм" театр кружокне сцена çинче тăтăшах куратпăр. Çамрăк талантсене тупса палăртас енĕпе "Килĕшỹлĕх" кружок та ĕçлет. Ăна шăпах ял çамрăкĕсем ыйтнипе йĕркеленĕ.
Кунти специалистсем территорие хăтлăх кỹрес енĕпе те тимлеççĕ. Йĕри-тавра чечек ешерет, тирпейлĕх хуçаланать.
Ял çыннисене, çамрăксене пултарулăх тĕнчине явăçтарасси аталансах пытăр.
Ноябрь 2024 |