Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ваçкаçырминче фельдшер пункчĕ çĕкленет

Категория: Общество Опубликовано: 10.11.2023, 10:56 Просмотров: 444

"Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем çĕкленеççĕ. Акă, Ваçкаçырминче те çĕнĕ ФАП çĕкленет. Ăна ял çыннисем тахçантанпах кĕтеççĕ. Вăл хута кайсан 200 ытла çынна пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парĕ.fapYamachi

Çуртăн стенине хăпартнă, çи виттине витнĕ. Халĕ шалти ĕçсем пыраççĕ. "Альбатрос" тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем ĕçсене декабьте вĕçлеме палăртнă. Контракт хакĕ 6 миллион та 195 пин тенкĕпе танлашать.

Çитес вăхăтра кунта чирлисене пахалăхлă медицина пулăшăвĕ пама пур услови те пулĕ, кабинетсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерĕç, хăй тĕллĕн куçса çỹрейменнисене валли пандус вырнаçтарĕç. Унсăр пуçне интернета пула пĕрлехи информаци тытăмĕпе усă курма май пулĕ. Çакă кунти ĕçченсене республикăри медицина учрежденийĕсемпе çыхăну тытма, консультаци илме май парĕ.

Виталий ВАДЕЙКИН, Ваçкаçырминче пурăнакан:

- Кĕтнĕ самант çитрĕ, тинех ялта фельдшерпа акушер пункчĕ çĕкленет. Ял çыннисемшĕн ку паллă пулăм. Кунта ытларах тивĕçлĕ канурисем пурăнаççĕ. Çамрăк çемьесем те пур, вĕсен чун тĕпренчĕкĕсене пăхса тăма специалистсем кирлех.

Малтанхи медицина пункчĕн çурчĕ кивелсе кайнă пирки ял çыннисем сĕннипе муниципаллă округ пуçлăхĕнчен Иван Николаевич Михопаровран пĕрре мар пулăшу ыйтрăмăр. Вăл пирĕнпе пĕр шухăшлă пулчĕ, кунта пурăнакансен сывлăхне тĕрĕслесе тăмашкăн хальхи саманапа килĕшсе тăракан медицина учрежденийĕ пулмаллине палăртрĕ. Зинаида Зиновьевна Тунейкина фельдшер ялта пурăнакансен сывлăхне чылай çул пăхса-сăнаса тăнине те каласа хăвармалла. Вăл кашни çынна эмелпе те, сăмахпа та сиплеме пултарать. Медицина ĕçченĕн çĕнĕ çуртра ĕçлеме вăй-хăват хушăнсах тăтăр, чирлисен йышĕ сахаллансах пытăр.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1