Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Продается 

корова с теленком, все вопросы по телефону

8937 955 75 08

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Шалти ĕçсен органĕсенчи пĕтĕмĕшле стажĕ - 404 çул

Категория: Общество Опубликовано: 10.11.2023, 11:01 Просмотров: 377

Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан, хальхи вăхăтра Саратовра юридици енĕпе аслă пĕлỹ илекен Максим Ухтеров кăçал Ваçкаçырминчи Прохоровсен йăхне тĕпченĕ.

Унăн мăн аслашшĕн ашшĕпе амăшĕ - Иван Трофимовичпа Анна Егоровна Прохоровсем - пурĕ 6 ача (Гавриил, Василий, Татьяна, Тимофей, Николай, Иван) çуратнă. Прохоровсен - 27 мăнук, 49 кĕçĕн мăнук, кĕçĕн мăнуксен 72 ачи, кĕçĕн мăнуксен 48 мăнукĕ. Пурĕ - 202 несĕл. Вĕсенчен 16-шĕ вара (çавăн пекех виçĕ кĕрỹшĕпе пĕр кинĕ) Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче вăй хунă.

Çапла, Николай Иванович Прохоров вăрçăччен Хĕрлĕ Чутай НКВД (каярахпа ШĔМ) органĕсенче службăра тăнă, аманнипе унăн ĕçне пăрахма тивнĕ.

Унăн ывăлĕ - Юрий Николаевич Прохоров - 70-80-мĕш çулсенче Шупашкарти тĕрлĕ милици пайĕсенче ĕçленĕ.

Мăнукĕ те, Андриан Юрьевич Прохоров, 1995 çултан пуçласа 2008 çулччен Шупашкар хулинче милицире вăй хунă.

Тепĕр мăнукĕ вара - Алексей Александрович Филин - 1995-2015 çулсенче Петрозаводск хулинче ОМОН-ра тăрăшнă.

Иван Иванович Прохоров 1939-1946 çулсенче Прибалтикăри НКВД (каярахпа ШĔМ) органĕсен тытăмĕнче вăрçăра çапăçнă.

Унăн ывăлĕсем Владимир Иванович Прохоров 1980-2005 çулсенче тата Вениамин Иванович Прохоров 1977-2004 çулсенче Шупашкарти ШĔМ органĕсенче вăй хунă. Вениамин Ивановичăн мăшăрĕ те, Галина Демьяновна Прохорова, 1980-2001 çулсенче ШĔМ управленийĕнче ĕçленĕ.

Мăнукĕсем Владимир Сергеевич Хохлов (1987-2015 çулсенче) тата Игорь Николаевич Серин (1992-2018 çулсенче) районти полици пайĕнче ĕçленĕ. 2005 çултан тытăнса паянхи кунччен мăнукĕ Ирина Михайловна Иванова Шупашкар районĕнчи полици пайĕнче тăрăшать.

Çавăн пекех мăнукĕн Алина Владимировнăн мăшăрĕ Евгений Юрьевич Андреев 1998 çултанпа Шалти ĕçсен министерствин уголовлă шырав управленийĕнче ĕçлет.

Гавриил Иванович Прохоровăн хĕрĕ Ольга Гавриловна Комарова (Прохорова) вăрçăран таврăнсан 1946-1979 çулсенче Шупашкар хулинчи Мускав райĕçтăвкомĕн шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшнă.

Çавăн пекех Ольга Гавриловнăн мăнукĕ, Гавриил Ивановичăн кĕçĕн мăнукĕ, Дмитрий Алексеевич Комаров 2002-2022 çулсенче ШĔМ-ре службăра тăнă.

Гавриил Ивановичăн тепĕр кĕçĕн мăнукĕ, Наталия Валерьевна Смирнова 2004 çулта службине ШĔМ-ре пуçланă, халĕ ФСИН органĕсенче тăрăшать.

Кунсăр пуçне мăнукĕн Надежда Александровнăн мăшăрĕ Валерий Николаевич Ермолаев Çĕрпỹ хулинчи милицире 1978-2007 çулсенче службăра тăнă.

Тимофей Иванович Прохоровăн мăнукĕ Игорь Валерьевич Герасимов 1981-2002 çулсенче районти шалти ĕçсен пайĕнче уголовлă шырав уйрăмĕнче ĕçленĕ.

Кĕçĕн мăнукĕ Сергей Игоревич Герасимов вара 2007 çултан пуçласа паянхи кунччен Хĕрлĕ Чутайри полици пайĕнче тимлет.

Çавăн пекех Тимофей Ивановичăн Ирина Валерьяновна мăнукĕн мăшăрĕ Вячеслав Геннадьевич Мерзлайкин 1991-2011 çулсенче районти милици пайĕнче тăрăшнă.

Татьяна Ивановна Данилован (Прохорован) ывăлĕ Александр Иванович Данилов вара 1970-1994 çулсенче Шупашкарти тĕрлĕ милици пайĕсенче ĕçленĕ.

Çапла, пĕтĕмĕшле Иван Трофимовичпа Анна Егоровнăн 2 ывăлĕ, 5 мăнукĕ, 6 кĕçĕн мăнукĕ, 3 кĕçĕн мăнукĕн ачи тата 3 кĕрỹшĕпе пĕр кинĕ хăйсен пурнăçне ШĔМ органĕсенче ĕçлессине халалланă. Вĕсен ШĔМ службинчи пĕтĕмĕшле стажĕ - 404 çул! 

mvd-dinasti

Добавить комментарий