Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Продается 

корова с теленком, все вопросы по телефону

8937 955 75 08

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

"Вĕрентỹ" наци проекчĕ: Шкулсене çĕнетеççĕ, юсаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 02.02.2024, 13:35 Просмотров: 572

Чăваш Республикин Вĕрентỹ министерстви Коллегин анлă ларăвĕнче 2023 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă, 2024 çулта пурнăçламалли тĕллевсене палăртнă. Республикăра ку сферăра чылай ырă улшăну пулнă.

Пирĕн округри вĕрентỹ сферинчи 2023 çулхи кăтартусене тишкерсе тухар-ха. Муниципаллă округ администрацийĕн вĕрентỹ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, вĕрентỹ тытăмне пурĕ 15 муниципаллă учреждени кĕрет: шкул умĕнхи тăватă, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан сакăр тата хушма пĕлỹ паракан виçĕ учреждени. Вĕсенче пурĕ 1150 ача вĕренет, шкул çулне çитмен 355 ача çỹрет, 375 çын ĕçлет, вăл шутра 134 вĕрентекен тата 40 воспитатель. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 7 ĕçчен валли ĕç вырăнĕ пур. 35 çулчченхи ултă учитель (пĕтĕмĕшле хисепĕн 4,5 проценчĕ) шутланать. Иртнĕ çул Çĕн Атикасси шкулĕнче пĕр çамрăк специалист - технологи учителĕ - ĕçлеме тытăннă. Кадр ыйтăвне татса парас тĕлĕшпе çамрăк специалистсене пулăшас тĕллевпе муниципаллă пуçару пурнăçланать: 10 оклад чухлĕ пĕр хутчен тỹлев параççĕ. Çулсерен тĕллевлĕ вĕренĕве округри выпускниксене яма тăрăшаççĕ: 2021 тата 2023 çулсенче пĕрер çамрăка янă. Çавăн пекех профориентаци ĕçне те йĕркелесе пыраççĕ.

Республикăри "УПК21" проекта пурнăçласа Çĕн Атикасси шкулĕнче çĕвĕ цехĕ, агротехникăна юсакансене тата "повар ĕçĕ" енĕпе, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче аслă вожатăйсене хатĕрлекен классем уçнă. 2023 çулта 14 хĕр çĕвĕç, 19 çамрăк ялхуçалăх машинисене юсакан слесарь тата 29-ăн аслă вожатăй профессине алла илнĕ.

Хĕрлĕ Чутайри ачасен искусство шкулĕн никĕсĕнче 2022 çулта шкул çулне çитмен тата кĕçĕн классенче ăс пухакан ачасем валли "моделировани" тата "программировани" программисемпе IT-класс уçнă. 2023 çулта унта 19 ача çỹренĕ.

2023 çултан Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекенсемпе "Ăслă вĕлле" ("Умный улей") проекта пурнăçлас пуçарăва ырланă. Вĕренỹ курсĕнче ачасем конструкцилеме, программăлама вĕренĕç, биологие тата финанс пĕлỹлĕхне тарăнрах пĕлĕç.

"Кашни ача ăнăçăвĕ" ("Успех каждого ребенка") регион проекчĕн мероприятийĕсене пурнăçласа 40 вĕренекенĕн вырăнне 248,7 пин тенкĕлĕх çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ.

Тăватă вĕренỹ учрежденийĕнче - Атнарти, Мăн Этменти, Хĕрлĕ Чутайри тата Çĕн Атикассинчи вăтам шкулсенче - гуманитари тата цифра профильлĕ "Точка роста" вĕренỹ центрĕсене, Питĕркассинчи вăтам шкулта çут çанталăкпа ăслăлăхсен "Точка роста" вĕренỹ центрĕсем ĕçлеççĕ.

Педагогика ĕçченĕсен вăтам шалăвĕ 2023 çулта 40272,15 тенкĕпе танлашнă, çав шутра учительсен - 41386,04 тенкĕ, шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекен воспитательсен - 35058,21 тенкĕ, хушма вĕрентỹ паракан педагогсен - 39065,79 тенкĕ.

2023 çулта "Хĕвел" ача сачĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 500 пин тенкĕпе танлашакан грантне илме тивĕç пулнă.

Вĕрентỹ сферинчи инновациллĕ ĕç-хĕлшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 50 пин тенкĕлĕх укçа хавхалантарăвне икĕ педагог - Питĕркассинчи вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен Лариса Абакумова тата "Пилеш" ача сачĕн воспитателĕ Надежда Ладайкина - тивĕçнĕ.

Шкул ачисене тăван чĕлхепе иртекен олимпиадăсене хатĕрленĕшĕн Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕрентекен Марина Васильева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 50 пин тенкĕлĕх премине илнĕ.

Округра пултаруллă ачасене хавхалантармалли тытăм йĕркеленĕ. Шкулта ăс пухакан çичĕ çамрăк кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн, 10 вĕренекен Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕн Николай Маловăн, 10 ача муниципаллă округ пуçлăхĕн стипендине илсе тăрĕç.

Патшалăхăн "Вĕрентỹ" наци проекчĕ пулăшнипе округри вĕренỹ учрежденийĕсем çулсерен çĕнелеççĕ, вĕсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ, территорисене хăтлăх кĕртеççĕ. Округ администрацийĕн вĕрентỹ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 2023 çулта Хĕрлĕ Чутай, Çĕн Атикасси тата Хусанушкăнь, Атнар шкулĕсенче модернизаци шайĕнче территорисене пĕтĕмпе 48595268,51 тенкĕлĕх хăтлăх кỹнĕ. Питĕркассинчи шкулта терроризмран хỹтĕленес тĕллевпе материалпа техника никĕсне 5688500 тенкĕлĕх çирĕплетнĕ. Ачасен искусство шкулĕн территорине 5118618 тенкĕлĕх хăтлăх кỹнĕ. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче пушар сигнализацине вырнаçтарнă, 1698060 тенкĕлĕх ĕç тунă. "Пучах" ача сачĕн территорийĕнче терроризмран хỹтĕленме карта тытнă - 887234 тенкĕлĕх.

Юлашки виçĕ çул хушшинче "Вĕрентĕве аталантарасси" муниципаллă программăна пурнăçлама 764190,9 пин тенкĕ янă: 2021 ç. - 301755,9 пин тенкĕ; 2022 ç. - 194427,9 пин; 2023 ç. - 268007,1 пин.

Надежда ПЕТРОВА

Добавить комментарий