Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

П Р О Д А Ю:

ПИЛОМАТЕРИАЛЫ.

Тел. 8 952 024 54 82

 

oknaVasya

П Р О Д А Ю: 

Срочно 2-комнатную квартиру 

в  центре с. Красные Четаи.

Тел.: 8 967 476 35 65

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Амăшĕн çулне суйласа илнĕ

Категория: Общество Опубликовано: 28.06.2024, 13:46 Просмотров: 168

Вĕрентекен ĕçĕ ĕлĕкрен чи хисеплисенчен пĕри пулнă. Чылай вĕренекен хăйне ăс панă учитель пек пулма ĕмĕтленнĕ, ăна евĕрлеме тăрăшнă. Нумайăшĕ юратнă вĕрентекенĕ пекех хăйĕн пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçе халалланă. Пирĕн хушăра ĕмĕр тăршшĕпе шкулта ĕçленĕ ашшĕ-амăшĕн çулĕпе каякансем те сахал мар. Паянхи сăмахăм Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Светлана Витальевна Васюкова пирки пырĕ.

Светлана Витальевна амăшĕ, Мария Васильевна Трубкина, пекех кĕçĕн класс ачисене вĕрентет. Вăл 1969 çулхи августăн 11-мĕшĕнче Шулю ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Мишеркассинчи вăтам шкулта вĕреннĕ хыççăн 1986 çулта çак шкултах аслă пионервожатăйра ĕçлеме тытăннă. Амăшĕ пекех ачасене тарăн пĕлỹпе воспитани пама ĕмĕтленсе 1987-1990 çулсенче Канашри педагогика училищинче ăс пухнă, ку професси вăрттăнлăхĕсене ăша хывнă. Кĕçĕн классене вĕрентекенĕн дипломне алла илсен хĕре 1990 çулта Штанашри вăтам шкула ĕçлеме янă. Унтан унăн 1992-2007 çулсенче Серенкассинчи шкулта ачасене вĕрентме тỹр килнĕ. Ĕçленĕ хушăрах Светлана Витальевна И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче аслă пĕлỹ илнĕ. 2008 çултан пуçласа педагог Мишеркассинчи шкулта ĕçленĕ. 2019 çултанпа Светлана Витальевна Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта тăрăшать.

 Учительте ĕçлеме пуçланăранпа Светлана Васюкова мĕн чухлĕ ачана пуçламăш утăмсем тума, вулама-çырма вĕрентмен-ши? Шăпах кĕçĕн классенче-çке ачасем вăтам тата аслă классенче вĕренме никĕс хываççĕ. 1-4-мĕш классенче илнĕ пĕлỹ пахалăхĕнчен ача малалла мĕнле вĕренсе пырасси килет. Çакна педагог аван ăнланать, çавăнпах вĕренекенсене тарăн пĕлỹ парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрать. Воспитани парас ыйтăва та куçран вĕçертме çук. Учителĕн уроксенче шăплăх хуçалантăр, тăхтавсенче класс пỹлĕмĕнче те йĕрке пултăр, пур ача та хăйне кирлĕ пек тытма пĕлтĕр тесе те самаях тăрăшма тивет. Ашшĕ-амăшĕпе ĕçлемесĕр те май çук, Светлана Витальевна вĕсемпе те тачă çыхăнура пулма тăрăшать. Пĕрле тăрăшни ырă çимĕç панине педагог аван пĕлет.

Опытлă педагог вĕрентỹ процесне çĕнĕлĕхсем кĕртме те, хăйĕн квалификацине ỹстерме те тăрăшать. Вăл тĕрлĕ конкурссене хутшăнма та вăхăт тупать, унăн вĕренекенĕсем те тĕрлĕ конкурссене хутшăнса палăраççĕ. 2010 çулта Светлана Васюкова "Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче" республика конкурсĕн районти тапхăрĕнче 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 2012 çулта Светлана Витальевна "Чи лайăх класс ертỹçи" республика конкурсĕн районти тапхăрĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă. 2019 çулта педагог "Чăваш Енри çулталăк учителĕ" республика конкурсĕн муниципаллă тапхăрĕнче "Учитель-хавхалантаракан" номинаци лауреачĕ пулса тăнă. 2022 çулта вăл "Мороз и солнце, день чудесный!" ятпа иртнĕ сăнỹкерчĕксен республикăри конкурсĕнче 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Иртнĕ çул Светлана Васюкова ертсе пынипе унăн вĕренекенĕсем чăвашсене çутта кăлараканĕ, паллă педагог И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа ирттернĕ И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх хатĕрленĕ инсценировкăсен регионсем хушшинчи конкурсĕнче призерсен йышне кĕме пултарнă, Диплома тивĕçнĕ. 2021 çулта Светлана Витальевна ертсе пынипе унăн вĕренекенĕсем республика фестивалĕн "Туслăх хĕлхемĕ" муниципалитетра иртнĕ тапхăрĕнче "Чăваш вăййи" номинацире 1-мĕш вырăна, кăçал 3 Б класра вĕренекенсем "Янра, чăваш юрри" номинацире 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Пĕлтĕр Раççей Федерацийĕнче иртнĕ Педагогпа наставник çулталăкне халалласа районти тĕп вулавăш йĕркеленĕ "Санăн яту - вĕрентекен" сочиненисен районти конкурсĕнче Светлана Васюкова "Манăн юратнă вĕрентекен" номинацире иккĕмĕш вырăна тивĕç пулнă. Иртнĕ çул вĕçĕнче Светлана Васюкова кĕçĕн шкул ачисен ăс-тăн вăййисен муниципаллă тапхăрĕнчи призерĕсене хатĕрленĕшĕн округ администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн Хисеп хутне илме тивĕçнĕ. Хисеп грамотисемпе Дипломсен шучĕ те çук, пурне те асăнса çитереймĕн. Вĕсем пурте вĕрентекенĕн тăрăшулăхĕ, опычĕ, пултарулăхĕ пысăк пулнине кăтартса параççĕ. Унăн ĕçне тивĕçлипе хакланине çитĕнекен ăрăва вĕрентỹпе воспитани парас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Вĕрентỹ министерстви 2013 çулта панă Хисеп грамоти те çирĕплетет.

Маларах палăртрăмăр ĕнтĕ, Светлана Витальевнăн амăшĕ - Мария Васильевна Трубкина - ачасене чылай çул вĕрентнĕ. Вăл Çĕмĕрле районĕнчи Анат Кăмаша ялĕнче 1947 çулхи февраль уйăхĕнче çуралнă. Ялти шкулта 1963 çулта сакăр класс пĕтернĕ, унтан вăл 1967 çулта Канашри педагогика училищинчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Мария Васильевна 1967 çултан тытăнса пĕр улшăнми 2004 çулччен Шулюри шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Хăйĕн ĕçне чунне парса пурнăçлакан, ĕç кăтартăвĕсемпе палăракан Мария Трубкинана 1985 çулта "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" паллăпа наградăланă. Вăл Чăваш Республикин Вĕрентỹ министерствин Хисеп грамотине те тивĕçнĕ.

Паянхи кун Мария Васильевна пирĕнпе пĕрле мар пулин те, вăл ырă ят-сум хăварнă, унăн вĕренекенĕсем паянхи кун та ун пирки лайăххине çеç аса илеççĕ, ăна яланах хисепленине палăртаççĕ, вăл вĕсемшĕн чăннипех иккĕмĕш анне вырăнĕнче пулнине калаççĕ.

Палăртса хăвармалла, Мария Васильевнăн мăнукĕ Мария та педагог ĕçне суйласа илнĕ. Вăл Тутарстан Республикинче çуралса ỹснĕ, 2019 çулта Шупашкарти Н.И.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче воспитателе вĕренсе тухнă. Унтан хĕр Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе 2023 çулта юрист квалификацине илнĕ. 2019 çулта Мария Ивановна шкул çулне çитмен шăпăрлансемпе ĕçлеме ача садне вырнаçнă.

Мария Васильевнăн пархатарлă ĕçĕ малашне те çывăх çыннисемшĕн тĕслĕх пуласса, вĕсенчен педагог профессине суйласа илекенсем тата йышлă пуласса шанас килет.

Надежда Мидакова.

BasukovaSveta TrubkinaM

Добавить комментарий