ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Кашни çын умĕнче шкул саккипе сывпуллашсан пĕлтерĕшлĕ утăм тумалли яваплă суйлав тăрать - хăш пурнăç çулĕпе каймалла, мĕнле професси суйласа илсе çĕршыва юрăхлă, обществăшăн усăллă çын пулмалла... Мĕнле утăм тунинчен, хăш сукмака суйласа илнинчен пĕтĕм пурнăç килет-çке. Пур професси те кирлĕ, анчах та тепĕр чухне ăна суйласа илнипех ăнăçмасть, чун туртăмĕ кирлĕ. Акă, медицинăнах илер, эпĕ медицина сестри е тухтăр пулатăп тенипех медицина ĕçченĕ пулаймăн, ку отрасле чăннипех юратни, тăрăшса вĕренсе тарăн пĕлỹ илни, ытти çынсен пурнăçĕшĕн яланах яваплă пулмаллине ăнланни тата ытти чылай пахалăх кирлĕ. Шур халатлă ĕçчен куçĕнчен чирлĕ çынсем шанчăкпа пăхаççĕ. Чылай чухне вĕсене эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа йăпатса та сывалма шанăç пама пĕлмелле.
Чылайăшĕ асăрханă ĕнтĕ, районти тĕп больницăра кĕркуннеренпе çамрăк специалист Виктория Олеговна Тинехпейкина стоматологра тăрăшать. Туктамăш ялĕнчи Иринăпа Олег Тинехпейкинсен çемйинче çуралса ỹснĕ хĕр ку профессие ăнсăртран суйласа илмен, çывăх тăванĕсем хушшинче медицина ĕçченĕсем сахал мар.
Экзаменсене лайăх тытса Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Виктория И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Аван паллăсемпе вĕренсе, сессисене çăмăллăнах хупса пырса Виктория ăна ăнăçлă пĕтернĕ. Алла диплом илнĕ çамрăк специалист нумай шутласа тăмасăр тăван тăрăха ĕçлеме килнĕ. Кĕске вăхăт хушшинче Виктория Олеговна пациентсен хисепне çĕнсе илме пултарнă, ун пирки вĕсем ырă сăмахсем кăна калаççĕ.
"Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне химипе биологи предмечĕсене ытларах кăмăллаттăм, çавăнпах медицина вузне суйласа илтĕм. Тепĕр сăлтав та пур: манăн анне, Ирина Тинехпейкина, чылай çул сывлăх сыхлавĕнче тăрăшать, васкавлă пулăшу уйрăмĕнче фельдшерта тимлет. Пирĕн çемьере медицина малти вырăнта пулнине çирĕплетсе калама пултаратăп. Медицинăна суйласа илме çынсене усăллă пуласси, вĕсене пулăшасси те малти вырăнта пулни витĕм кỹчĕ. Ачаранах мана тăрăшса, тимлĕ те тĕплĕ тумалли ĕçсем илĕртетчĕç. Çакă мана профессире те пулăшса пырать: шăл тухтăрĕн вĕтĕ элементсемпе типтерлĕ те асăрхануллă ĕçлемелле", - палăртать çамрăк шăл тухтăрĕ.
Викторийăн амăшĕ, Ирина Николаевна Тинехпейкина (Албакова), 1978 çулхи ап релĕн 7-мĕшĕнче Ачкасси ялĕнче Албаковсен çемйинче кун çути курнă, Серенкассинчи шкулта вĕреннĕ. Ирина Николаевна ачаранах ашшĕн аппăшĕн, Нина Ивановна Ларкинан, ырă тĕслĕхне курнă, ун пек медицина ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Ку тĕллеве пурнăçлас тесе хĕр Канашри медицина училищине вĕренме çул тытнă. Кунта вăл 1995-1998 çулсенче ăс пухнă. Алла диплом илнĕ хĕр райбольницăра гинекологи уйрăмĕнче ĕçлеме тытăннă. Паянхи кун вăл васкавлă пулăшу уйрăмĕнче фельдшерта тимлет. Ку тивĕçе Ирина Тинехпейкина 2013 çулхи октябрь уйăхĕнчен тытăнса пурнăçлать, чĕре хушнипе ĕçтешĕсемпе пĕрле çынсен пурнăçне çăлма васкать. Медицинăра Ирина Николаевна 26 çул чунне парса тимлет.
Викторийăн кукамăшĕ те, Тамара Николаевна Албакова, медицина отраслĕнче чылай çул тăрăшнă. Вăл 1954 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче Туктамăш ялĕнче çуралнă. 1978 çулхи август уйăхĕнче райбольницăра тимлеме тытăннă, кунта 2009 çулхи январĕн 11-мĕшĕччен вăй хунă. Унăн медицинăри ĕç стажĕ те сахал мар - пурĕ 31 çул.
Маларах палартрăмăр ĕнтĕ, Викторийăн кукашшĕн аппăшĕ те, Ачкассинчех тĕпленнĕ Нина Ивановна Ларкина, хăйĕн пурнăçне медицинăпа çыхăнтарнă. Вăл çак ялтах 1947 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче кун çути курнă. Нина Ивановна Етĕрнери больницăра медицина сестрисен курсĕсене пĕтернĕ. 1968 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа вăл Хĕрлĕ Чутайри больницăра ача-пăча уйрăмĕнче ĕçлеме пуçланă. Кунта Нина Ларкина мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен, 2002 çулчченех, тỹрĕ кăмăлпа вăй хунă, ырă ят-сум çĕнсе илнĕ. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 34 çулпа танлашать.
Нина Ивановнăн хĕрĕ те, Елена Владимировна Петрова (Ларкина), амăшĕн çул-йĕрнех суйланă. 1990 çулта шкултан вĕренсе тухнăскер 1991 çулта Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Икĕ çул хушши вĕреннĕ хыççăн 1993 çулта çамрăк специалист районти тĕп больницăна ача-пăча уйрăмне ĕçлеме вырнаçнă. Кунта пĕр-ик çул тимленĕ хыççăн Елена Владимировна шăл тухтăрĕн кабинетĕнче медицина сестринче вăй хума тытăннă. Паянхи кун та вăл кунтах тỹрĕ кăмăлпа ĕçлет. Елена Петрован медицинăри ĕç стажĕ 31 çула çитнĕ.
Çамрăк шăл тухтăрне Виктория Тинехпейкинана çывăх тăванĕсен ырă тĕслĕхне курса, вĕсен пуян ĕç опычĕпе хавхаланса хăй юратса суйланă профессире нумай çул чунне парса ĕçлеме, ĕçре çитĕнỹсем тума, пациентсенчен яланах ырă сăмах илтме тата ят-сум çĕнсе илме ăнăçу сунатпăр.
Надежда Мидакова.
Ноябрь 2024 |