Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Быковсем - ăста купăсçăсем

Категория: Общество Опубликовано: 26.08.2024, 09:55 Просмотров: 706

Ĕмĕртен купăс калама ăста çынна хисепленĕ. Пĕр савăнăçлă уяв та унсăр иртмен. Тĕрĕссипе, купăсçăсене паян та уяв лайăх ирттĕр тесе чылайăшĕ чĕнме хатĕр, анчах та вĕсем хальхи вăхăтра шутлă çеç. Купăс калама ăста çамрăксем пирĕн округра питĕ сахал пулни вара пушшех пăшăрхантарать. Апла пулин те Чутай тăрăхĕнче купăсçăсем пĕтмен-ха. Çак музыка инструменчĕпе çемйипех ăста калакансем те пур-ха. Сăмах - Питĕркассинчи Быковсем пирки.

BykovNПаянхи кун Питĕркассинчи Культура çурчĕн заведующийĕнче тăрăшакан Николай Михайлович Быков ачаранах алăран купăс ямасть. Унăн юлташĕсем те купăс каланă, вăл вĕсемпе пĕрле вĕреннĕ. Ашшĕ те, Михаил Егорович Быков, çак инструментпа вылянă. Николайăн куккăшĕсем те - Хурапырти Александр Петрович тата Николай Петрович Трифоновсем - купăсçăсем пулнă. Амăшĕ Нина Петровна Быкова вара илемлĕ юрланипе палăрнă. Пĕр сăмахпа каласан, Николай Михайловичăн ашшĕпе амăшĕ енчи икĕ ăрăвĕнчен те ку пултарулăх куçнă тесе çирĕплетме пулать.

Купăс калас туртăм Николайăн çав тери вăйлă пулнă. Вăл 7-мĕш класс хыççăн хăй колхозра çуллахи вăхăтра ĕçлесе илнĕ укçине пухса Хĕрлĕ Чутай салин Кивĕ центрĕнче вырнаçнă лавккара хут купăс туяннă. Ачаран ĕмĕтленни пурнăçланнă, хăйĕн тăрăшулăхне пула Николай купăспа ăста калама вĕреннĕ.

Николай Быкова Турă сасă енчен те кỹрентермен. Вăл купăс каласа ялсенчи клубсенчи тата район сцени çинче сахал мар юрă шăрантарнă. Ку кăна-и? Вăл культура ĕçченĕсемпе çулсерен республика шайĕнчи чылай мероприятие хутшăнать: купăсĕпе те вылять, юррине те юрлать, ташлама та ăста.

Палăртмалла, 1963 çулхи декабрь уйăхĕнче Питĕркасси ялĕнче кун çути курнă Николай Михайлович культура отраслĕнче 1984 çулта ĕçлеме тытăннă. Чи малтанах вăл 15 çул хушши районти клубсем валли кино турттарнă. Унтан Питĕркассинчи клуб директорĕнче, ун хыççăн пилĕк çул хушши районти Культура çуртĕнче "Шокăль" халăх фольклор ушкăнĕн ертỹçинче вăй хунă. Юлашки çулсенче вăл ялти Культура çурчĕн ĕçне йĕркелесе пырать. Кунта Николай Быков йĕркеленипе 15 çул ытла ĕнтĕ "Хăмăш" фольклор ушкăнĕ ĕçлет. Вăл вырăнти тата таврари ялсенчи, республика шайĕнче те халăха хăйĕн юрри-ташшипе сахал мар савăнтарнă.

Николай Быков хăйĕн пултарулăхне малалла тăсакансем пурришĕн чунтан хĕпĕртет. Савăнмасăр?! Унăн виçĕ чун тĕпренчĕкĕ те, патвар ывăлĕсем, купăс калама ăста. Хăйĕн 60 çулхи юбилейĕнче Николай Быков икĕ ывăлĕпе пĕрле тăрса купăс каласа чăннипех мăнаçланнине палăртать.

Аслă ывăлне Александра чутайсем лайăх пĕлеççĕ. Вăл купăспа аван калать кăна мар, илемлĕ юрлать те, хăех юрăсем çырса кĕввисенеBykovA хывать. Паянхи кунччен вăл 15 юрă çырнă. Вĕсем хушшинче - "Мĕнле лайăх Хĕрлĕ Чутайра", "Çĕнĕ туйăм", "Çуралнă кун", "Чун савни" тата ыттисем те, вырăслисем те çук мар. Кĕçех çĕнĕ юрăсем те кун çути курасса пĕлтерчĕ автор. Александр культура тытăмĕнче, тĕрĕсрех, Туктамăшри Культура çуртĕнче, малтан культйĕркелỹçĕре, унтан заведующире тимленĕ. Канашри педагогика колледжĕнчен вĕренсе тухнăскер, 2012-2017 çулсенче Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче режиссера вĕренсе аслă пĕлỹ илнĕ. Культура çуртĕнче ĕçленĕ хушăра Александр Николаевич пĕрре мар концерт йĕркеленĕ, спектакльсем те лартнă. "Вĕлтрен кайăкĕ" спектакле республика шайĕнче лартса Александр чи лайăх режиссер ĕçĕшĕн тата сценăна аван илемлетсе палăрнăшăн ЧР Культура министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ. Паянхи кун вăл савăнăçлă уявсем йĕркелет, ертсе пырать, халăха юрласа тата купăс каласа савăнтарать.

Николай Михайловичăн вăтам ывăлĕ Игорь полицире тăрăшать, хальхи вăхăтра мăшăрĕпе Норильск хулинче пурăнать. Вăл та купăс каласа ашшĕне савăнтарать.

Кĕçĕн ывăлĕ Олег вара халĕ Шупашкарта васкавлă пулăшу уйрăмĕнче водительте тăрăшать. Вăл та мĕн пĕчĕкрен купăспа интересленнĕ. Ашшĕ купăспа калани, юрлани ăна çав тери илĕртнĕ. Паянхи кун каччă аллинче те купăс вылянса кăна тăрать, илемлĕ юрă шăрантарма та ăста вăл. Сăмах май, Николай Быковăн мăшăрĕ те - Хусанушкăнь хĕрĕ Зоя Авельевна - илемлĕ сассипе палăрать. Вăл мăшăрĕпе тата ывăлĕсемпе юрланине те пĕрре мар илтме тỹр килчĕ, чăн та, чуна тыткăнлать.

Быковсен çемйинче купăспа ăста калакансем, юрлакансем малалла та пуласса, çак пултарулăха ăруран-ăрăва тăсасса шанас килет.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1