Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕ

Категория: Общество Опубликовано: 22.06.2018, 10:45 Просмотров: 452

Июнĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ сферăра тăрăшакансене патшалăх наградисем парса чысланă. Палăртма кăмăллă, хисепе тивĕçнисем хушшинче "Коминтерн" ЯХПК-ра ĕнесене машинăпа сăвакан оператор Роза Васильевна Данилова та пур. Ăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.

Роза Васильевна "Коминтерн" ЯХПК-ра 24 çул ĕçлет. Хальхи вăхăтра вăл 70 ĕне сăвать. Хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăранах сăвăма та ỹстерсех пырать. 2016 çулта вăл 50 пуç ĕнерен пурĕ 352715 килограмм сĕт суса илнĕ, 2017 çулта - 70 пуç ĕнерен 517276 килограмм. Пĕлтĕр вăл пĕр ĕнерен 7390 килограмм сĕт суса илнĕ. Пăрусем илес кăтарту та çултан-çул ỹссĕ пынă.

Пĕрремĕш класлă мастер пулнă май Роза Данилова кашни çулах пĕлĕвне ỹстерсе пырать, вăл осеменатора та вĕренсе тухнă. Опытлă оператор çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх шутланать.

Ĕç кăтартăвĕсене кура Роза Васильевна ра-йонта çулсерен "Ĕнесене машинăпа сăвакан чи лайăх оператор" ята тивĕçет. Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, агропромышленность комплексĕн аталанăвне тỹпе хывнăшăн ăна 2011 çулта Чăваш Республикин Ялхуçалăх ми-нистерствин Хисеп грамотипе наградăланă, 2015 çулта вăл республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Тав сăмахне тивĕçнĕ.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5