Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Эрех тĕрĕс çул çинчен пăрать

Категория: Общество Опубликовано: 22.06.2018, 11:05 Просмотров: 417

Хаяррине малтанхи кун самаях тутаннă çынна тепĕр кунхине мухмăр хытă аптăратсан эрех ĕçсе уçăлас шухăш канăç памасть. П. та çав шухăшпах кăçалхи апрель уйăхĕнче Туктамăш ялĕнче пурăнакан, хăйĕнпе пĕр класра вĕреннĕ К. патне кăнтăр иртсен çул тытнă. Эрех туянма укçа çуккипе вăл К.-на пушă ларакан пĕр кивĕ çурта кĕрсе унтан металлолом илсе тухса сутма сĕннĕ. К. унпа килĕшнĕ те хăйĕн прицеплă мотоблокне тапратнă. Вĕсем Хĕрлĕ Чутай салинчи Ленин урамĕнчи "Çĕнтерỹ" паркĕ патне çитнĕ. П. К.-на мотоблок патĕнче кĕтме хушнă, хăй вара С.-н пушă ларакан çуртне кĕнĕ. Алăкне вăл пассатижпа усă курса уçнă, пỹлĕмрен газ баллонне илсе тухнă. Мотоблок патне çитерме ăна К. та пулăшнă. П. тепĕр хут таврăнса газ плитине куç хывнă, ăна та часах мотоблок прицепĕ çине хунă. Унтан иккĕшĕ пĕрле кĕрсе электропралуксене сỹтнĕ, вĕсене унти пăхăр илĕртнĕ. Мĕнпур "пурлăха" хăйсен тесе хайхисем Туктамăш ялĕнче металлолом пухакан К. патне панă. Вĕсене пурĕ 300 тенкĕ тỹленĕ. Çак укçапа юлташсем эрех туяннă та ĕçме кайнă.

Тепĕр кунне, апрелĕн 15-мĕшĕнче, ирхи 7 сехетре П. хытах мухмăрпа аптăранă. Укçи каллех пулман, мухмăрне вара чĕртес килнĕ. Пĕрле вĕреннĕ К. патне утнă чухне вăл ỹсĕр Т.-на тĕл пулнă. Ăна вăл эрех тупасса шантарса пĕрле пыма сĕннĕ. Хальхинче П. К.-на Хĕрлĕ Чутай салинчи Ленин урамĕнчи пурăнма юрăхсăр икĕ хутлă кирпĕч çурта (унта та никам та пурăнмасть) кĕме сĕннĕ. Мотоблокпа кирлĕ вырăна çитсен Т.-па К. урамрах тăрса юлнă. Пĕр хваттер алăкне çĕмĕрсе кĕрсе П. электросчетчик тата электропралуксем илсе тухма хатĕрленĕ. Пралуксемпе аппаланнă вăхăтра люстра çĕмĕрнĕ, тĕслĕ металл шыраса кĕпе-йĕм çумалли пĕчĕк машинăна аркатнă, анчах та кирлине тупайман. К. хăпарсан вĕсем кăмакаран чугун плита кăларса илнĕ. Газ плитипе иккĕшне мотоблок прицепĕ çине тухса хунă. Çавăн пекех алюмини кастрюль, электропалуксемпе счетчик, холодильникăн двигателĕпе компрессорне, чугун куршак тата электроплита йăтса тухнă. Металлолома 300 тенкĕлĕх кайса панă та вĕсем ĕçме-çиме туяннă.

П.-па К. РФ УК-н 158 статйин 2-мĕш пайĕн "а,б,в" пункчĕ-семпе килĕшỹллĕн явап тытма тивĕ.

В.САВЕЛЬЕВ, районти полици уйрăмĕн преступленисене тишкерекен пай начальникĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5