ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Кăçалхи июнĕн 15-30-мĕшĕсенче Раççей терри-торийĕнче наркоманипе тата наркотиксемпе çыхăннă преступленисем тĕлĕшпе граждансен тимлĕхне ỹстерес, право йĕркине сыхлакан органсем тĕлĕшпе халăх шанăçне хăпартас, çамрăксен наркотике хирĕçле шухăшлавне йĕркелес тĕллевпе оперативлă профилактика мероприятийĕсем иртеççĕ. Вĕсене Наркоманипе кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна халалланă.
Наркотик тутансан çын организмĕн мĕнпур органĕпе тытăмĕ сиенленет. Çын организмĕ вара кĕске хушăрах хавшать, сывалма йывăр чирсене (СПИД, гепатит...) çăмăллăнах çаклатма пултарать. Статистикăпа килĕшỹллĕн, наркоманăн пурнăç тăршшĕ вăтамран 20-25 çул таран чакать. Ирех çак "наркăмăша" тутаннă çамрăксем вара чылай чухне 30 çула та çитеймеççĕ.
РФ КоАП-ĕн 6.8 статйипе килĕшỹллĕн, наркотиклă хатĕрсене, психотроплă япаласене саккунсăр çав-рăнăша кĕртнĕшĕн, упранăшăн, турттарнăшăн... 4 пинрен пуçласа 5 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттереççĕ е 15 талăклăх арестлеççĕ. Енчен те çын çаврăнăша кĕртмелли тĕллевсĕр туяннă наркотиклă хатĕрсене, психотроплă япаласене хăй ирĕкĕпе тавăрса парсан ăна административлă явапран хăтараççĕ.
РФ КоАП-ĕн 6.9 статйипе наркотиклă хатĕрсемпе тата психотроплă япаласемпе тухтăр çырса памасăр усă курнăшăн та яваплăх тыттараççĕ. Хăй ирĕкĕпе сывалмалли учреждение пынă наркоманипе чирлĕ çынна кун пек яваплăхран хăтараççĕ.
Алла нихăçан та наркотик тытмалла ан пултăр! Вăл сирĕн пурнăçăра ан пĕтертĕр!
А.МИХОПАРКИН, районти полици уйрăмĕн начальникĕ.
Ноябрь 2024 |