Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Алиментсем - саккунра

Категория: Общество Опубликовано: 27.06.2018, 10:38 Просмотров: 557

Пирĕн вулакансен ыйтăвĕсем çине районти суд приставĕсен пайĕнче алимент енĕпе тăрăшакан Эдуард ОРИНОВ хуравлать.

- Алимент шыраса илмелли тавăç заявленийĕпе мĕнле суда каймалла?

- Пулăшу илме тавăç пуçаракан е явап тытакан пурăнакан вырăнти миравай суда каймалла. Çак до-кументсем кирлĕ пулаççĕ: ача çуралнине тата мăшăрланнине (уйрăлнине) ĕнентерекен свидетельствăсем, паспорт копийĕ, явап тытаканăн çемйи миçе çынран тăнине çирĕплетекен справка. Лару-тăрăва суд пăхса тухнă хыççăн йышăну тăвать. Ун хыççăн тавăç пуçаракан суд йышăнăвне е постановленине алла илет. Унпа явап тытакан пурăнакан вырăнти суд приставĕсен службине каймалла. Йышăнупа ĕç пуçараççĕ. Унтан укçа шыраса илессипе приставсем ĕçлеççĕ. Вĕсем явап тытаканăн тупăш çăлкуçне хăй тĕллĕн тупса палăртаççĕ. Енчен те вăл официаллă майпа ĕçлет пулсан, предприятие ĕç укçинчен тытса юлма предписани тăратаççĕ. Ĕçпе тивĕç-терекенĕн бухгалтерийĕ çак предписание пурнăçлама тивĕç. 2018 çултан алиментсене суд приставĕсем ĕçлемен ашшĕнчен саккун йĕркипе шыраса илеççĕ.

- Мĕнле вăхăтран ача çине алимент тỹлемелле тума пулать? - Хăй ирĕккĕн килĕшĕве алă пуснă кунран. Паллах, килĕшỹре урăх нимĕн те пăхса хуман-тăк. Судран пулăшу ыйтсан тỹлемелли сумма (начисление) тавăç тăратнă самантран куçать. Çавăн пекех тавăç заявленийĕнче малтанхи тапхăршăн та (3 çул таран) алимент шыраса илме ыйтса çырма пулать (асăннă тапхăрта хăй ирĕккĕн килĕшỹ туман-тăк).

- Эпĕ 18 çул тултартăм, аслă вĕренỹ заведенийĕнче кăнтăрлахи уйрăмра укçалла вĕренетĕп. Манăн атте малтанхи пекех алимент тỹлеме тивĕç-и?

- Ача 18 çул тултарсан алимент тỹлесси пăрахăçланать. Анчах та вăл ачаран инвалид-тăк алимента пурнăç тăршшĕпех тỹлемелле. Аслă вĕренỹ заведенине кăнтăрлахи уйрăма укçалла вĕренме кĕнĕ ачасене пулăшма май пур. Шыраса илекен (амăшĕ), енчен те унăн ачи куçăмлă майпа вĕренет пулсан, парăмçăна - ашшĕне - тавăç тăратма пултарать. Вăл явап тытаканни пулать. Ачана вĕрентме тăкакланă суммăн çуррине тỹлемелле тума май пур. Çав хушăрах шыраса илекенĕн ывăлĕ е хĕрĕ вĕреннине пула пысăк сумма тăкакланине çирĕплетсе памалла.

- Енчен те парăмçă пристав алимент тỹлеме асăрхаттарса ыйтсан та укçапа пулăшма васкамасан ăна пĕртен-пĕр машинисĕр хăварма пултараççĕ-и?

- Обязательнăй йĕркепе машинисĕр хăвараççĕ. Ăна сутса ачасем умĕнчи парăма тỹлесе татаççĕ.

- Мăшăрăн ашшĕ-амăшĕнчен алимент шыраса илме пулать-и?

- Саккун кун пек тума май парать. Анчах хушса каланисем пур: енчен те мăшăртан иккĕшĕн те ача пăхма майсем çук-тăк, маçаккăшĕпе мамаккăшĕн укçи-тенки çителĕклĕ пулмалла. Кăна, паллах, ĕнентерме тивет. Кун пек тивĕç кукашшĕпе кукамăшĕн те пуррине манмалла мар. Апла пулсан вĕсенчен те алимент шыраса илме пулать. Йышăнăва суд кăна тăвать.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1