Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Район хаçатне вулакан патне вăхăтра çитернĕшĕн тав

Категория: Общество Опубликовано: 06.07.2018, 13:32 Просмотров: 489

Çулсеренех июлĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче почта çыхăнăвĕнче ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ.

Районти почта ĕçченĕсем ăна ĕнер, июлĕн 5-мĕшĕнче, паллă турĕç. Почтальонсене район ад-министрацийĕн культура пайĕн начальникĕ Александр Самсонов, Çĕмĕрлери почтамтăн начальни-кĕ Сергей Новичков, район хаçаччĕн редакцийĕн тĕп бухгалтерĕ Галина Ястребова саламларĕç, Хи-сеп грамотисем парса чысларĕç. Савăнăçлă мероприятире Хĕрлĕ Чутайри почта уйрăмĕн почтальонĕ Галя Николаевна Сатлайкина кăтартуллă ĕçленĕшĕн Раççей почтин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн Тав сăмахне тивĕçрĕ. Çавăн пекех Утаркасси почтальонне Валентина Николаевна Микушкинана кăтартуллă ĕçлесе пынăшăн тата служба тивĕçĕсене пуçаруллă пурнăçланăшăн ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн Тав сăмахне парса чысларĕç.

Çĕмĕрлери почтамтăн Хисеп грамотисене вара хăйсен ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн çак почта ĕçченĕсем тивĕçрĕç: Нина Ивановна Железнова (Атнар), Вера Владимировна Иванова, Любовь Порфирьевна Долгова (Хусанушкăнь), Нина Николаевна Николаева (Кив Атикасси), Ирина Николаевна Дадюкова (Питĕркасси), Елизавета Ивановна Афоркина (Шĕмшеш), Галина Александровна Михуткина (Хĕрлĕ Чутай).

Почта çыхăнăвне аталантарас ĕçе тỹпе хывнăшăн район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ почтальонсем хушшинче Людмила Николаевна Сандомирова (Мучикасси), Галина Анатольевна Кошмаркина (Ачкасси), Елизавета Ивановна Афоркина (Шĕмшеш) пулчĕç. Çавăн пекех Штанашри почта уйрăмĕн начальникне Вероника Владимировна Зотована тата Кив Атикассинчи почта уйрăмĕн начальникне Алина Леонидовна Максимована та район администрацийĕн Хисеп хучĕпе чысларĕç. Раççей çыхăнăвĕн ĕçченĕсен профсоюзĕн Хисеп хутне тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынăшăн тата профсоюз организацийĕн ĕç-хĕлĕнче активлăхпа палăрнăшăн Мучикассинчи тата Хусанушкăнчи почта уйрăмĕсен начальникĕсем Галина Николаевна Козловапа Алина Васильевна Афондеркина тивĕçрĕç.

Почтальонсем, сумкисем тĕрлĕ таварпа йывăрланнă пулин те, район çыннисене çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарма васкаççĕ. Çĕнĕ хыпарĕ сем вара район тĕкĕрĕнче - "Пирĕн пурнăç" хаçатра - кун çути кураççĕ. Шăпах ăна анлă сарас тĕллевпе тăрăшаççĕ те куллен почтальонсем. Паян пирĕн уйрăмах Утаркассинчи почта уйрăмĕнче тăрăшакансене  Вера Николаевна Федорована (почта уйрăмĕн начальникĕ), Валентина Николаевна Микушкинана, Инна Ильинична Захарована, Марина Геннадьевна Козлована - тав сăмахĕ калас килет, вĕсем йывăрлăхсене çĕнтерсе малаллах утаççĕ. Палăртса хăвармалла, 2014 çултанпа вĕсем район хаçатне çырăнтарас кăтартăва пĕр шайра тытса пыма тăрăшаççĕ. Вĕсем район хаçачĕн редакцийĕн Тав сăмахне тата парнисене тивĕçрĕç. Питĕркассинчи почта уйрăмĕ те (начальникĕ - Наталья Валентиновна Михуткина) çырăнтару кăтартăвне чакарман, вăл та Тав сăмахĕллĕ пулчĕ.

Паллах, район хаçатне халăх патне çитерес тесе ытти почтальонсем те вăй хунă. Апла пулсан пурне те, пур çыхăну уйрăмĕсен ĕçченĕсене те професси уявĕ ячĕпе саламлатпăр. Эсир район çыннисем патне çитерекен хыпарсем яланах лайăх пулччăр, ĕçĕрсем ăнса пыччăр, малашне те район хаçатне çырăнтарма сирĕн сывлăхăрсем çирĕп пулччăр, кăтартăвăрсем çулран-çул ỹссе кăна пыччăр, ỹсĕмсен чикки ан пултăр.

А.ОРИНОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5