Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Çемье телейĕ пирки...

Категория: Общество Опубликовано: 06.07.2018, 13:55 Просмотров: 482

Раççейре çулсерен июлĕн 8-мĕшĕнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă тăваççĕ.

ÇЕМЬЕ - кирлĕ социаллă институт тата тĕлĕнмелле тĕнче. Унта юрату, шанчăклăх тата пĕр-пĕрне ăнланни хуçаланаççĕ. Статистиксем те кашни çыншăн çывăх уяв валли хатĕрленнĕ, Чăваш Ен территорийĕнче пурăнакан çемьен портретне хатĕрленĕ.

Çирĕп те туслă çемье тумалли пĕрремĕш утăм - мăшăрланасси. ЗАГС органĕсен даннăйĕсемпе 2017 çулта республикăра 7,2 пине яхăн мăшăр çемье çавăрнă. Йăлана кĕнĕ тăрăх, уйрăмах июнь-сентябрь уйăхĕсенче мăшăрланакансем ытларах пулнă - 3,9 пин. Вăл шутран июльте - 1,2 пин. Май уйăхĕнче халăх сăнавĕсенчен хăрамасăр 262 мăшăр çемье çавăрнă. Каччăсен 78 проценчĕ, качча каяс хĕрсен 76 проценчĕ пĕрремĕш хут мăшăрланнă, арçынсен 22 проценчĕ тата хĕрарăмсен 24 проценчĕ - иккĕмĕш хут. Хĕрсем ытларах 23 çулта качча каяççĕ, яшсем - 25 çулта. Асăннă лару-тăруран тĕлĕнме кирлĕ мар: хальхи çамрăксемшĕн пĕлỹ илесси, ĕçе вырнаçасси малта тăрать. Унтан тин çемье çавăрмалла. Мăшăрсен 40 ытла проценчĕ - тантăшсем. Мăшăрсенчен пĕри тепринчен 10 çул аслăрах тĕслĕхсем те пур. Апла пулин те тĕрлĕ сăлтав-сене пула мăшăрсем хушшинче уйрăлакансем тупăнаççĕ: иртнĕ çул 3,9 пин çемье арканнă, вĕ-сенчен 2,9 пинĕшĕ хуласенче пурăнакансем, пинĕшĕ - ялтисем.

Çемьери паллă пулăм - пепке çурални. Пĕлтĕр республикăра 14 пине яхăн ача çуралнă: 7,1 пинĕ - пăхаттирсем, 6,8 пинĕ - хĕр пĕрчисем. Вĕсенчен 80 проценчĕ тулли çемьере çут тĕнчене килнĕ. Çуралнă ачасенчен 5,1 пинĕ - пĕрремĕшсем, 5,9 пинĕ - иккĕмĕшсем, 3 пинĕ - виççĕмĕшсем е ун хыççăнхисем. 148 хĕрарăм йĕкĕреш çуратнă, тăваттăшĕ - виçĕреш. Малтанхи даннăйсемпе килĕшỹллĕн, ача çуратакан хĕрарăмсен вăтам ỹсĕмĕ 28,8 çулпа танлашать. Кăçалхи пилĕк уйăх хушшинче республикăра 5,3 пин ача çуралнă, 1,7 пин мăшăр çемье çавăрнă, 1,5 пин çемье арканнă.

Пĕтĕмĕшле çыравсем ирттерни статистика даннăйĕсен çăлкуçĕ пулса тăрать. Вĕсем республикăра пурăнакан халăх пирки тулли тата тĕрĕс информаци илме пулăшаççĕ. 2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри çыравăн даннăйĕсемпе пирĕн регионта 353,5 пин çемье пурăннине шута илнĕ. Чăваш Енре çемьен вăтам виçи 2,8 çынпа танлашнă.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1