Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чăваш çамрăкĕсем Пенза тăрăхĕнче пуçтарăннă

Категория: Общество Опубликовано: 13.07.2018, 11:36 Просмотров: 415

Чăваш наци конгресĕ йĕркеле-нипе июлĕн 5-7-мĕшĕсенче Пенза облаçĕнчи Неверкино ялĕнче çамрăксен регионсем хушшинчи "Хастар" форумĕ иртнĕ. Форума ЧНК президент грантне çĕнсе илнĕ "Национальное достояние народов - достояние России" проектпа килĕшỹллĕн йĕркеленĕ.

Вырăнти чăвашсен автономийĕ пулăшнипе иртнĕ мероприятие çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен: Тюмень, Ленинград, Пенза облаçĕсенчен, Чăваш Республикинчен, Мурманск, Санкт-Петербург, Самара, Саратов хулисенчен - 40 яхăн хĕрпе каччă пуçтарăннă. Вĕсем хушшинче Çĕн Атикасси шкулĕнче вĕренекен Кристина Иванова та пулнă.

Кристина кăçал ЧНК-н районти уйрăмĕ йĕркелесе ирттернĕ "Чутай пики-2018" конкурса хутшăнса "Куракансем кăмăлланă пике" номинацие тивĕçрĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче 11-мĕш класа кайма хатĕрленекен маттур хĕрача ЧНК йĕркеленĕ çулçỹрев пирки çапларах каласа пачĕ:

- Пенза облаçĕнчи Неверкино ялĕнче тăватă халăх çыннисем - вырăссем, чăвашсем, тутарсем, мордвасем - пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă пурăнаççĕ. Пысăк та илемлĕ Неверкино районĕнче вара пурĕ 10 чăваш ялĕ шутланать. Сăмах май, Неверкино ялĕнчи шкул питĕ пысăк, унта бассейн та пур. Ку шкулта экскурсире пулнă май эпир кунта ачасем чăваш чĕлхине те вĕреннине пĕлтĕмĕр. Июлĕн 5-мĕшĕнче каçхине ялти пĕве хĕрринчи илемлĕ вырăнта çамрăксен форумĕ уçăлчĕ, хыççăнах чăвашсен историне, культурине, йăли-йĕркине пĕлессипе конкурссем иртрĕç. Унтан концерт тата ташă каçĕ пулчĕ. Тепĕр кунне ирпе чăваш флеш-мобĕ иртрĕ, унтан эпир грантсене тивĕçнĕ проектсем коммерциллĕ мар организацисене аталанма пулăшни пирки çавра сĕтел тавра пухăнса калаçрăмăр, грантсем илмелли проектсем çырма вĕрентĕмĕр, ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те сỹтсе яврăмăр. Пирĕнпе ЧНК президенчĕн пулăшуçи Елена Светлая, Владимир Клементьев вице-президент, Сергей Щербаков историк тĕл пулса калаçрĕç. Çав кунах чăваш тĕррипе, хореографи искусствипе, вокал енĕпе мастер-классем иртрĕç. Çĕннине пĕлме, вĕренме питĕ кăсăклă пулчĕ. Каçхине эпир чăваш уявĕсене мĕнле йĕркелемеллине вĕрентĕмĕр. Июлĕн 7-мĕшĕнче вара Неверкино ялĕнче Акатуй иртрĕ. Халăх йышлă пухăннă савăнăçлă уяв пурин асĕнче те юлчĕ пулĕ тетĕп. Каçхине эпир тараватлă Пенза тăрăхĕпе сывпуллашса киле килме тухрăмăр. Çакăн пек пысăк шайри мероприятие хутшăнма май килнĕшĕн савăнатăп - форум мана пĕлĕве ỹстерме, тавракурăма аталантарма пулăшрĕ. Тĕрлĕ регионта пурăнакан çамрăксемпе пал-лашрăм, туслашрăм, ытти тăрăхри чăваш çамрăкĕсем мĕнпе кăсăкланнине, мĕнле пурăннине пĕлтĕм. Форума пынă çамрăксем пурте чăвашла калаçнине палăртса хăварас килет. Форумра паллашнă çамрăксемпе тепре пухăнса тата пĕр-пĕр региона çитсе курма калаçса татăлтăмăр.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5