Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Кайăк грипĕ хăратать

Категория: Общество Опубликовано: 18.07.2018, 10:13 Просмотров: 413

Иртнĕ эрнере Патăрьелпе Комсомольски районĕсенчи кил хуçалăхĕсенче бройлер чĕпĕсем йышлă вилни пирки пĕлтернĕччĕ. Вĕсем кайăк-кĕшĕк грипне пула вилме пултарнă тесе шухăшлатчĕç. Иртнĕ эрне вĕçĕнче Владимир хулинчи лабораторире чĕпсен биоматериалĕнче кайăк-кĕшĕк грипĕн вирусне тупса палăртнине рес-публикăри ветслужба ертỹçи Сергей Скворцов пĕлтернĕ. Çавна май çав районсенче ветслужба ĕçченĕсем чире сарăлма парас мар тесе палăртнă графикпа килĕшỹллĕн ĕçлеме пуçланă. Çак кунсенче тата Çĕрпỹ, Елчĕк районĕсенче те ку чир паллисене тупса палăртнă.

Кайăк-кĕшĕк грипĕ пирĕн района çитмен-ши? Çак ыйту паянхи кун нумайăшне канăç памасть. Сисчĕвленме сăлтавĕ те пур темелле.

Июлĕн 1-мĕшĕнче район пасарĕн территорийĕнче сутнă предпринимательсенчен туяннисен (вĕсем тĕрлĕ ялтан) нумайăшĕн чĕпписем вилнĕ иккен. Акă Туктамăш ялĕнчи Родионовсен хуçалăхĕнчи чĕпсен виллисене Владимир облаçне тĕпчеве яни паллă. Хаçата пичете хатĕрленĕ вăхăт тĕлне экспертиза пĕтĕмлетĕвĕ района çитменччĕ-ха.

Анчах та кайăк-кĕшĕк грипне пулах вилнĕ тесе çирĕплетме иртерех. "Ку малтанхи диагноз кăна-ха", - тесе пĕлтерчĕ районти чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцийĕн тĕп врачĕ Лев Гущин. "Асăннă чире пула вилнĕ тесе çирĕплетнĕ хут киличчен эпир нимĕнле мероприяти те ирттерме пултараймастпăр. Лаборатори чĕпсем грипран вилнине çирĕплетсен чире тупса палăртнă территорисене 21 талăклăха карантина хупмалла. Çакăн хыççăн вара ялсене кайăк-кĕшĕк илсе кĕме, унтан турттарса кайма вăхăтлăха чарма, сăнав зонине палăртса мониторинг ирттерме, ытти мероприятие пурнăçлама тивĕ", - терĕ Лев Александрович. Халĕ ĕнтĕ пирĕн сыхă пулмалла. Килти кайăк-кĕшĕке ирĕке урама ямалла мар, кайăк-кĕшĕке ниçтан та илсе килмелле мар тата илсе тухмалла мар. Чăх-чĕп вилнĕ тĕслĕхсем пулсан районти чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти ветеринари станцине вăхăта сая ямасăр, тăхтаса тă-масăр пĕлтермелле. Çакăн пек кăна эпир ку чире сарăлма памăпăр.

Н.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5