Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Эрех пурнăçа пĕтерет

Категория: Общество Опубликовано: 20.07.2018, 09:19 Просмотров: 599

Районти полици уйрăмĕ кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче районта пурăнакансене тĕрлĕ преступленисенчен хỹтĕлес енĕпе ĕçлерĕ, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшрĕ. Отчетлă тапхăрта район территорийĕнче 60 преступление регистрацилерĕмĕр. Преступленисен хисепĕ, иртнĕ çулхи çав тапхăртипех танлаштарсан, 18,9 процент (14 преступлени) чакни савăнтарать. Саккуна пăсма хĕтĕртекен сăлтавсенчен пĕри яланхи пекех эрех ĕçни пулса тăрать. Ỹсĕрле преступлени тăвасси 46,3 процентпа (25 преступлени) танлашрĕ. Çакă, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 3 преступлени ытларах. Кĕскен каласан, кашни иккĕмĕш преступление çынсем ỹсĕр пуçпа тунă. Унсăр пуçне саккуна ытларах ниçта та ĕçлемен граждансем пăснă - 57,4 процент (31 преступлени, пĕлтĕр - 48), унччен те судпа айăпланнисем вара - 32 преступлени (3,03 процент сахалрах).

Уйрăмах йывăр преступленисене çур çул хушшинче регистрацилемен. Йывăр преступленисен шучĕ вара ỹснине палăртмалла: пĕлтĕр çак вăхăтра 10 пулнă, кăçал - 11. Вĕсене Хĕрлĕ Чутай (9), Атнарпа Пантьăк (пĕрер) ял тăрăхĕсен территорийĕсенче тунă.

Ултă уйăх хушшинче наркотиксемпе психотроплă япаласене саккунсăр çаврăнăша кĕртес енĕпе пĕр преступлени те туман. Пăшала е çар хатĕрĕсене, е сирпĕнекен япаласене саккунсăр çаврăнăша кĕртес енĕпе вара çур çулта 2 преступлени регистрацилерĕмĕр. Экономика сферинче те 10 хутчен саккуна пăснă, пĕлтĕрхинчен 1 тĕслĕх ытларах. Палăртмалла, тăваттăшĕ - коррупци енлĕ, вĕсене пурне те пĕр çын тунă.

Асăннă тапхăрта преступленисене тĕпчесе уçса парасси 94,7 процентпа танлашрĕ. Январь-июнь уйăхĕсенче 315 административлă протокол çырма, 73800 тенкĕлĕх штраф хума тиврĕ. Унтан 63300 тенкине шыраса илме май килчĕ.

Каласа хăвармалла, профилактика учетĕнче июнĕн 30-мĕшĕ тĕлне çула çитмен 15 çамрăк тăрать, кăçал 6 çамрăка учета илнĕ. Çавăн пекех хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламан 7 ашшĕ-амăшĕ те учетра тăраççĕ, вĕсен çемйисенче 15 ача ỹсет. Ултă уйăх хушшинче 4 преступник шыравра тăчĕ, хыпарсăр çухалнисем - 3-ĕн.

Полици ĕçченĕсем малашне те преступниксен çулне пỹлессипе ĕçлĕç, усал ĕçсем тăвасси чактăр тесе профилактика ĕçне те туса пырĕç.

Александр МИХОПАРКИН, районти полици уйрăмĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1