Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, кинозал уçрĕç

Категория: Общество Опубликовано: 25.07.2018, 10:25 Просмотров: 387

Июлĕн 20-мĕшĕнче районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пулчĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Башкировпа пĕрле Мăн Этмен шкулĕнче пулса курчĕ, районти Культура çуртĕнче кинозал уçнă тата районăн кăçалхи çур çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ çĕре хутшăнчĕ.

Мăн Этмен шкулĕнчи капиталлă юсав

Хальхи вăхăтра Мăн Этменти вăтам шкулта, "Создание современной образовательной среды для школьников" приоритетлă проектпа килĕшỹллĕн, капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçланаççĕ. Çакна валли 14 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Юсав ĕçĕсене вĕренỹ çулĕ вĕçленсенех пуçланă, çавăнпа та хальхи вăхăтра чылай ĕçе пур-нăçланă - 80 процента яхăн. Сергей Артамонов юсав ĕçĕсемпе паллашнă май "Премиум Строй" ТЯО подрядчик представителĕсемпе калаçрĕ, ĕçсене вăхăтра туса пĕтермеллине аса илтерчĕ.

"Катюша" кино курма йыхравлать

Районти Культура çуртĕнче "Катюша" кинозала савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă май Сергей Артамонов тата ЧР культура министрĕн çумĕ Елена Чернова пухăннисене пĕлтерĕшлĕ пулăмпа саламларĕç, кинозал район çыннисен юратнă кану вырăнĕ пуласса шаннине пĕлтерчĕç. Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр çулталăк вĕçнелле пирĕн районти Культура çурчĕ Раççей Кино фончĕн пĕчĕк тата вăтам хуласенче кинотеатрсем уçмалли конкурсĕнче çĕнтернĕччĕ. Ĕçсене пурнăçлама 5 миллион тенкĕ уйăрнă. Сумлă хăнасемпе ачасем хăю каснă хыççăн пухăннисем кинозала кĕрсе курчĕç. Кунта кино кăтартмалли цифрăллă оборудовани, колонкăсем, пысăк экран, 350 çĕнĕ кресло вырнаçтарнă. Киносене ахаль йышшине те, 3D форматлине те курма пулать. Сеанссем кунне виçĕ хутчен пулаççĕ. Палăртса хăвармалла, кинозала уçассине халалланă савăнăçлă мероприятие районти культура ĕçченĕсем лайăх хатĕрленнĕ. Тĕрлĕ кинори сăнарсем уява пухăннисене тунсăхлама памарĕç, вĕсемпе пĕрле ватти те, вĕтти те савăнчĕ.

Районăн çур çулхи ĕç кăтартăвĕ

Райадминистрацин ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче районăн 2018 çулхи пĕрремĕш çур çулĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ çĕре хутшăннă май Сергей Артамонов чи малтанах наградăсем парса чысларĕ.

Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн райадминистрацин фи-нанс пайĕн секторĕн заведующине - тĕп бухгалтерне Галина Алексеевна Кашкирована Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç. Çемье вучахĕн ăшшине упранăшăн, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕшĕн Мăн Этмен ял тăрăхĕнчи Владимир Ивановичпа Римма Владимировна Ярабаевсене тата Федор Порфирьевичпа Светлана Ивановна Сильвестровсене "Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе наградăларĕç.

Унтан райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров кăçалхи çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ. Александр Викторович пĕлтернĕ тăрăх, пĕрремĕш çур çулта район администрацийĕ Раççей президенчĕн "май уйăхĕнчи указĕсене" пурнăçлассипе тĕллевлĕ ĕçленĕ. Социаллă тытăмра ĕçлекенсен шалăвĕ кирлĕ шайра тытăнса тăрать. Районта пурăнакансенчен 30 процентне (тăватă пин ытла çынна) социаллă пулăшупа тивĕçтернĕ. Республика Пуçлăхĕн указĕпе килĕшỹллĕн, виççĕмĕш тата хыççăнхи ачасемшĕн 51 çемьене укçа пулăшăвĕ панă.

Район бюджечĕн ытларах пайĕ (189 миллион тенкĕ) социаллă сферăна (вĕрентỹ, культура, спорт, сывлăх сыхлавĕ, социаллă политика) аталантарма кайнă. Район экономикин тĕп отраслĕ - ялхуçалăхĕ. Малтанхи кăтартусемпе, ултă уйăх хушшинче ялхуçалăх предприятийĕсем тата хресченпе фермер хуçалăхĕсем хăйсен продукцине 87 миллион тенкĕлĕх вырнаçтарнă, тухăç 11 миллион тенкĕпе танлашнă. Ялхуçалăхĕнче инвестици проекчĕсем пурнăçланаççĕ: "Коминтерн" ЯХПК-ра ĕнесене сумалли блок, "Нива" ЯХПК-ра телятник тăваççĕ, фермерсем те уйрăм проектсене пурнăçа кĕртессипе тимлеççĕ.

Районта пуçаруллă бюджет йĕркелĕвĕн проекчĕсем те пурнăçа кĕреççĕ, хальлĕхе 17 проектран 15-шне пурнăçланă. Лайăх çулсем те пурнăç пахалăхĕн шайне палăртаççĕ. Çулсене юсассипе ĕçсем тăтăшах пыраççĕ. Кăçал çулсене пăхса тăма тата юсав ĕçĕсене пурнăçлама 30 миллион тенкĕ янă. Пуçаруллă бюджет йĕркелĕвĕпе Ачкасси, Пантьăк, Тралькасси ял тăрăхĕсенче çулсем тунă.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Сергей Артамонов кăçалхи пĕрремĕш çур çул кăтартăвĕсемпе пирĕн район республикипе илсен пĕтĕмĕшле вăтам шайра пынине пĕлтерчĕ.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5