Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Марафон пухмачĕ 7,8 миллионпа пуянланнă

Категория: Общество Опубликовано: 27.07.2018, 09:43 Просмотров: 378

"Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыркăмăллăх марафонĕ пуçланнăран-па ултă уйăх иртнине сисмерĕмĕр те, сăваплă акцие пĕтĕмлетме вăхăт çитрĕ. Республикăра пурă-накансем, тĕрлĕ предприяти-организацире тăрăшакансем марафон пухмачне пуянлатма пуçаруллă хутшăнса пĕрлехи вăйпа 7,8 миллион тенкĕ хывнă. Сăмах май, пĕлтĕрхи сăваплăх акцийĕнче 7657 пин тенкĕ пуçтарăннăччĕ. Çав нухратпа тĕллевлĕ усă курнă, фондăн ыркăмăллăх программисене - "Васкавлă социаллă пулăшу", "Ăшă çурт", культура, медицинăпа социаллă программăсем, "Ачасен церебраллă шалкăмĕ", "Сусăр ачасене пулăшасси", "Ача-пăча библиотеки" тата ытти - пурнăçламашкăн хывнă.

Кăçалхи марафон çирĕм пĕрремĕш пулчĕ. Шупашкар, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле хулисенче, Шупашкар, Йĕпреç, Шăмăршă, Красноармейски, Елчĕк районĕсенче пурăнакансем пухмача хывнă сум-мăсем уйрăмах пысăк. Районта пурăнакансем кăçал ыркăмăллăх марафонĕн пухмачне 230 пин те 553 тенкĕ те 64 пус хывнă.

Йывăр шăпаллă ачасене пулăшма, вĕсене савăнăç парнелеме, чунĕсене ăшăтма тата пултарулăха ỹстерме май туса памашкăн республикăри район-хулари çынсем, предприяти-организаци пуçаруллă хутшăннă, пухмача 1500 ытла взнос хывăннă. Чăвашпотребсоюз, Акконд, Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕ, влаçăн патшалăх тата муниципалитет органĕсенче ĕçлекенсем куçарнă нухрат уйрăмах пысăк. Сывлăх сыхлавçисем 700 пине яхăн, вĕрентỹре тăрăшакансем 1,1 миллион тенкĕ пухнă. Пулăшăва чи малтан йывăр шăпаллă ачасем, сусăрсемпе хев-тесĕррисем, йышлă çемьесем тата сахал тупăшлисем тивĕçĕç. Социаллă учрежденисем медицина оборудованийĕпе, тренажерсемпе, реабилитаци хатĕрĕсемпе, теттесемпе, ача-пăча литературипе, выляв лапамĕсемпе пуянланĕç. Унсăр пуçне марафон шучĕпе пултаруллă ачасене, пултарулăх коллективĕсене, ытти региона сипленмешкĕн кайса килме тиве-кенсене, шкулсен волейбол лигин чемпионатне ирттерме пулăшĕç.

Палăртмалла, июлĕн 20-мĕшĕнче сăваплă акцин пĕтĕмлетỹ мероприятине республикăри ача-пăчан "Вăрман юмахĕ" санаторийĕнче ирттернĕ. "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыркăмăллăх марафонне чылайранпа пуçаруллă хутшăннăшăн тата сумлă тỹпе хывнăшăн Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов тата Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев "Ачалăх меценачĕ" медале тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5