Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

                                                                                     ******************************************************

ПРОДАЮ

МЕСЯЧНЫХ ТЕЛЯТ

Тел.: 8 905 197 13 63

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Ачисене пĕчченех ура çине тăратнă

Категория: Общество Опубликовано: 27.07.2018, 10:15 Просмотров: 486

Июлĕн 21-мĕшĕнче хăйĕн 90 çулхи юбилейне Хусанушкăнче пурăнакан Зоя Григорьевна Иванова кĕтсе илнĕ. Çак ятпа ăна Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă Çырăвне парса чысланă.

Зоя Григорьевна Иванова малтан тăван колхозра, унтан ялти шкулта тирпейлỹçĕре ĕçленĕ. 44 çулта чухне пилĕк ачипе тăлăха юлнă. Мăшăрĕ чире пула вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнăран унăн хăйĕн тĕпренчĕкĕсене пĕчченех ура çине тăратма тивнĕ. Паллах, çăмăл пулман, ачисене пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн ырми-канми тăрăшнă.

Зоя Григорьевна ачисемпе чăннипех мухтанма пултарать. Вăл çĕршыва юрăхлă ывăл-хĕрсем çитĕнтернĕ, виçĕ ачине аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Шел те, Гена ывăлĕн ĕмĕрĕ кĕске пулнă. Икĕ хĕрĕпе икĕ ывăлĕ вара паянхи кун амăшне пăрахмаççĕ, тăтăшах килсе çỹреççĕ. Аслă ывăлĕ Вадим электрик-инженер профессине алла илнĕ, тĕп хуламăрта тĕпленнĕ. Хĕрĕ Рая тăван ялтах пурăнать, Хусанушкăнчи шкулта 37 çул ачасене вĕрентнĕ. Çывăхра пурăннăран вăл Юра мăшăрĕпе амăшне кулленех пăхать, пурнăç парнеленĕ çывăх çыннине пулăшсах тăрать. Юля хĕрĕ те канмалли кунсенче Шупашкартан тăтăшах амăшĕ патне килет. Юлия Юнисова тесен ăна район çыннисем аванрах пĕлеççĕ. Унăн юрлас пултарулăхĕпе чутайсем сахал мар киленнĕ-ха. Борис ывăлĕ электричество енĕпе хăйĕн пурнăçне çыхăнтарнă. Вăл та тĕп хуларан час-часах амăшĕ патне тăван киле васкать.

Зоя Григорьевна чăннипех пуян тесе калас килет. Паян унăн 9 мăнук та 10 кĕçĕн мăнук. 90 çула çитсе çавăн чухлĕ кĕçĕн мăнук курма май килни, чăн та, пысăк телей.

Н.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1