Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Çемье вучахĕн ăшшине упранăшăн - "Юратупа шанчăклăхшăн" медаль

Категория: Общество Опубликовано: 01.08.2018, 08:47 Просмотров: 357

Районăн çур çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетес тĕллевпе нумаях пулмасть йĕркеленĕ канашлура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çемье вучахĕн ăшшине упранăшăн, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕшĕн Мăн Этмен ял тăрăхĕнчи Римма Владимировнăпа Валерий Иванович Ярабаевсене "Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе наградăларĕ.

Ярабаевсен çемйине районта чылайăшĕ паллать. Римма Владимировна 1954 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче Турхан ялĕнче кун çути курнă. Валерий Иванович вара 1951 çулхи июнĕн 6-мĕшĕнче Мăн Этмен ялĕнче çуралнă. Шупашкарти медицина училищине пĕтерсен Римма Владимировнăна направленипе Хĕрлĕ Чутайри райбольницăн ача-пăча уйрăмне медсестрара ĕçлеме янă. Çав вăхăтра вăл институтран вĕренсе тухнă хыççăн вырăнти шкулта учительте ĕçлекен Валерий Ивановичпа паллашнă. 1979 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче çамрăксем хăйсен туйне уявланă.

Ярабаевсем виçĕ ача - икĕ хĕрпе пĕр ывăл - çуратса, тĕрĕс воспитани парса ỹстернĕ. Вĕсем пурте аслă пĕлỹ илнĕ. Аслă хĕрĕ Елена Шупашкарта пурăнать, Раççейри федераллă налук службин Шупашкар хулинчи районсем хушшинчи инспекцийĕнче тĕрĕслевсен пайĕн начальникĕн çумĕнче тăрăшать. Татьяна Мускавра пурăнать, вăл СМ-Косметологи клиникинче врач-косметологра вăй хурать. Ывăлĕ Иван вара ялтах тĕпленнĕ. Ачисем ашшĕ-амăшне 2 мăнук парнеленĕ.

Хальхи вăхăтра Римма Владимировна тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Валерий Иванович шкулта музыка учителĕнче ĕçлет-ха. Ярабаевсен çемйи çамрăк ăрушăн чăн-чăн тĕслĕх шутланать, вĕсем обществăлла пурнăçра та активлăхпа палăрса тăраççĕ. Ку çемьере юратупа килĕшỹ кăна хуçаланса тăрать.

Н.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5