Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Кайăк грипне сарăлма парар мар

Категория: Общество Опубликовано: 01.08.2018, 09:26 Просмотров: 396

Маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, районти Туктамăш ялĕнче пĕр хуçалăхра вилнĕ бройлер чĕпсенчен проба илнĕ хыççăн вĕсем кайăк грипĕнчен вилнине çирĕплетнĕччĕ. Çавна май ку ялта пур йышши кайăк-кĕшĕке тата унран илекен продукцие пуçтарса илсе тĕп тунă хыççăн июлĕн 25-мĕшĕнчен карантин пуçланчĕ. Енчен те лару-тăру ку енĕпе малалла лăпкă та йĕркеллĕ пулсан, августăн 15-мĕшĕнче карантин вĕçленмелле. Палăртмалла, çак хушăра хăрушлăх кăларса тăратакан зона чиккинчи (5 км таврари) ялсенче ятарлă специалистсем тăтăшах мониторинг ирттерĕç. Хуть те хăш вăхăтра çак зона чиккинчи ялсене пырса кĕрсе тĕрĕслеме пултараççĕ. Акă Ачкасси тата Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕсенчи ялсенче пурĕ 390 проба илнĕ те ĕнтĕ. Çакна кайăк грипне районĕпех сарăлма парас мар тесе пурнăçлама тивет. Калас пулать, кăçалхи июлĕн 27-мĕшĕнчи 537 № йышăнупа килĕшỹллĕн, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн резерв фондĕнчен Хĕрлĕ Чутай район администрацине кайăк грипне тĕп тăвассипе çыхăннă мероприятисене пурнăçлама куçарса памашкăн ЧР патшалăх ветеринари службине 235,9 пин тенкĕ уйăрса пама хушнă. Район администрацийĕ çывăх вăхăтра ятарлă хушу кăларсан район территорийĕнче тата виçĕ уйăх хушши кайăк-кĕшĕке сутма чарĕç. Çавăн пекех ăна илсе кĕме, илсе тухма та юрамĕ.

РЕДАКЦИРЕН: Шел те, çын çынна вырăна хуманни кулленех палăрать. Çакна карантина хупнă ял çыннисем кайăк грипне тĕп тума хутшăннă ятарлă службăсен ĕçченĕсене, йĕрке хуралĕн сотрудникĕсене тем те пĕр каласа пĕтерни те çирĕплетет. Вĕсем хăйсен ĕçне тăваççĕ-çке, кашни хăйĕн шанса панă тивĕçне кирлĕ пек пурнăçлама тăрăшать. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - кайăк грипĕн çулне пỹлесси. Шăп çак ялта кайăк грипĕ палăрнăшăн вĕсем мĕн айăпа кĕнĕ-ши? Сĕмсĕр сăмахсемпе перкелешме именмен чылай çынна çак шухăш пуçа та кĕмен ĕнтĕ. Вĕсем алă пусса çирĕплетнĕ ятарлă хушăва пурнăçлакансем кăна вĕт. Эпир хамăрăн тỹнтер енсене çиеле кăларса, япăх кăмăл-шухăша вĕсем çине тăкса кайăк грипне чараймастпăр. Пĕрлехи вăйпа кăна çак амака чарма пултарăпăр. Сыхă пулмаллине пĕрре мар асăрхаттарнă пулин те, хăшĕ-пĕри çакна хăлхине те чикмест пулмалла. Туктамăшпа çывăх ялсенче халĕ те каланине ăша хывмасăр чылайăшĕ чăх-чĕпне урамра чуптарать, хур-кăвакалне шыва ярать. Тĕрĕслесе çỹрекенсем кайăк-кĕшĕке пуçтарса кайсан вара пăшăрханатпăр, киревсĕр сăмахсемпе вăрçăнма та именместпĕр. Асăрхаттарнă, чарнă çĕртех каланине шута илмен кайăк-кĕшĕк хуçи хăех айăплă пулнине вара йышăнма та шутламасть. Тепĕр хутчен аса илтеретпĕр, ветеринари ĕçченĕсем, Шупашкартан е Çĕмĕрлерен... тĕрĕслевпе килнĕ специалистсем, полици ĕçченĕсем хăйсен тỹрĕ тивĕçне пурнăçлаççĕ. Асăрхануллă пулманшăн, сыхăлăха çухатнăшăн хамăрах айăплă. Çынлăха çухатас марччĕ кăна, пĕр-пĕрне хисеплесчĕ, вырăна хурасчĕ!

Лев ГУЩИН, чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5