Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чрезвычайлă лару-тăру пырать

Категория: Общество Опубликовано: 01.08.2018, 09:43 Просмотров: 381

Июль уйăхĕ шăрăх çанталăкпа палăрни хăшне-пĕрне савăнтарчĕ, теприне кулянтарчĕ. Ача-пăча шывран тухма пĕлмерĕ, аслисем вара пахчари пулас тухăçшăн пăшăрханчĕç. Çанталăк "çунтарчĕ" темелле. Сывлăш температури 28-32 градусран чакмарĕ. Уйрăмах Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă тата Тăвай районĕсенче шăрăх çанталăк тăчĕ.

Типĕ çанталăк тăнине кура Чăваш Ен Пуçлăхĕн йышăнăвĕпе июлĕн 27-мĕшĕнчен республика территорийĕнче чрезвычайлă лару-тăру çирĕплетнĕ. Вăл ятарлă йышăну кăлармасăр вăйран тухмасть. Унпа килĕшỹллĕн, Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствине, Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитетне тăкаксене пĕчĕклетес тĕллевпе мероприятисен планне хатĕрлеме хушнă. Ку енĕпе муниципаллă районсенчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен те ĕçлемелле, шăрăх çанталăка пула инкек тỹснĕ ялхуçалăх предприятийĕсене пулăшу памалли мероприятисен планне хатĕрлемелле, тăкакăн калăпăшне палăртакан оперативлă штабсем йĕркелемелле тата ытти те.

Хăрушă метеорологи пулăмне кура тухнă лару-тăрăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрĕслесех тăрĕ.

Çавăн пекех апрель уйăхĕн вĕçĕнчен республика территорийĕнче пушара хирĕç ятарлă режим пынине аса илтеретпĕр. Асăннă вăхăтра вăрман фончĕн çĕрĕсем çинче тата ун çывăхĕнче кăвайт чĕртме, çỹп-çап тата типĕ курăк çунтарма юрамасть. Пушар хăрушлăхĕн класĕ пысăк пулнă май вăрмана пач та кĕмелле мар. Правилăсене пăхăнманнисене штраф параççĕ.

А.ВАСЮКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5