Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Вăрман та каснă, колхозра та ĕçленĕ

Категория: Общество Опубликовано: 01.08.2018, 09:56 Просмотров: 406

Вăрман та каснă, колхозра та ĕçленĕ Çак кунсенче Кĕрлев ялĕнче пурăнакан Анна Тихоновна Сидорова 90 çул тултарчĕ. Вăл та сумлă юбилейĕсене паллă тăвакан ытти ватăсем пекех çĕршыв Президенчĕн саламлă Çырăвне тивĕçрĕ.

Ĕмĕрне колхозра вăй хурса ирттернĕ ĕçпе тыл ветеранĕ. Ырми-канми ĕçленĕшĕн хисеплĕ колхоз ĕçченĕ тĕрлĕ юбилей медалĕсене тивĕçнĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче ачаллах ĕçе пуçăнма тивнĕ унăн, ыттисемпе танах тар тăкнă, вăрман та каснă, уйра та тимленĕ. Туллин вĕренме вара май пулман - Анна Тихоновна Штанаш шкулĕнче 5 класс таран кăна пĕлỹ илнĕ.

Анна Сидорована шăпа çемье çавăрма пỹрмен. Паянхи кун вăл шăллĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Çулĕсене пăхмасăр ăс-тăнне упраса хăварнă ватă кил таврашĕнче те хăех çỹрет, мунча та хăех кĕрет. "Халĕ пурăнма лайăх, ĕлĕк вара питĕ йывăрччĕ", - тет çывăх çыннисен тимлĕхĕпе ăшшине туйса пурăнакан Анна Тихоновна.

А.ТИМОФЕЕВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5