Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Вырма вăй илет

Категория: Общество Опубликовано: 03.08.2018, 09:07 Просмотров: 360

Район аграрийĕсен хĕрỹ тапхăр пуçланчĕ. Ялхуçалăх предприятийĕсенче тата хресченпе фермер хуçалăхĕсенче кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене пухса илме тытăннă.

Уй-хире тырă вырма В.А.Никитин, Н.Ю. Кряжин уйрăм предпринимательсем, "Серебряные ключи" ялхуçалăх кооперативĕ пĕрремĕш тухнă.

Июлĕн 31-мĕшĕнче вара "Коминтерн" тата "Нива" ЯХПК-сем вырма ĕçне йĕркеленĕ. "Коминтерн" ЯХПК техникине Ачкасси ялĕ çывăхĕнче курма пулать. "Нива" хуçалăх ĕçченĕсем Ачкассипе Ваçкаçырми ялĕсем хушшинчи уй-хирте тăрăшаççĕ. "Уй-хир карапне" шанчăклă тытса пыракан комбайнерсем мĕн тĕттĕмлениччен вăй хураççĕ.

Райадминистрацин ялхуçалăх пайĕ пĕл-тернĕ тăрăх, августăн 2-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе 310 гектар çинчен кĕрхи тулă вырса илнĕ, 782 тонна çапса тĕшĕленĕ. Кĕрхи тулă тухăçĕ гектар пуçне вăтамран 25,2 центнерпа танлашать. Ĕçе пĕтĕмпе вунă комбайн пуçăннă.

Район аграрийĕсем вырма ĕçне ырă кăмăлпа пуçăнни сисĕнет. Кăçал çанталăкĕ те вĕсене май. Акă йĕтем çинче те çитес кунсенче ачасемпе çамрăксен сасси илтĕнĕ.

А.ВАСЮКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5