ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Паян нумайăшне çамрăксем эрех патне туртăнни пăшăрхантарать. Шел те, кун пек ỹкерчĕк пур ялта та тенĕ пек. Арçынсем ĕçни тарăхтарать те, çамрăк хĕрарăмсем ĕçке ярăнни вара вуçех чĕрене çурса ярать. Мĕнле ĕмĕт-шухăшпа пурăнаççĕ-ши вĕсем тесе ыйтас килет. Нумайăшĕн ачи-пăчи пĕчĕк-çке. Çакă та вĕсене эрех черккине тытма тăхтаса тăма хистемест. Çуттине тутанма сăлтав тупăнсан тĕпренчĕкĕсене е кукамăшĕпе кукашшĕ патне, е аслашшĕ-асламăшĕ патне хăвăртрах ăсатать. Вĕсем çук-тăк кỹршĕре хăварма та именмест хăшĕ-пĕри. Пĕр хĕрарăм хăйĕнпе пĕрле уява кайма тухнă юлташĕн 3-4 класс пĕтернĕ хĕрĕсемпе кăкăр ачине лартса хăварнине те курнă-ха эпĕ. Каярах иккĕшĕ "савăнăçлă" килнине те асăрхарăм. Мăшăрĕсем ĕçлеме кайнăччĕ ĕнтĕ иккĕшин те. Каçхине кăкăр ачине еплерех пăхрĕ-ши амăшĕ? Шеллерĕм чунтанах ачине. Çапла инкексем пулаççĕ те ĕнтĕ тепĕр чух. Районта юлашки çулсенче кăкăр ачи вилнĕ темиçе тĕслĕх те пулчĕ вĕт. Хăш чух хупласа хунипе ачи сывлайми пулать е тата урăх сăлтавпа пурнăçран уйрăлать çулталăка та çитеймен пĕчĕк чун.
Хăш-пĕр çамрăк амăшĕсем çăмăлттай пулни шухăша ярать. Халĕ ача пăхма çăмăл тесен те йăнăш мар. Ача çуратнă хыççăн ĕлĕкхи пек ĕçе виçĕ уйăхранах тухмалла мар халĕ. Укçине те тỹлеççĕ. Хуть те виçĕ çул лар. Кĕпе-йĕмне алă вĕççĕн çумаççĕ, памперссемпе кăна усраççĕ ачисене, канлĕ çывăраççĕ. Пушă вăхăт ытларах пулнăран иртĕхсех каять-ши хăш-пĕр çамрăк амăшĕ? Упăшкисем аякра шапашра укçа ĕçлесе илнĕ вăхăтра темĕн тума та ĕлкĕреççĕ "хастаррисем". Тепĕр чух ашшĕ-амăшĕ иккĕшĕ те çуттине тиркемеççĕ. Ĕçекен ашшĕ-амăшĕпе унталла-кунталла сĕтĕрĕнсе çỹресен ачисене ырă пурнăç кĕтет-ши? Еплерех тĕслĕх курса ỹсеççĕ-ха вĕсем. Çавăн пек ачасенчен таçта пĕрре кăна хăй умне нихăçан та алла черкке тытмастăп тесе тĕллев лартать, ашшĕ-амăшĕ пайтах тарăхтарнине асра тытса тупа тăвать. Чылайăшĕ вара аслисем пекех "симĕс çĕлен" авăрнех çакланать.
Эрех ĕçмен ашшĕ-амăшĕ пирки те çакна каласа хăварас килет. Эпир хамăр ачасене питĕ юрататпăр, вĕсене ыррине кăна сунатпăр, вĕсемшĕн эпир темĕн тума та хатĕр. Ку питĕ аван. Анчах та паянхи чылай йĕркеллĕ ашшĕ-амăшĕ ачине ĕç урлă воспитани пама шутламасть. Ĕлĕкрен пынă йăла ĕнтĕ ку. Ĕçе хăнăхтармасăр ачаран ырă çын тăваймастăн. Тỹрĕ çитĕнекенрен уссине ан та кĕт. Ача чух ĕçлеттермесĕр эпир, ашшĕ-амăшĕ, чи малтан хамăра япăх тăватпăр. Халĕ, вăйпитти чух, çакна шухăшламастпăр. Çулсем иртсен, вăй-хал чаксан хамăра кам пулăшĕ? Ĕçе хăнăхман ывăл-хĕрсем пирĕн пата пулăшма васкасах килĕç-ши? Çакă шухăша ямасть-и? Ĕç çумне алли çыпăçакан çын пурнăçра аптăраса каймасть тесе шутлатăп. Астăватăп-ха, кăçал ашшĕ-амăшне шкула чечек акма, сăрлама чĕннĕччĕ. Ĕçлеттернĕшĕн каламастăп. Нивушлĕ ачасене йĕркелесе пырса хăйсенех çак ĕçсене пурнăçлама явăçтарма пулман. Хамăн ачамсем вăтам классенче вĕреннĕрен класĕпех хăйсемех ĕçлеме йышăннине пĕлтерсен питĕ савăнтăм. Пĕчĕкреххисене, паллах, пулăшма пулать. Анчах вĕсем те чечек акма пултараяççĕ пек туйăнать. Çакă çав тери йывăр ĕçех мар вĕт. Юрĕ-ха кун пирки. Тем тесен те ачасене пирĕн хамăрăнах ĕç урлă тĕрĕс воспитани памалла. Кайран вĕрентĕп-ха тесе ларнипе пулмасть. "Кая юлсан - каю шăтать", - тенине манар мар. Пĕр кунта пулакан ĕç мар вăл. Арçын ачасене ашшĕсен пĕчĕккĕн ĕçе хăнăхтармалла, вăл пăта çапма та, мăлатук тытма та пĕлтĕр, кирлĕ чух пĕчĕк юсав тума та пултартăр. Хĕрсен ĕнтĕ тĕпелте ĕçлеме, тирпей-илем йĕркелеме хăнăхмалла. Пурнăçра темĕн пĕлни те кирлĕ вĕт.
Çапла, ашшĕ-амăшĕсем. Ачасене эпир пурнăç парнелетпĕр, пирĕнех вĕсене пурнăçăн анлă çулĕ çинче тĕрĕс сукмак тупма пулăшмалла, пирĕнех вĕсене пурнăçра ура çинче çирĕп тăма вĕрентмелле, пирĕнех хамăрăн юлашки сывлăш тухиччен вĕсен йăнăшĕсене курмалла-туймалла... Çавăнпа та паянах, ырана хăвармасăр, хамăр тĕпренчĕксенчен ырă та уçă кăмăллă, ĕçчен, тăрăшуллă, малашлăха çирĕп пăхакан çынсем çитĕнтерес тесе тĕллев лартăпăр, паянах ăна пурнăçа кĕртме пуçлăпăр.
Н.ПЕТРОВА.
Ноябрь 2024 |