ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Иртнĕ юнкун пирĕн районта та пĕтĕм республикăри пекех черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.
Информушкăнсем ял тăрăхĕсене çитсе, вырăнти халăхпа тĕл пулса çак темăсене сỹтсе яврĕç: Раççей Федерацийĕнчи Пенси саккунĕсенчи пăхса хунă улшăнусем çинчен, Чăваш Республикинчи уй-хирсенчи ялхуçалăх ĕçĕсем епле пыни пирки. Кунсăр пуçне вырăнти пуçарусемпе хăтлă хула хутлăхне йĕркелемелли тата обществăлла инфратытăма аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси пирки, çавăн пекех республика территорийĕнче пурăнакансене пушар хăрушсăрлăхĕпе тата шыв объекчĕсем çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли мерăсем çинчен калаçрĕç.
Палăртмалла, Чăваш Республикинчи çын прависен уполномоченнăйĕ Надежда Прокопьева райадминистрацин пуçлăхĕпе Александр Башкировпа Атнар ял тăрăхĕнче пулса информкунăн тĕп ыйтăвĕсене тишкернĕ. Район пуçлăхĕ Александр Степанов ертсе пыракан ушкăн Тралькасси ял тăрăхĕнчи ял çыннисемпе тĕл пулнă. ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Юлия Стройкова вара райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн начальникĕпе Владимир Храмовпа Ачкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе курса калаçнă.
Пурне те кăсăклантаракан тĕп ыйтусенчен пĕри ĕнтĕ вăл - пенси саккунĕсенчи пулас улшăнусем. Саккунпа арçынсем валли пенсие тухмалли вăхăта 65 çул, хĕрарăмсем валли вара 63 çул çирĕплетесшĕн. Хальхи вăхăтра вăл 60 (арçынсем валли) тата 55 (хĕрарăмсем валли) çулсемпе танлашать. Улшăнусене 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пĕчĕккĕн пуçлама шутлаççĕ. Пенси çулне ỹстернин тĕп тĕллевĕ - ĕçлемен пенсионерсен пенси виçине пысăклатма майсем тăвасси.
Пенси çулне ỹстересси майĕпен пулса пырĕ: арçынсем валли 2019 çултан пуçласа 2028 çулччен, хĕрарăмсем валли - 2019 çултан тытăнса 2034 çулччен. Çапла вара куçăм вăхăчĕ арçынсем валли 10 çулпа, хĕрарăмсем валли 16 çулпа танлашĕ. Пĕрремĕш тапхăрта пенси çулне ỹстерни 1959 çулта çуралнă арçынсене тата 1964 çулта çут тĕнчене килнĕ хĕрарăмсене пырса тивĕ. Вĕсем 2020 çулта 61 (арçынсем) тата 56 (хĕрарăмсем) çула çитсен тивĕçлĕ канăва тухĕç.
Пенсие тухмалли çулсене улăштарма демографи лару-тăрăвĕ хистенипе сĕннĕ. Ку ĕçлекен граждансемпе пенсионерсен хисепĕн шайлашăвĕпе çыхăннă. Маларах пĕр пенсионер пуçне 3,7 çын страхлав взносĕсене тỹленĕ, хальхи вăхăтра çакна 1,8 çын туса пырать. Урăхла каласан, паян тỹлевсем валли взнос сахал килет.
Тивĕçлĕ канури çынсен пурнăç тăршшĕ ỹсни те сисĕнет. 2019 çулта пенси çине тухнă хыççăн арçынсен кĕтнĕ (ожидаемый) пурнăç тăршшĕ вăтамран 17,6 çул, хĕрарăмсен - 26,4 çул. 2006 çулта ку цифрăсем çапларах пулнă - 13,9 тата 23,3 çул.
Паянхи куна чылай çĕршывра пенси çулне ỹстернĕ. Тĕрлĕ çĕршывсенче ăна XX ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчех ỹстерме тытăннă. Вĕсем хушшинче пирĕн евĕрлех пурнăç условиллĕ çĕршывсем: тĕслĕхрен, Молдави, Азербайджан (арçынсен 65 çул), Армени (хĕрарăмсен 63 çул)...
Пенсие тухмалли çула улăштарни хальхи ĕçлемен пенсионерсен пенси виçине инфляци шайĕнчен пысăкрах ỹстерме май парĕ.
РФ Пенси фончĕ пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра пенсие палăртнă ỹсĕм çитиччен тухма ирĕк пур тата çĕнĕ саккун вăй илсен те çăмăллăх сыхланса юлакан граждансен категорийĕн çĕнетнĕ списокне çирĕплетнĕ. Сăмах сиенлĕ те хăрушă условисенче тăрăшакансем - тĕслĕхрен, горняксемпе шахтерсем, çĕр айĕнчи пуянлăхсене кăларакансем, хура тата тĕслĕ металлургире ĕçлекенсем, чукунçулçăсем тата "пĕчĕк списока" кĕртнĕ ытти специалистсем - çинчен пырать. Радиаци витĕмне лекнипе çăмăллăха тивĕçнĕ чернобылецсем - уйрăм категори. Унсăр пуçне страхлав пенсийĕсене социаллă сĕмпе тивĕçекенсен (5 е ытларах ача çуратнă хĕрарăмсен, сусăр ачана 8 çулччен пăхса çитĕнтернĕ амăшĕсен, куç курманнипе пĕрремĕш ушкăна тухнă инвалидсен, лилипутсен) çăмăллăхĕсем сыхланса юлаççĕ.
1. "Списока" кĕртнисен - сиенлĕ тата хăрушă условисенче ĕçлекенсен (вĕсемшĕн Пенси фондне страхлав взносне ĕç условийĕсене ятарлă тишкерỹ тунă хыççăн палăртнă тариф тăрăх тỹлеççĕ) пенсие тухмалли ỹсĕм улшăнмасть:
- çĕр айĕнче ĕçлекенсен; сиенлĕ условисенче тата вĕри цехсенче вăй хуракансен (арçынсен, хĕрарăмсен);
- йывăр условисенче ĕçлекен локомотив бригадисен рабочийĕсен, турттарăва йĕркелемешкĕн тỹрремĕнех хутшăнакансен тата чукун çул транспортĕнче, метрополитенра, çавăн пекех шахтăри, разрезри, рудникри е карьерти технологи процесĕсене хутшăнакан груз турттаракан автомобиль водителĕсен (арçынсен, хĕрарăмсен);
- пир-авăр промышленноçĕнчи пысăк интенсивлă тата йывăр ĕçсенче вăй хуракансен (хĕрарăмсен);
- экспедицисенче, партисенче, отрядсенче, участоксенче тата хирти геологипе разведка, шырав, топографипе геодези, геофизика, гидрографика, гидрологи, вăрман лартакан тата тупса палăртакан ĕçсенче тăрăшакансен (арçынсен, хĕрарăмсен);
- тинĕс, юханшыв флочĕн тата пулă промышленноçĕн флочĕн ишсе çỹрекен карапĕсен тытăмĕнче ĕçлекенсен (арçынсен, хĕрарăмсен), порт акваторийĕнчи, службăпа пулăшу, тухса çỹрекен, пулă тата тинĕс продукчĕсем тытакан тата тирпейлекен, промысласенче хатĕр продукцие йышăнакан карапсенчисĕр пуçне;
- çĕр айĕнче тата уçă вырăнта çĕр кăмрăкĕ, сланец, руда тата ытти пуянлăха кăларакансен, шахта, рудник тăвакансен, ту çинчи çăлавçăсен тытăмĕнчи йыш (личный состав) та унта кĕрет (арçынсен, хĕрарăмсен);
- граждан авиацийĕн вĕçев тытăмĕнче вăй хуракансен, граждан авиацийĕн сывлăш карапĕсен ĕçне йĕркелесе тăракансен, сывлăш карапĕсене инженерипе техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăракансен (арçынсен, хĕрарăмсен);
- судпа айăпланнисен уголовлă айăплав учрежденийĕсен рабочийĕсемпе служащийĕсен (арçынсен, хĕрарăмсен);
- ялхуçалăхĕнчи, экономикăн ытти отраслĕнчи тракторист-машинисчĕсен (хĕрарăмсен);
- вăрман хатĕрлекен, йывăç юхтаракан рабочисен, çак ĕçе хутшăнакан механизмсемпе оборудование пăхса тăракансен (арçынсен, хĕрарăмсен);
- хулари пассажирсене илсе çỹрекен маршрутри автобус, троллейбус, трамвай водителĕсен (арçынсен, хĕрарăмсен);
- аварипе çăлавăн профессиллĕ службин тата формированийĕсен çăлавçисен (арçынсен, хĕрарăмсен).
2. Иккĕмĕш пысăк ушкăн - социаллă сĕмпе тата сывлăх хавшаккипе пенсие палăртнă вăхăтран маларах тивĕçекенсен:
- 5 е ытларах ача çуратса вĕсене 8 çула çитиччен çитĕнтернĕ хĕрарăмсен;
- сусăр ачана 8 çула çитиччен пăхса ỹстернĕ ашшĕ-амăшĕнчен пĕрин;
- ачаранпах инвалид шутланаканăн опекунĕн тата сусăрсене 8 çула çитиччен пăхса усранă опекун пулнă çынсен (арçынсен, хĕрарăмсен);
- Инçет Çурçĕр районĕсенче е вĕсемпе танлаштарнă вырăнта ĕçлесе страхлав стажĕ пухнă тата 2 е ытларах ача çуратнă хĕрарăмсен;
- çарта суранланнипе инвалида тухнисен (арçынсен, хĕрарăмсен);
- куç курманнипе пĕрремĕш ушкăн инваличĕ шутланакансен (арçынсен, хĕрарăмсен);
- гипофизарлă нанизмпа чирлекенсен - лилипутсен (арçынсен, хĕрарăмсен);
- Инçет Çурçĕр районĕсенче е вĕсемпе танлаштарнă вырăнта ялан пурăнакан пăлан ĕрчетекенсен, пулăçсен, сунарçă-промысловиксен (арçынсен, хĕрарăмсен);
- радиаци е техногенлă катастрофăсенче, çав шутра Чернобыль АЭС-ĕнчи катастрофăра, инкек тỹснисен (арçынсен, хĕрарăмсен);
- опытлă тата сериллĕ авиаци, аэрокосмос, сывлăшра вĕçекен тата парашютпа десант техникин вĕçев сăнавĕсене тỹрре мĕнех хутшăнакан тĕпчев йышĕн (состав) членĕсен (арçынсен, хĕрарăмсен).
Н.СЕМЕНОВА.
Ноябрь 2024 |