ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Эпир хаçат страницисем çинче тăтăшах ĕçке явăннисен, пирус туртакансен йышĕ ỹсни пирки çыратпăр. Шел те, районта та ку енĕпе лару-тăру лайăхах мар. Юлашки çулсенче уйрăмах çамрăксем "симĕс çĕленпе" туслашни, пирус авăрне лекни сисĕнет. Ку çеç те мар, çак сиенлĕ йăлана пула чылай çамрăкăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать-çке. Йĕркесĕр çын, паллах, хаçатне те вулама вăхăт тупаймасть. Унăн куçне уçнă-уçман алли хаярри патне туртăнать. Мĕн тăвас тетĕн, эпир çырнипех вĕсене пурне те çак сиенлĕ йăларан хăтăлма ăс кĕртейместпĕр. Кунта специалистсен пулăшăвĕ кирлех. Пурнăç çине сывă куçпа пăхсан, тен, вĕсен шухăш-кăмăлĕ те улшăнĕ, малашлăх пирки шухăшлама та вăхăчĕ тупăнĕ. Çемье телейĕ вăл ачасенче мар-и? Чун тĕпренчĕксене ура çине тăратмалла-çке. Ĕçке путни ырри патне çитерменнине пурте пĕлетпĕр. Ачасем аслисенчен тĕслĕх илни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Вĕсем ашшĕ-амăшне кура хăйсен пурнăçне йĕркелеме тăрăшаççĕ.
Çак сиенлĕ йăласемпе эпир, хĕрлĕчутайсем, шел те, республикăра малта пыратпăр. Пирĕн хушăра эрехпе туслисем çултан-çул йышланса пыраççĕ. Эрехе пулах çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Ват çын мар, çамрăксен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлни пушшех те пăшăрхантарать. Вĕсен çемье çавăрмалли, чун тĕпрен-чĕкĕсене пăхмалли вăхăт кăна пуçланать-çке. Вĕсен каçпа клубра эрех-сăра ĕçсе, пирус туртса иртĕхес вырăнне çемье пирки шухăшламалла мар-и? Юлашки вăхăтра çамрăк амăшĕсем каçхи вăхăтра клубсенче эрехпе "аташнине" те кур-калаççĕ полици ĕçченĕсем. Пепкисене пăхас чух мĕнле-ха пушă вăхăт пулмалла? Ачашăн чи кирли - амăшĕн ăшши. Ачалăх пĕрре кăна килет, вăхăта каялла тавăраймăн. Самани те улшăнчĕ мар-и? Пур ĕçе те алăпа тумастпăр. Сад-пахчара ĕçлеме хальхи йышши тĕрлĕ техника пур - çĕрне алăпа касмастпăр, уттине çавапа çулмастпăр. Ытлашши тар тăкма тивмест. Укçи-тенки пулсан пур ĕçе те самантрах тума пулать. Укçа хакне кăна пĕлмелле. Анчах вăл та тар тăкмасăр кĕсьене кĕмест. Мăшăрĕсем аякра ĕçленине вырăна хумалла пек. Вĕсем çемьешĕн, ачасен малашлăхĕшĕн тăрăшаççĕ-çке.
Эрехе пулах кил-çурт та тăпрапа танлашать. Ку енĕпе те эпир малтисен йышĕнче. Пушарсен шучĕ кăмакасем, электрооборудовани юсавсăр пулнипе кăна мар, "симĕс çĕленпе" туслă пулнипе те çыхăннă. Хаяррине тутаннă хыççăн пирус мăкăрлантарса çывăрса кайнă тĕслĕхсем сахал-и юлашки çулсенче? Пушар асăрхавĕн пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçал районта "хĕрлĕ автан" 18 хут алхаснă, ăна пула икĕ çыннăн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă. Иртнĕ çул çак тапхăрта 11 пушар пулнă, 1 çын вилнĕ. Хамăра валли хамăрах шăтăк чаватпăр.
Çамрăксем çакăнса вилнĕ тĕслĕхсем те сахал мар районта. Сăлтавĕсем те паллă - савнисем асăрхаманни, кĕвĕçни. Хамăр пурнăçшăн явапсăр пулни сисĕнет кунта. Пирĕн чи малтанах çак хăрушă утăма тăвиччен çывăх çынсем çинчен шухăшламалла. Эрех-сăра юлташ маррине, вăл организм çине япăх витĕм кỹнине пурте пĕлетпĕр. Паллах, ĕçке кайсан пĕр-ик черкке ĕçмесĕр пулмасть. Анчах та ашшĕ-амăшĕн, тĕпренчĕкĕсен сывлăхĕшĕн ĕçни вăл вырăнлă мар. Хăш-пĕр чухне ытлашши вĕçкĕнленни те ырри патне çитерменнине асра тыт-малла. Инкек сăлтавĕсем шăпах çакăнта та пур.
А.АЛЕКСЕЕВА.
Ноябрь 2024 |