ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Юлашки вăхăтра шкултан вĕренсе тухнă тапхăра анлăрах паллă тума пуçларĕç. Паллах, пĕрле вĕреннĕ вăхăтри тантăшсемпе тĕл пулса калаçма яланах кăмăллă.
Этем пурнăçĕ ачалăхран пуçланать. Çемьепе шкулăн тачă çыхăнăвĕ вара чăн-чăн çын пулма май парать, пуласлăх валли шанчăклă никĕс хывать. Вĕренỹ çурчĕ ачасене хăй патне яланах чĕнет, вĕсемшĕн иккĕмĕш кил шутланать. Вăл ĕмĕрлĕхех савăнмалăх асра юлнине мĕн çиттĕр?
Августăн 11-мĕшĕнче 1974 çулта Серенкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкултан пĕр класра вĕренсе тухнисем тĕлпулăва пухăнчĕç. Эх, вăхăт питĕ хăвăрт иртет-çке. Тин çеç вĕсем вунпиллĕкреччĕ, халĕ утмăл çулалла çитеççĕ.
"Пирĕн класс ачисем питĕ хастар та пултаруллăччĕ. Вĕренỹре те малтисен ретĕнчеччĕ, уявсенче яланах концертсемпе спектакльсем кăтартатчĕ. Спортра та малтаччĕ, районти ăмăртусенчен нихăçан та юлман", - терĕç аса илсе тĕлпулăва килнисем.
Паллах, вĕсене çапла пулма пултаруллă учительсем вĕрентнĕ. Пуçламăш класра ачасене Раиса Владимировна Иванова пĕлỹ панă. Вăл ачасемпе уроксем хыççăн та ĕçленĕ, ашшĕ-амăшĕпе те тачă çыхăну тытнă. Пиллĕкмĕш класра вара класс ертỹçинче Антонина Максимовна Алешина тимленĕ. Çамрăк учитель вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ май çирĕп те тарăн пĕлỹ парас тесе тĕллевлĕн ĕçленĕ, кашни ачана лайăх пĕлнĕ, вĕсемпе пĕтĕм чунне парса вăй хунă. Вăл тата Нина Степановна Абакумовапа Роберт Геннадьевич Галимов ертсе пынипе ачасем Шупашкарта конкурссемпе спектакльсенче, музейсемпе кану паркĕсенче тата ытти уявсенче темиçе те пулнă. Хальхи тĕлпулура та вĕсене ăшшăн аса илсе тав турĕç, асăнмалăх парне пачĕç. Ятарласа Сĕнтĕрвăрри районĕнчен килнĕ Антонина Максимовна аннесене халалласа хăй çырнă сăввипе паллаштарчĕ.
Çавăн пекех тĕлпулура вĕсене вĕрентнĕ ытти учительсене те асăнмасăр иртмерĕç. Çав çулсенче шкулта 23 учитель тăрăшнă, вĕсем пурте ĕçе лайăх пĕлнипе палăрнă. Ĕç коллективне вара Геннадий Ильич Стекольщиков ертсе пынă. Ун чухне Серенкасси шкулĕнче 300 ытла ача вĕреннĕ май вăл кĕрлесе кăна тăнă.
Тĕлпулăва пухăннисем шкултан вĕренсе тухсан пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă, юратнă профессипе ĕçлеме пуçланă.
Акă Римма Ямброськина медицина сестрине вĕреннĕшĕн питĕ кăмăллă. Ачаран çак ĕçе килĕштернĕ тата ялти фельдшер Ефим Васильевич Романов тĕслĕхĕ те хистенĕ ăна. Çак пархатарлă ĕçре чирлисене тивĕçлĕ пулăшу парас енĕпе 30 çул ытла тăрăшать, халĕ Шупашкарти Электроприбор заводĕнче вăй хурать. Нина Замуткинапа Галина Ямброськина çемйисемпе 25 çул ытла Коми Республикинче хăйсем кăмăлланă ĕçре тăрăшса тимленĕ, тав хучĕсене чылай илме тивĕç пулнă. Паянхи кун та ахаль лармаççĕ, тĕрлеме, çыхма кăмăллаççĕ, юрă-кĕвĕпе, хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарççĕ. Çак пурнăçран вĕсем мĕн илме пултарнине пурне те илнĕ. Нина Ямброськина, ырă кăмăллăскер, сутуçăра тăрăшнă. Кун каçиччен ура çинче çĕр тĕрлĕ çынна кирлĕ таварпа тивĕçтернĕ. Лидия Коннова паянхи кун та Карăкçырми ялĕнчи лавккара сутуçăра ĕçлет. Вĕсене те хисеп çырăвĕсемпе пĕрре мар чысланă. Надя Герасимова районти йăла тата "Паха тĕрĕ" филиалĕн ĕç коллективĕсенче çĕвĕç пулнă. Ун алли витĕр тухнă кофтăсемпе чăваш тĕрриллĕ кĕпесене халăх кăмăлласах туяннă. Халĕ мăшăрĕпе картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк тытаççĕ. Роза Матвеевара ачаранах тĕрлĕ пултарулăх тапса тăрать: тутлă апат-çимĕç пĕçерме юратнă, хĕрачасем ăна илемлĕ прическ тутарттарас тесе черетре тăнă. Юрă-кĕвĕ патне те туртăм пур. Вăл "Хĕвел" ача-садĕнче поварта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Зоя Юмжакова бухгалтер-экономист профессине алла илсен Шупашкарти нефтебазăра счетоводра, тĕп бухгалтер çумĕнче тата ытти коллективсенче 35 çула яхăн тăрăшнă. Хальхи вăхăтра ялти мероприятисене хаваспах хутшăнать, килти хуçалăхра пахча çимĕç ỹстерсе ачисемпе мăнукĕсене пулăшать. Любовь Мясникова Çурçĕрти Салехард хулинче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, вĕсене тарăн пĕлỹ панă. Надежда Иванова ачаранах медицина енĕпе каясшăн пулнă, Шупашкарта вĕренсе тухнă хыççăн алла диплом илсен ăна районти вăрман хуçалăхĕнчи ФАП-а ертсе пыма шаннă. Кунта вăл çĕр-çĕр çынна сыватнă, пурне те тивĕçлĕ пулăшу панипе палăрнă.
Калкасси ялĕнчи Олег Калейкин та хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. Вăл йышлă çемьерен, çичĕ пĕртăван ывăлсемпе ỹснĕ. Ĕçпе спорта кăмăлланипе çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласан районти "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕнче шоферта вăй хунă. Тав хучĕсем те чылай упранаççĕ унăн. Алексей Терентьев шкулта тата техникумра ăс пухнă хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти çурт-йĕр çĕклекен организацине вырнаçнă. Вăл хăйĕн пурнăçĕнче чылай çурт хута янă çĕре хутшăннă. Алексей Иванович обществăлла ĕçре те хастар, темиçе хут та вырăнти депутат пулнă. Ачаран хоккей, футбол вăййисене хутшăннă май халĕ те хаваспах вĕсене курма çỹрет. Валентин Мидушкин ашшĕ-амăшĕ пекех çыхăну уйрăмĕнче вăй хунă. Лайăх ĕçленине кура монтерсен бригадине ертсе пынă. Çемье пуçĕ çирĕп хуçалăх тытса пырать, юратнă мăшăрĕпе ачисене вĕрентсе çын тунă. Иван Волков шкулта вĕреннĕ чухнех тỹсĕмлĕхĕпе тата спортра ỹсĕм тунипе палăрнă. Тен, çавăнпа Турри ăна строитель пулма çырнă пулĕ. Пурнăç çулĕ ăна Сочири Олимпиада ирттермелли стадиона тата Крымри кĕпере çĕкленĕ çĕре илсе çитернĕ. Пĕрле вĕреннĕ юлташĕсемпе тĕл пулма вăл хальхинче Смоленск облаçĕнчи Гагарин çуралнă хулинчен килнĕ. Николай Абакумов та çуртсем тунă çĕрте пиçĕхнĕ. МСО коллективĕпе пĕрле районти шкулсемпе ача сачĕсем, техника паркĕсемпе мастерскойсем хăпартнă çĕрте тăрăшса ĕçленĕ. Паянхи кун та вăл çынсене пулăшма хатĕр. Иван Фондеркиншăн та ĕç пурнăç тыткăчи пулнă. Шкул пĕтерсен Коми Республикинче шахтăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Вĕсем мăшăрĕпе виçĕ ачана ура çине тăратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Герман Сапожников та ачаран маттур, ĕçчен, хастар çитĕннĕ. Салтакра пулнă хыççăн тăван ене таврăнсан МСО-ра, "Сельхозтехникăра", Серенкассинчи шкулта шоферта ĕçленĕ. Техникăна яланах рейса юсавлă кăларнăшăн, ĕçе вăхăтра пахалăхлă пурнăçланăшăн чылай хисеп хутне тата асăнмалăх парнесене тивĕçнĕ. Ял халăхĕшĕн те ырă тĕслĕх шутланать вăл. Анчах та йывăр чирленĕ пирки уяв кĕрекине хутшăнаймарĕ.
Тĕлпулура пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнисене те манмарĕç, вĕсене ура çине тăрса аса илсе пуç тайрĕç.
Тĕлпулу каçĕ питĕ савăнăçлă иртрĕ, никам та шăппăн аякра лармарĕ. Шкул пурнăçне аса илни, илемлĕ юрăсем шăрантарни татах та пуянлатрĕ уяв самантне. Юлашкинчен хаклă тăвансем пек пуçтарăннăскерсем çитес çулсенче те тĕл пулма калаçса татăлчĕç.
В.РОМАНОВ, Туктамăш ялĕ.
Ноябрь 2024 |