Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Паттăр ячĕ ĕмĕрне те çухалмĕ

Категория: Общество Опубликовано: 17.08.2018, 09:15 Просмотров: 549

Аслă Отечественнăй вăрçăра Тăван çĕршыва тăшмансенчен хỹтĕлесе пуçĕсене хунă салтаксен шучĕ калама çук пысăк. Вĕсенчен чылайăшĕ ют çĕрте выртать. Хăшĕ-пĕрисен хушамачĕпе ячĕсем те паллă мар. Анчах та çĕршывра фронтовиксем çинчен сведенисем пухакансем йышлă. Акă нумаях пулмасть район администрацине Калининградра пурăнакан Михаил Пыресин Интернет урлă çырупа тухнă. Вăл хăй ирĕккĕн Польша территорийĕнче пытарнă фронтовиксем пирки сведенисем пухать-мĕн. Çавăн пекех вăл çырура кăçалхи апрель уйăхĕнче хăйĕн Польшăри тус-юлташĕсемпе Прошовице хулинче Хĕрлĕ Çарăн салтакĕсен çăвине юсаса çĕнетнĕ хыççăн савăнăçлă лару-тăрура уçнине пĕлтернĕ. Юсав ĕçĕсемпе Польшăри волонтерсен "Курск" организацийĕ аппаланнă-мĕн. Çав çăва çинче Хĕрлĕ Çарăн 640 яхăн салтакне пытарнă. Вĕсенчен 90 салтакăн ячĕпе хушамачĕ паллă. Анчах та ят-хушаматсене йăнăшсемпе тата пăсса кăтартнă. Михаил Пыресин вара Прошовицере пытарнисен списокне йĕркене кĕртет, вĕсене юсаса çĕнетет иккен. Вăл 500 яхăн салтакăн фронтри биографине тупса палăртма пултарнă. Вĕсем хушшинче пирĕн ентеш Прокопий Васильевич Храмов та пур. Вăл сведенисемпе документсене, сăнỹкерчĕксене сканер витĕр кăларса çырупа пĕрле янă, фронтовикăн тăванĕсене тупма ыйтса çырнă.

Прокопий Васильевич Храмов Анат Чутайра 1910 çулта çуралнă. Пелагея Захаровнăпа мăшăрланнă хыççăн хăйсен вăйĕпе тата тăванĕсем пулăшнипе уйрăм çурт çĕклеме пултарнă, икĕ ачана, Александрпа Наçтие, кун çути парнеленĕ. Прокопий Васильевич Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисĕр пуçне граждан вăрçинче те пулнă. Вăл Хĕрлĕ Çарăн Тарнопольскăн 302-мĕш стрелоксен дивизийĕн 248-мĕш уйрăм разведка ротинче тăнă. Ăна Ленинград фронтĕнче амантнă. 1944 çулхи декабрь уйăхĕнче Прокопий Васильевич командовани тăратнă задачăна пурнăçланă чух хăйне аван кăтартнă, нимĕçсен блиндажне пĕрремĕш кĕрсе вĕсен гарнизонне тĕп тума, пĕр нимĕçе документсемпе пĕрле плена илме пултарнă, правительство наградисене, Отечественнăй вăрçăн 1-мĕш тата 2-мĕш степеньлĕ орденĕсене, тивĕçнĕ.

Унăн çывăх тăванĕсем, чăн та, тупăннă. Халĕ вĕсем районтах пурăнаççĕ. Унăн мăнукĕсем те сывă та таса. Вĕсем хăйсен маçаккăшĕпе мăнаçланаççĕ, çитес вăхăтра ун вилтăприне кайса курма шухăшлаççĕ.

А.АЛЕКСЕЕВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31