ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Республика Пуçлăхĕн "Чăваш Республикинчи пурăнакансене пĕрремĕш медицина тата санитари пулăшăвĕ парассине лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен" Указне пурнăçласа районта черетлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ çĕкленет. Вăл Трапай ялĕнче вырнаçнă. Строительство ĕçĕсене "МСО "Красночетайская" ТЯО пурнăçлать. Анчах та темĕнле сăлтавсене пула хальхи вăхăтра ĕçсем графикпа килĕшỹллĕн пулса пыраймаççĕ. Фельдшерпа акушер пунктне августăн 20-мĕшĕнче хута ямалла пулнине пăхмасăр подряд организацийĕ ĕçсене вĕçлеме васкамасть-ха. Паянхи куна ФАП çурчĕн каркасне çĕкленĕ, урайне тунă, шывпа канализаци тытăмне йĕркеленĕ, çурт тăррине тума тытăннă.
Ĕçсем мĕнле пынине район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров куçран вĕçертмест. Акă августăн 17-мĕшĕнче те вăл тепĕр хутчен кунти ĕçсемпе паллашнă. Подряд организацийĕн представителĕ Павел Кандейкин медучрежденире çак эрнере газификаци тăвассине, электричество çитерессине пĕлтернĕ. Подрядчик çывăх вăхăтра мĕнпур ĕçе вĕçлеме шантарнă. Сăмахне тытайĕ-ши вăл? Пурăнăпăр - курăпăр...
Алина ЯРАБАЕВА, райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ:
- Трапайри ФАП строительствине валли 2 986 429 тенкĕ те 50 пуслăх патшалăх контракчĕ тунă. Килĕшỹ тăрăх, подряд организацийĕн пур ĕçсене те августăн 20-мĕшĕнче вĕçлемеллеччĕ. Анчах та подрядчик объекта вăхăтра туса пĕтереймерĕ. Ку хутĕнче те асăннă подряд организацийĕ хăй умне илнĕ яваплăха палăртса хунă вăхăтра пурнăçлаймарĕ. Кун пекки пĕрре мар пулчĕ ĕнтĕ. Вĕсем ытти çулсенче урăх объектсене тунă чухне те шанăçа тỹрре кăлараймарĕç, вăхăтра хута яраймарĕç. Çавна май районта пурăнакансем кирлĕ пулăшусемпе вăхăтра усă кураймарĕç. Асăннă подряд организацийĕ хăйĕн ятне черетлĕ хут варалать.
Людмила КЧЕТКОВА, райбольницăн тĕп врачĕн çумĕ:
- Трапайри фельдшер пункчĕ асăннă программăпа çĕкленекен 8-мĕш ФАП пулать. Вăл Трапайпа Урикасси ялĕсенче пурăнакансене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерсе тăрĕ. Палăртса хăвармалла, кунта пурĕ 340 килте 498 çын пурăнать, пĕтĕмпе 292 çемье шутланать. Асăннă ялсенче пĕтĕмпе 41 ĕç ветеранĕ, 8 тыл ĕçченĕ, 5 салтак арăмĕ пурăнать. Çавăн пекех кунта çулталăка çитмен пĕр ача ỹсет, 14 çулчченхи - 47 ача, 13-17 çулсенчи - 13 çамрăк, 18 çултан аслăрах 154 хĕрарăм пурăнать. Çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктĕнче Анастасия Викторовна Индейкина ĕçлĕ. Вăл пысăк опытлă ĕçчен, сывлăх сыхлавĕнче пĕр улшăнмасăр 39 çул та 6 уйăх ĕçленĕ. Ку ФАП-ăн кураторĕ райбольницăн травматологĕ Валерий Васильевич Петров пулнине палăртмалла.
Ноябрь 2024 |