Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пуласлăх пирĕнте

Категория: Общество Опубликовано: 22.08.2018, 08:55 Просмотров: 582

Августăн 24-мĕшĕнче районта студентсемпе çамрăксен "Пуласлăх пирĕнте" вунпиллĕкмĕш фестивалĕ иртет. Çак фестивале çулленех "Вĕрентỹ аталанăвĕ" муниципаллă программăн "Чăваш Республикинчи Хĕрлĕ Чутай районĕн çамрăкĕсем" çумпрограммине пурнăçланă май тата çамрăксен канăвне йĕркелес, патриотизм туйăмне вăйлатас, хĕрупраçпа яшсен пултарулăхне уçса пама пулăшас тĕллевпе ирттереççĕ. 11-14 сехетсенче районти "Хастар" спорт комплексĕн стадионĕ фестивале халалланă ăмăртусене йыхравлать. Унтан 15 сехетре çамрăксем районти Культура çурчĕ умне пухăнса автобуспа çулçỹреве тухĕç, тĕрлĕ предприятисемпе организацисене ("Коминтерн" ЯХПК, музей, "Атадорс", "Хĕвел" ача сачĕ тата ытти те) çитсе курĕç, вĕсен ĕçĕпе паллашĕç, çавра сĕтел иртĕ. Фестиваль районти Культура çурчĕ умĕнче 19 сехетре пуçланĕ. Унта кашни ял тăрăхĕн команди хутшăнмалла.

Ял тăрăхĕсен çамрăкĕсен пултарулăхĕпе паллашнă хыççăн ташă каçĕ пулĕ.

А.АЛЕКСЕЕВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5