Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Мухмăр чĕртес тĕллевпе

Категория: Общество Опубликовано: 22.08.2018, 09:00 Просмотров: 439

Эрехпе туслашни преступлени çулĕ çине тăма хистет. Ниçта та ĕçлеменнисен вара мухмăр чĕртме укçи-тенкине ăçтан тупмалла? Паллах, кун пек чухне вĕсен алли ютти патне туртăнать. Акă Туктамăшра пурăнакан пĕр арçын та ют пурлăха куç хывнă.

Кăçалхи апрелĕн 25-мĕшĕнче 17 сехет тĕлнелле темиçе хут та судпа айăпланнă арçын, хаяррине тутаннăскер, амăшĕпе сăмах вĕççĕн харкашса кайнă. Амăшĕ ăна ниçта та ĕçлеменшĕн ỹпкеленĕ. Çакă килĕшсех кайман арçынна, вăл тĕпелти сĕтел çинче выртакан çĕççе ярса тытнă та амăшне вĕлерессипе хăратнă. Инкек пулма пултарассине сиссе амăшĕ каялла чакнă.

Вăлах апрелĕн 29-мĕшĕнче ют пурлăх çине куç хывнă, вăрланă япаласене сутса ăша хаяррипе лăплантарас тенĕ. Арçын 15 сехет те 30 минутра çак ялта пурăнакан çыннăн кил картишĕн алăкĕ уçă пулнипе усă курса çенĕке кĕнĕ. Çав вăхăтра килте никам та пулман. Мастерской алăкне питĕрменнине курнă вăл. Ăна унти 1000 тенкĕ тăракан 15 метр тăршшĕ удлинитель илĕртнĕ. Çавăн пекех вăл перфораторăн 500 тенкĕ тăракан пластик чăматанне, унти болчĕсене, гайкисене, шурупĕсене тата шайбисене (пĕтĕмĕшле 500 тенкĕлĕх) вăрланă та преступлени тунă вырăнтан çухалнă. Пĕтĕмпе арçын кил хуçине 2000 тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ.

Çакăнпах лăпланман арçын, алли ют пурлăх патнех туртăннă. Çак тĕллевпе вăл тепĕр кунне çĕрле иртсен 1 сехетре Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администраци çурчĕ патне çитнĕ. Хайхискер çуртăн пĕр кантăкне çĕр çинче выртакан чул татăкĕпе çĕмĕрсе шала кĕнĕ. Унта тупнă пуртăпа 7 метр тăршшĕ электричество кабельне татма пикеннĕ. Анчах та вăл хăйĕн ĕçне вĕçне çитереймен. Урампа иртсе пыракан çынсен сасси ăна хăратнă. Вăл чỹречерен сиксе çухалнă.

Арçын хăйĕн айăпне туллин йышăнчĕ. Уголовлă ĕçе суда ярса патăмăр. Ăна 5 çул таран ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.

В.САВЕЛЬЕВ, районти полици уйрăмĕн следстви пайĕн начальникĕ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1