Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Район малашлăхĕ - çамрăксенче

Категория: Общество Опубликовано: 29.08.2018, 10:10 Просмотров: 360

Августăн 24-мĕшĕнче районта студентсемпе çамрăксен "Пуласлăх пирĕнте" вунпиллĕкмĕш фестивалĕ иртрĕ. Çак фестивале çулсерен çамрăксен канăвне йĕркелес, хĕр упраçпа яшсен патриотизм туйăмне вăйлатас, пултарулăхне уçса пама пулăшас тĕллевпе ирттереççĕ.

Çамрăклăх çулĕсем - кашни çыннăн пурнăçĕнчи илемлĕ тапхăр. Вĕсенче пирĕн предприятисен, организацисен, районăн малашлăхĕ. Шăпах çамрăксем паян-ыран çĕршыв умĕнчи яваплăха хăйсем çине илĕç, унăн аталанăвĕшĕн тăрăшĕç. Акă çамрăксене халалланă фестиваль те çакна çирĕплетрĕ. Яшсемпе хĕрсем районти предприятисемпе организацисене çитсе вĕсен ĕç-хĕлĕпе, хăйсене кирлĕ информаципе паллашрĕç. Вĕсем "Коминтерн" хуçалăха, Толстов-Атнарский ячĕллĕхалăх музейне, "Атадорс" предприятие тата "Хĕвел" ача садне çитсе курчĕç. Юлашки çулсенче районти предприятисенче çамрăк специалистсем ĕçлени самай савăнтарать. Акă "Коминтерн" хуçалăхра та çĕр ĕçĕнчен хăраман яшсем пур. Вĕсем техникăпа та пĕр чĕлхе тупнă. Алăксем тăвакан "Атадорс" предприятире те çамрăксем ĕçлеме кăмăллаççĕ. Ача садĕнче шăпăрлансемпе ĕçлекен воспитательсен ĕçĕ те сумлă.

Унтан Тралькасси, Хĕрлĕ Чутай, Кив Атикасси, Хусанушкăнь, Штанаш ял тăрăхĕсен çамрăкĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, тĕрлĕ конкурссем, спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç, район активисчĕсене администрацин Хисеп грамотине парса чысларĕç. Жюри пĕтĕмлетĕвĕпе Штанаш ял тăрăхĕн туслă команди мала тухрĕ. Çывăхра вырнаçнă ял тăрăхĕсен хĕрĕсемпе каччисем вара фестивальте курăнмарĕç. Вĕсенче çамрăксемпе ĕçлекен специалистсем çук-ши?

Фестиваль ташă каçĕпе, каçхи тỹпене фейерверк çути çутатнипе вĕçленчĕ.

А.ВАСЮКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5