Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Игнашевичăн ашшĕпе амăшĕ ял уявне хутшăнчĕç

Категория: Общество Опубликовано: 29.08.2018, 10:13 Просмотров: 447

Сергей Игнашевич кам пулнине, унăн ятне-хушаматне пĕлмен çын çук та пулĕ пирĕн районта. Паллă Раççей футболисчĕпе уйрăмах Тумликассисем мухтанаççĕ - Сергейăн амăшĕ шăпах çак ялтан-çке.

Августăн 25-мĕшĕнче Ишеккассипе Тумликасси ялĕсенче пурăнакансем ял уявне паллă турĕç. Уявăн асра юлмалли саманчĕсенчен пĕри унта Николайпа Раиса Игнашевичсем, Сергей Игнашевичăн ашшĕпе амăшĕ, хутшăнни пулчĕ.

Паллă футболистăн ашшĕ-амăшне ял уявĕнче сцена çине чĕнсе кăларчĕç, вĕсене район пуçлăхĕ Александр Степанов асăнмалăх парне парса саламларĕ, уява пухăннă çамрăксем те пурте илтмелле "Ывăлăршăн тав!" терĕç. Игнашевичсем тумликассисемпе ишеккассисене хăйсен ывăлне манманшăн тав турĕç. Раиса Германовна чăвашлах калаçрĕ, пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, хăй тăван ялне, кунти çынсене манса кайманнине пĕлтерчĕ.

Ял çыннисемпе калаçнă май Раисăпа Николай Игнашевичсем ывăлĕ хальхи вăхăтра ЦСКА-н çамрăксен командин тренерĕ пулнине каласа кăтартнă. Сергей Игнашевич амăшĕ çуралса ỹснĕ тăрăха килесси пирки сăмах пуçарсан ашшĕпе амăшĕ ывăлĕн вăхăчĕ пулманнине каланă.

Юлашки хут Сергей Игнашевич Тумликассинче ача чухне пулнă. Ашшĕ палăртнă тăрăх, вăл ун чухне кунта питех килсе çỹресшĕн пулман, çакна ялта футболла выляма майсем, ятарлă уй пулманнипе сăлтавланă. Паллах, иккĕмĕш класра чухнех футбол секцине çỹреме пуçланăскерĕн çулла та çак вăййа пăрахăçлас килмен ĕнтĕ.

Хальхи вăхăтра Сергей Игнашевич - тăватă ывăл ашшĕ, вĕсенчен иккĕшĕ ЦСКА-н футбол шкулне çỹреççĕ.

Ашшĕпе амăшне вара Сергей Мускав облаçĕнчи пĕр хулара коттедж туянса панă. Çуллахи вăхăтра Раисăпа Николай Игнашевичсем унта пурăнма кăмăллаççĕ, хĕлле - Мускаври хваттерĕнче.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1