ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Вăхăт малаллах шăвать. Кăçалхи саккăрмĕш уйăх та вĕçленет. Пĕрисемшĕн вăл лайăхпа, теприсемшĕн япăхпа асра юлать. Акă, кĕтмен-çĕртен пулакан пысăк инкек, вут-çулăма пула тỹсекен пысăк çухату пирки сăмах пуçарас килчĕ. Çакна тума кăтартусемпе паллашни хистерĕ. Шел те, вĕсем пĕрре те савăнтармаççĕ.
Пушар асăрхавĕн инспекторĕ Алексей Ярабаев пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа пĕтĕмпе 20 пушар пулнă. Иртнĕ çул çак тапхăртах 11 вут-çулăм инкекне шута илнĕ. Пĕлтĕр çулталăкĕпе те 18 пушар пулнă пулсан, кăçал ку кăтартуран эпир сакăр уйăх хушшинчех иртсе кайнă иккен...
Юлашки уйăхри пушарсене тишкерер-ха. Август уйăхĕнче район территорийĕнче "хĕрлĕ автан" ултă хутчен алхаснă. Вĕсенчен икĕ тĕслĕхĕнче мунча çуннă. Ку инкексем Туктамăш тата Яманкасси ялĕсенче пулнă. Тăватă тĕслĕхĕнче вара сарай-ампара вут-çулăм çавăрса илнĕ. Кỹпешри, Серенкассинчи пушарсем каçхи вăхăтра тухнă пулсан, Атнарти тата Шулюри кăнтăр кунĕнчех алхаснă. Сăлтавĕсем яланхи пекех: е электрооборудованипе, е вутпа асăрханусăр усă курнинче.
Тепĕр хутчен асăрхаттарни ытлашши пулмĕ: юсав-сăр кăмакасемпе, электрооборудованипе усă курма юрамасть; мунча хутса ярсан е тата ытти ĕçсене пурнăçланă чух вут тивертсен тимлĕхсĕр хăвармалла мар; ачасене те шăрпăкпа вылясран асăрхаттарса, сăнаса тăмалла; кивĕ электропралуксене тăхтаса тăмасăр çĕннипе ылмаштармалла, çак ĕçе пĕлекен çынсене кăна тума шанмалла. Инкек куçа курăнса килмест, çавăнпа та çак сĕнỹсене тăтăшах, кашни кун пăхăнмалла. Вут çавăрса илсен кĕл купи кăна юлнине ан манăр! Вăл ниме те, никама та шеллеменнине асра тытăр!
Н.МИДАКОВА.
Ноябрь 2024 |