ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланас умĕн Шупашкарта тата районсенче педагогсен йăлана кĕнĕ августри конференцийĕсем иртеççĕ. Унта педагогсем пĕрле пухăнса иртнĕ вĕренỹ çулне пĕтĕмлетеççĕ, малашлăхри ĕçсене палăртаççĕ.
Вĕрентỹ тытăмĕ валли патшалăх бюджетĕнчен укçа-тенкĕ ытти тытăмсенчен ытларах уйăраççĕ. Кун пирки райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров эрнесерен ирттерекен планеркăра аса илтерсех тăрать, районти шкулсен çакна тĕпе хурса ĕçлемеллине палăртать. Республикăри педконференцире тухса калаçнă май вĕренỹ министрĕ Александр Иванов çакна çирĕплетнĕ: "Пирĕн кашни ачан вĕренỹри, спортри пултарулăхне ăнăçлă аталанма майсем туса памалла, çав хушăрах вĕсен кăмăл-сипет воспитанийĕпе социаллă активлăхне те пысăк тимлĕх уйăрмалла. Ашшĕ-амăшне ачисене ăнăçлă воспитани пама пулăшса пымалла. Унпа пĕрлех педагогсене хатĕрлемелли тата вĕсен квалификацине ỹстермелли тытăма та пĕтĕмĕшле улăштармалла". Августăн 23-мĕшĕнче Шупашкарта иртнĕ педконференцие район делегацийĕ те хутшăннă. Вĕренỹпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе явнипе пĕрлех унта педагогсене тĕрлĕ шайри наградăсем парса чысланă. Хисепе тивĕçнисем хушшинче районти "Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ - "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕ" муниципаллă хăйтытăмлă учрежденин тренер-преподавателĕ Владимир Валентинович Герасимов та пулнă. Вăл "Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ" сумлă ята тивĕçнĕ.
Районти вĕрентỹ ĕçне малалла мĕнле йĕркелемелле?
Шăпах çак ыйтăва сỹтсе яврĕç районти педагогсем августăн 28-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ конференцие пухăннă май. Самана районти вĕренỹ тытăмĕн ĕçне те çĕршыври тата республикăри улшăнусемпе тан çĕнетме хистет.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹ пайĕн начальникĕ Игорь Живоев хăйĕн докладĕнче каласа панă хăш-пĕр самантсем çинче чарăнса тăрар-ха.
Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче те, пĕлтĕрхи пекех, ачасемпе районти тăхăр шкул, тăватă ача сачĕ, хушма пĕлỹ паракан виçĕ организаци, шкул çулне çитменнисен 12 ушкăнĕ ĕçлĕ.
Шкулта илнĕ пĕлỹ ачасене малалла вĕренме кирлине шута илсе выпускниксем патшалăх экзаменĕсене еплерех тытнине тишкерни вырăнлă. Кăçал районти пур выпускник та алла аттестат илнĕ, апла пулсан патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытнă. 19 выпускник 80 е ытларах балл пухма пултарнă: вырăс чĕлхипе (96 балл), физикăпа (82 балл), химипе (92 балл), биологипе (88 балл), историпе (84 балл).
Выпускниксен 80 проценчĕ республикăри е ун тулашĕнчи аслă вĕренỹ заведенийĕсене кĕнĕ.
Шел те, тĕрлĕ предметпа республика шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнасси чакса пыни палăрать.
Выпускниксем аслă пĕлỹ илсен яла таврăнасшăн мар - кăçал тĕллевлĕ аслă пĕлỹ илме тăватă ача кăна кăмăл тунă (малтанласа 16 заявка панă пулин те).
Ачан аталанăвне хушма пĕлỹ те пысăк витĕм кỹрет. Районти 5-18 çулхи ачасен 69 проценчĕ спорт, пултарулăх, техника тата ытти енĕпе хушма пĕлỹ илет. "Хастар" ФСК-ра 450 ача физкультурăпа спорт енĕпе аталанать.
Ачасен пĕлỹ пахалăхĕ педагогсен професси шайĕнчен нумай килет. Районти педагогсен 17 проценчĕ кăна аслă категориллĕ. Игорь Нестерович палăртнă тăрăх, Тури Çĕрпỹкасси, Хусанушкăнь, Шулю шкулĕсен ертỹçисен педагогсен професси шайне ỹстересси пирки пуç ватмалла.
Юлашки вăхăтра района çамрăк педагогсем килме пуçларĕç, кăçал та 4 педагог ĕçе пуçăнать. Анчах та хăшĕ-пĕри çулталăк ĕçленĕ хыççăн районтан тухса кайни те шухăша ярать. Çак утăма тума вĕсене мĕн хистет? Тен, шкул ертỹçисен çамрăк педагогсемпе ĕçе урăхларах йĕркелемелле?
Кăçалхи çĕнĕлĕхсенчен пĕри вăл - 8-11-мĕш классенче "Этика и психология семейной жизни" вĕрентме пуçлани. Темиçе çул каялла пăрахăçланă предмета каллех шкул программине кĕртнине ырласа йышăнас килет. Анчах кунта та тĕрлĕ ыйту çуралать. Юлашки çулсенче районта вĕренỹ çурчĕсене çĕнетессипе чылай ĕç пурнăçланчĕ. Кăçал Мăн Этмен шкулĕнче 14 миллион тенкĕлĕх капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерчĕç, çитес çул тата 12 миллион тенкĕлĕх тăвĕç. Çитес вăхăтрах Хĕрлĕ Чутай, Атнар, Çĕн Атикасси шкулĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме палăртаççĕ.
Курăмлă ĕçлесе пынăшăн
Конференцире ачасене пĕлỹпе воспитани парас ĕçре курăмлă ĕçлесе пыракан педагогсене наградăсем парса хисеп турĕç.
Раççей Вĕренỹ министерствин хушăвĕпе вĕренỹ тытăмне пысăк тỹпе хывнăшăн тата нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Атнар шкулĕн вĕрентекенĕ Елена Волкова "Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ята тивĕçрĕ.
Ачасене пĕлỹпе воспитани парас ĕçе тỹпе хывнăшăн тата нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Пилеш" ача сачĕн воспитателĕ Людмила Герасимова тата "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕн директор çумĕ Юрий Бронюков ЧР Вĕренỹ министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕç.
Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вырăс чĕлхипе литература учительне Галина Селянкинана (республикăри олимпиада призерне хатĕрленĕшĕн), Çĕн Атикасси шкулĕн физкультура учительне Светлана Петрейкинана ("Президент ăмăртăвĕсен" республикăри призерĕсен шутне кĕме пултарнă командăна хатĕрленĕшĕн), Хĕрлĕ Чутай шкулĕн физкультура учительне Галина Мидюкована (салтак çулне çитмен çамрăксен республикăри Спартакиадинче çĕнтернĕ командăна хатĕрленĕшĕн) район пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене парса чысларĕç.
Район администрацийĕн Хисеп грамотисене "Хĕвел" ача сачĕн воспитателĕ Кристина Мидейкина, Питĕркасси шкулĕн вĕрентекенĕ Людмила Архипова, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕрентекенĕ Галина Гусельщикова тивĕçрĕç.
Райадминистрацин вĕренỹ пайĕн начальник çумне Ольга Митрофанована, Мишеркасси шкулĕн вĕрентекенне Наталья Семенована, Атнар шкулĕн тьюторне Татьяна Туйманкинана райадминистрацин вĕренỹ пайĕн Хисеп грамотисене пачĕç.
А.КАРПОВА.
Ноябрь 2024 |