Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ăслă çынсен ачисем те ăслă

Категория: Общество Опубликовано: 31.08.2018, 09:22 Просмотров: 641

Нумаях пулмасть манăн Мучикассинче ỹснĕ Яковлевсен çемйипе паллашма тỹр килчĕ. Тĕрĕссипе каласан, мана пĕр пĕлĕшĕм вĕсем пирки çырма сĕнчĕ, ку йăхра ăслă-тăнлă, вĕреннĕ çынсем нумай терĕ. Яковлевсемпе тĕплĕнрех паллашса пынă май çакă чăнлăхпа пĕр килнине ĕнентĕм. Халĕ вĕсем хăйсем ỹснĕ килĕнче çулласерен тĕл пулаççĕ ĕнтĕ. Мĕн тăвăн, кашнин хăйĕн пурнăçĕ, шăпи... Малаллахи сăмахăм шăпах вĕсем çинчен пырĕ.

Маларах калаçса татăлнă май мана кил умĕнче Людмила Ивановна Тверскова кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Маргарита Ивановнăпа Евгений Иванович та килтехчĕ ĕнтĕ. Икĕ аппăшĕпе шăллĕ кашни çулла хăйсем çитĕннĕ килте тĕл пулаççĕ. Хĕллесерен аппăшĕсем тĕп хуламăрта пурăнаççĕ, Евгений Иванович вара çуллахи отпуск вăхăтне тăван ялта ирттерме кăмăллать. Паллах, урăхла пулма та пултараймасть: кунта çутçанталăкĕ те илемлĕ, тăван кĕтес чуна ăшăтать, вăй-хал хушать. "Канма кăна килмест вăл яла, кил-çурта та тĕреклетме тăрăшать çулсерен, мунчине те, çуллахи тĕпелне те хăй аллипех турĕ, платник ĕçне хăех юратса пурнăçлать", - теççĕ аппăшĕсем ун пирки ăшшăн.

Улми йывăççинчен аякка ỹкмен

Аякка кайиччен манăн вĕсен ашшĕ-амăшĕ пирки сăмах пуçарас килет. Ачисем ăслă-тăнлă, вĕреннĕ çынсем пулнинче вĕсен тỹпи çав тери пысăк. Ашшĕ, Иван Васильевич Яковлев, Атнар тăрăхĕнчи Урикасси ялĕнче 1921 çулта çуралнă. Аслă Отечественнăй вăрçăччен виçĕ çул хушши çар тивĕçне пурнăçланă. Унтан хаяр вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă, темиçе хутчен те йывăр аманнă. Çав сурансене пулах ĕнтĕ унăн ĕмĕрĕ кĕске пулнă, 1965 çулта вăл ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Сăмах май, Иван Васильевич анлă тавракурăмлă, тĕрлĕ енчен аталаннă çын пулнă. Ачисем каласа панă тăрăх, ашшĕ вăрçă инваличĕ пулнă, апла пулин те вăл ялти арçынсене пухса вĕсем валли тĕнчере, çĕршывра мĕн пулса иртни пирки тăтăшах политинформаци йĕркеленĕ. Кунсăр пуçне Иван Васильевич сăвă çырнă, хитре ỹкернĕ, юрлама та ăста пулнă. Пĕр сăмахпа каласан, искусствăна кăмăлланă. Килте унăн хăйĕн библиотеки те пулнă, кĕнекесем çине ятарлă пичет те лартнă вăл. Каларăм ĕнтĕ, хаяр вăрçа пула Иван Васильевич 44-рах çĕре кĕнĕ.

Амăшĕ пирки калас пулсан, Агафия Ивановнăна Мучикассипе Тралькассинче палламан çын сахал пулĕ. Вăл хăйĕн пурнăçне ачасене тарăн пĕлỹ парас ĕçе халалланă. (Ун ачалăхĕ пирки тĕплĕнрех каярах асăнăпăр).

Агафия Ивановнăпа Иван Васильевич Яковлевсем хаяр вăрçă хыççăн Уйпуçĕнчи шкулта ĕçленĕ. Агафия Ивановна вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Калас пулать, вăл педучилище пĕтернĕ хыççăн учительсен институтне, каярахпа пединститут вĕçленĕ. Палăртмалла, Уйпуçĕнчи шкул хыççăн мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен чылай çул Тралькассинчи шкулта завучра ĕçленĕ. Иван Васильевич вара географипе истори учителĕнче тăрăшнă. Вăл Етĕрнери педучилище пĕтернĕ пулнă. Палăртмалла, çамрăксем мăшăрланнă хыççăнах Урикассинче пурăннă, аслă ачи те вĕсен кунтах çуралнă.

Анчах та унти çемье пысăк пулнă. Сăмах май, Иванăн аслă пиччĕшĕ Илларион каярах Çĕпĕрте учительте ĕçлесе пурăннă. Василий вара вăрçă хыççăн Иваново облаçĕнче лесникра вăй хунă, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр пĕрле тухнă мăшăрĕн тăван кĕтесне таврăннă вĕсем. Калас пулать, вăл икĕ Мухтав орденĕн кавалерĕ пулнă. Оля, Петр, Аня тата Григорий вара ялтах тĕпленнĕ, ĕмĕрĕсене кунта ĕçлесе ирттернĕ.

Шăпах çемье пысăккине пула ĕнтĕ Иван Васильевичпа мăшăрĕ Мучикассинче пĕччен пурăнакан Агафия Ивановнăн амăшĕ патне куçнă. Кунтах вĕсен ытти ачисем пĕрин хыççăн тепри кун çути курнă.

Йывăрлăхсене парăнтарса

Агафия Ивановнăн йывăр ачалăхĕ патне таврăнар-ха. Вăл Мучикассинче 1921 çулта Лаптевсен çемйинче кун çути курнă. Анчах та унăн ашшĕне, Иван Гаврилович Лаптева, кулак тесе айăпланă. Çемьере ывăл нумайран çĕр сахалах пулман. Лаптевсен тĕреклĕ кил-çурт, икĕ çил арманĕ, çавăн пекех çĕр çинче ĕçлемелли тĕрлĕ ĕç хатĕрĕ чылай пулнă. Вĕсем 5-6 лаша, 4 ĕне тата ытти выльăх йышлă усранă. Ампарĕсемпе склачĕсем те çирĕп пулнă. Вĕлле хурчĕсем те тытнă çемье. Пĕр самантра çемье (вĕсем патĕнче урăх никам та ĕçлемен теççĕ, йышлă çемье хăех пур ĕçе те пурнăçланă) нимсĕр-мĕнсĕр тăрса юлнă, кулак тесе вĕсен мĕнпур пурлăхне, çурчĕпе хуралтисене туртса илнĕ. (Вĕсен кил-çуртĕнче каярах шкул та - унта ывăлĕ Евгений та вĕренсе ĕлкĕрнĕ, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çурт та пулнă, ампарĕсемпе тата склачĕсемпе вара чылай çул колхоз усă курнă). Ашшĕне айăпласа хупнă. Çавăнпа унăн ывăл-хĕрне те кулак ачи тесе хĕстернĕ. Хĕрсенчен чи асли Прасковья пулнă. Ăна кулак хĕрĕ тесе пĕрре те хĕрхенмен, чи йывăр ĕçсене янă, вăрман ĕçлеттернĕ... Çавăнпах вăл шăнса чирлесе çамрăклах пурнăçран уйрăлнă. Тепĕр хĕрне, Агафия Ивановнăна, Уйпуçĕнчи шкулта вĕреннĕ чухне кулак хĕрĕ тесе документ паманнипе хăратнă. Ывăлĕ Василий вара ашшĕне кулак тесе айăпличчен Ленинградри Герцен ячĕпе хисепленекен пединститут пĕтерме ĕлкĕрнĕ. Ăна тĕкĕнмен. Кайран вăл Çĕрпỹри педучилище директорĕнче вăй хунă, унтан Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă. Лаптевсен тата тепĕр икĕ ывăлĕн те - Николайпа Михаилăн - вăрçă хирĕнче кун-çулĕсем татăлнă. Ывăлĕ Владимир Пермьри химипе технологи институтне пĕтернĕ, вăрçăччен пысăк лаборатори начальникĕнче тимленĕ. Çавна пулах ăна вăрçа та илсе кайман, вăл вăхăтра унăн бронь (питĕ кирлĕ çынсене вăрçа та яман) пулнă. Унăн мăшăрĕ вара тухтăр пулнă май мĕн вăрçă пĕтиччен аманнă салтак-офицерсен пурнăçĕшĕн кĕрешнĕ. Тепĕр ывăлĕ - Александр Иванович - вăрçăра зенитчик пулнă, батарея, унтан дивизион командирĕнче çапăçнă. Вăрçă хыççăн Харьковри университетăн çар кафедринче вĕрентнĕ.

Кашнин хăйĕн шăпи

Агафия Ивановнăпа Иван Васильевич Яковлевсем виçĕ хĕрпе пĕр ывăла пурнăç парнеленĕ. 1946 çулта чи малтан Клара çуралнă. Вăл Ижевскри удмурт патшалăх институчĕн французпа нимĕç уйрăмне пĕтернĕ. Унтах качча тухнă, ялта учительте вăй хунă. Ирина хĕрĕ хальхи вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарта çемйипе пурăнать, унăн Полина хĕр çитĕнет. Сăмах май, Иринăна кукашшĕн ỹкерес ăсталăхĕ куçнă, вăл пединститутăн ỹнерпе графика уйрăмне пĕтернĕ.

Яковлевсен çемйинчи иккĕмĕш хĕр - Людмила - 1949 çулта çуралнă. Вăл та Ижевскра вĕреннĕ, механика институтне пĕтернĕ. Ăна направленипе Шупашкара ĕçлеме янă, "Промтракторта" тĕп технолог пайĕнче 10 çул ĕçленĕ. Унтан "Дизельпром" УАО уçăлсан унта куçнă, тĕп технолог пайĕнче малтан ертсе пыракан инженер-технологра, унтан бюро начальникĕнче вăй хунă. Пĕррехинче производствăна йĕркелес енĕпе иртнĕ конкурсра Людмила Ивановна пĕрремĕш вырăн йышăннă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен çулталăк юлсан "Дизельпром" хупăннă, ăна "Промтрактора" хаваспах ĕçе йышăннă. Калас пулать, Людмила Ивановна Мăн Этменти Владимир Алексеевич Тверсковпа çемье çавăрнă, вĕсен Алексей ывăл пур. Хальхи вăхăтра Чулхула облаçĕнчи Саров хулинче çемйипе пурăнать. Алексей Чулхулари Лобачевский ячĕпе хисепленекен университет пĕтернĕ.

Унтан 1951 çулта Яковлевсен Маргарита ятлă хĕр çуралнă. Вăл та Ижевскри механика институтĕнчен вĕренсе тухнă, 65 çула çитичченех "Буммаш" заводра тĕп конструктор пайĕнче ертсе пыракан инженер-конструкторта ĕçленĕ. Вĕсем туса кăларнă хут тумалли машинсем Раççейĕпех ĕçлеççĕ. Сăмахран, Чехире те, Болгарипе Польшăра та, Кубăра та... Унтан вăл Шупашкара куçса килнĕ. Шăпа ăна çемьеленме пỹрмен. Апрель уйăхĕнчен тытăнса октябрь çурриччен вăл Людмила аппăшĕпе Мучикассинче пурăнать. 40 сотăй çĕр лаптăкĕ пур вĕсен. Унта иккĕшĕ тĕрлĕ пахча çимĕç ỹстерсе илеççĕ.

Палăртса хăвармалла, Агафия Ивановна хĕрĕсене Ижевск хулине вĕренме янă, мĕншĕн тесен кунта вĕсен Володя куккăшĕ ĕçлесе пурăннă. Тăван пурри çăмăллăх кỹнĕ, вăл хĕрсене кирлĕ вăхăтра пулăшнă.

Виçĕ хĕр хыççăн 1955 çулта кĕтнĕ ывăл çут тĕнчене килнĕ. Евгений Иванович шкул пĕтерсен Горькинчи (халĕ Нижний Новгород хулинчи) Лобачевский ячĕллĕ патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Пĕлĕвне тарăнлатас тĕллевпех вăл аспирантурăра та вĕреннĕ. 1982 çулта Евгений Яковлев Хусан хулинче кандидат диссертацине хỹтĕленĕ. Кунпах лăпланса ларман-ха вăл, 1999 çулта МГУ-ра доктор диссертацине хỹтĕленĕ. Палăртмалла,1982 çултан пуçласа Евгений Иванович хăй вĕреннĕ университетрах вĕрентме тытăннă. 2000 çултанпа вăл унти профессор шутланать. Евгений Иванович ертсе пынипе диплом ĕçĕ çырнă студентсем Америкăн Пĕрлештернĕ Штачĕсенче, Швецире, Чехире тата ытти çĕрте те ĕçлеççĕ. Вĕсем унта хăйсене йыхравланипе ĕçлеме кайнă. Çакна та асăнмасăр иртме çук: Евгений Ивановичăн виçĕ студенчĕ вăл пулăшнипе кандидат, пĕри вара доктор диссертацийĕсене хỹтĕленĕ. Кунсăр пуçне Евгений Яковлев 60 ытла наука статйин авторĕ те. Вĕсенчен çурри тĕнче шайĕнчи журналсенче тĕрлĕ чĕлхепе пичетленнĕ. Шел те, Евгений Иванович çемьеленмен. Вăл Маргарита аппăшĕ пекех ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ.

Виççĕшĕ те вĕсем Тралькассинчи сакăр çул вĕренмелли шкул хыççăн икĕ çул Мăн Этменти шкулта ăс пухнă. Унти учительсене ырăпа асăнаççĕ. Людмила Ивановнăпа Маргарита Ивановна химипе вĕрентнĕ Марфа Поликарповнăна (хушамачĕсене астумаççĕ), математикăпа ăс панă Вера Андреевнăпа Вера Тимофеевнăна ырăпа асăнаççĕ, хăйсен ĕçне чунтан парăнса пурнăçланă учительсем пулнине палăртаççĕ. Евгений Иванович вара математикăпа вĕрентнĕ Ираида Александровнăпа физикăпа ăс панă Александр Иванович Немешкинсем пирки ырă сăмахсем кăна калать. Çỹлерех асăннă учительсем çирĕп пĕлỹ никĕсĕ панăран аслă пĕлỹ илме йывăрах пулман Яковлевсене.

Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет. Агафия Ивановнăпа Иван Васильевич Яковлевсем чăннипех çĕршыва юрăхлă, усăллă, ăслă-тăнлă ачасем çуратса ỹстернĕ. "Улми йывăççинчен аякка ỹкмен", - тесе лайăх пĕлтерĕшпе пĕр иккĕленмесĕр калама пулать. Çакăн пек йĕркеллĕ, анлă тавракурăмлă çынсем пирĕн хушăра ытларах пулсан тем пекехчĕ.

Н.МИДАКОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1