Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пурнăç çулĕ такăр мар, утса тухма çăмăл мар

Категория: Общество Опубликовано: 05.09.2018, 09:24 Просмотров: 570

Йывăрлăхсене çĕнтерсе

Ăçта кăна салтакра çитсе курман пулĕ Чутай çынни. Асăнса тухма нумай вăхăт кирлĕ. Тăван çĕршыва хỹтĕлекенсем мĕн тỹснине пурте пĕлмеççĕ. Тата этем пурнăçĕ яланах тỹрĕ çулпа пымасть, тилхепене те пăхăнмасăр мĕн кăна кăтартмасть.

Александр Андреевич НАЗАРОВ 1936 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче Шĕмшеш ялĕнче кун çути курнă. Ачалăхĕ çăмăлах пулман унăн. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тырă вырнă, утă çулнă, кĕтỹ пăхнă, çум çумланă тата ытти те. "Астăватăп-ха, пĕр хĕл тăршшĕ-пех авăн çапрăмăр, - терĕ вăл калаçăва пуçланă май. - Вăрçă вăхăтĕнче темĕн те тỹснĕ. Уй-хирте крахмал тупсан мĕн тери савăннă эпир. Ăна енчен енне çавăрса пăхаттăмăр. Анне вара ăна çăнăхпа хутăштарса апат хатĕрлетчĕ. Питĕ тутлăччĕ вăл. Йĕкел, шĕшкĕ кăчки те пуçтарса çỹренĕ", - тет вăрçă ачи.

Ялти пуçламăш шкулта ăс пухнă хыççăн Саша Назаров ултă çухрăмра вырнаçнă Пантьăкри çичĕ çул вĕренмелли шкула çỹренĕ. Анчах амăшĕ 36 çула каçсанах çĕре кĕнĕ. Пысăк хуйхă хыççăн çемье туслă пулни йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшнă вĕсене. Ашшĕ аслисемпе пĕрле кĕçĕннисене ура çине тăратассишĕн ырми-канми тăрăшнă, ултă ачана тĕрĕс-тĕкел çитĕнтернĕ. Вăхăт малалла шунă май шкул çулĕсем хыççăн çамрăк каччă районти ДРСУ организацине ĕçе вырнаçнă, Шупашкара каякан шоссе çулне тума çỹренĕ, МТС-ра тракторсене юсанă çĕрте пулăшнă. Çавăн пекех çара кайма ят тухиччен Коми Республикине кайса ĕçлесе килнĕ. Йывăрлăхран хăраман çамрăк малашлăха ĕненсе, шанса, ĕмĕтленсе пурăннă.

Вилсен май çук-çке чĕрĕлме

Çирĕп сывлăхлă та патвар каччă 1955 çулхи июль уйăхĕнче тăван килтен салтак юрри юрласа çĕршыва хỹтĕлеме тухса кайнă. "Вырăна çити виçĕ кун пуйăспа кайрăмăр", - аса илет ветеран. Тинĕс-çар флотне лекнĕ май малтан Эстонире пулнă, кайран, присяга тытнă хыççăн, Белорусси Республикине куçарнă. Вĕ-ренỹ полкĕнче вăл вырăссемпе тата ытти тĕрлĕ наци çамрăкĕсемпе çывăх çынсем пек пурăннă. Вĕсене унта 11 уйăх вĕрентнĕ: автоматпа, карабинпа, карап çинчи пушкăсемпе тата ытти кăткăс хĕç-пăшалпа ĕçлеме хăнăхтарнă. Çамрăк матроссене кĕтмен çĕртен çитсе тухакан умри хăрушă самантсемпе те тĕл пулма хатĕрленĕ. Çакна вĕсем лайăх ăнланса ăша хывнă.

Вĕренỹ хыççăн тинĕс карапĕн мо-торист специальноçĕпе ăна Хура тинĕс флотне Севастопольти "Бесстрашный" ятлă флагман эсминец çине службăна тăсма ăсатнă.

Паллах, çамрăк матроса, мотористсен командирне çăмăл пулман. Пĕрмаях флот вĕрентĕвĕсене хутшăнма тивнĕ, чылай вăхăт çыран хĕррине тухманни те пулкаланă. "Ĕмĕр манми кăткăс самантсем те аса илтерсех тăраççĕ", - терĕ çарпа флот ветеранĕ.

Акă пĕррехинче, кĕркунне, сивĕ çанталăкра çĕрлехи вăхăтра "Торпеднăй" ятлă пилĕк кунлăх вĕренỹре пăтăрмах сиксе тухсан карап тинĕсре сирпĕнме пултарнă. Анчах вăл юлташĕсемпе пĕрле çухалса кайман. Эпĕ хама: "Чăтмалла, çĕнтермелле!" - тесе шăлсене çыртса хытарнă. Пĕр икĕ сехет тăсăлнă çак пăтăрмах. Тинĕс çинче вăл вăхăтра питĕ пысăк шторм пулнă. Анчах матроссем хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшнă. "Эпир хамăра кайран çĕнĕрен çуралнă пекех туйрăмăр. Вилсен май çук-çке чĕрĕлме, - терĕ вăл. - Чылай çул иртсен те çакă асăмран тухмасть. Мухтав Турра, паянхи кунчченех ырă-сывă пурăннăшăн.

Госпитальте сурансене ỹт илсен çар заданине ăнăçлă пурнăçланăшăн ăна киле кайма вунă кунлăх отпуск панă. Сăмах май, пултаруллă салтак кайран тата икĕ хут тăван яла килсе кайма тивĕç пулнă. Вăл çĕршывĕпех паллă та чаплă, Крымра вырнаçнă "Форос" санаторире те сывлăхне çирĕплетет.

Хĕсметри пурнăç чылай самантпа асра юлнă: хăйне евĕрлĕ режимпа, Хура тинĕс хĕрринче вырнаçнă Керчь, Феодоси, Одесса тата ытти хуласенче, утравсем çинче пулнипе, Болгари, Югослави, Турци çĕршывĕсене курнипе, тăраниччен пулă çинипе. Флотра пулнă вăхăта Александр Назаров пурнăç шкулĕпе танлаштарать. Унта ăс-хакăл пуянланать, пурнăç тутине пĕлетĕн, çирĕп йĕркене хăнăхатăн, атте-аннерен инçетре пулнă пирки хăвăн çине çеç шанса пурăнма вĕренетĕн. Вырăсла: "Кто на море не бывал, тот и горя не видал", - тесе те шỹтлесе илчĕ вăл.

Шĕмшеш ывăлĕ флотра тăватă çул та тăватă уйăх пулнă хыççăн пĕрремĕш статьяри старшина званийĕпе киле таврăннă, кăкăрĕ çинче вара салтакăн наградисем чăнкăртатнă.

Уншăн талăкра 24 сехет те сахал

Моряк бушлачĕпе пĕрле ытти ăмсанмалли капăр çи-пуçне хывсан маттур каччă шофера вĕренсе тухнă, унтан тăван колхозра вăй хунă. Вăл пĕр ĕçрен те хăраса тăман, мĕн хушнине пурне те пурнăçланă. Чееленсе ĕçе тухманни пĕр кун та пулман, техникăна яланах юсавлă тытнă. Карап çинчи моторист ăсталăхĕ ăна руль умĕнче те яланах пулăшнă. Хуçалăхри машинăпа ăçта кăна çитмен, мĕн кăна кỹрсе килмен пуль. Пин-пин çухрăм чупма тивнĕ. Ака-суха тата вырма вăхăтĕнче кашни сехетпе туллин усă курас тесе çĕрле ĕçлеме тивнĕ. "Ун чухне киле таврăнсан диван çине выртса канма май пулнă тетĕр-и? Ăçта унта! Маншăн талăкра 24 сехет те сахал пулнă", - терĕ ĕç ветеранĕ.

Хуçалăхра техникăна çултан-çул çĕнетсе пырас тĕлĕшпе Дмитрий Иванович Михеевпа Николай Андреевич Ельмов председательсем тăрăшнине те асăнчĕ вăл. Сăмах май, унăн ашшĕ те, вăрçăра пулнăскер, хуçалăхра 28 çул бухгалтерта тăрăшнă.

Ĕçе вăхăтра тата пахалăхпа пур-нăçланăшăн, техникăна яланах юсавлă тытнăшăн Александр Андреевича 1976-1979 çулсенче "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" дипломне тата хаклă парне парса чысланă. Çавăн пекех вăл район ертỹçисемпе пĕрле пĕрре мар Шупашкарта иртнĕ пысăк канашлусемпе семинарсене хутшăннă.

Маттур çамрăк 24 çулта хăй тахçантанпах куç хывнă ялти Оля Кузнецова ятлă хĕре мăшăр пулма ыйтнă. Пĕрлешнĕ кунранпах вĕсем çав тери туслă, пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе пурăннă. Назаровсен тĕп пуянлăхĕ, савăнăçĕ, телейĕ - виçĕ ывăлпа икĕ хĕре пурнăç парнелени. Вĕсем пурте çемьеллĕ, тус-тăванĕсемпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Аслă ывăлĕ Саша район администрацийĕнче водительте тăрăшать. Ыттисем те хамăр районтах тымар янă. Паян ватăсен вунвиçĕ мăнук пур, кĕçĕн мăнуксем те çитĕнеççĕ. Шел те, мăшăрĕ 21 çул каялла пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Халĕ хисеплĕ ĕç ветеранĕ ырă кăмăллă та ĕçчен, ăшă чунлă Ольга Ивановнăпа мăшăр кăвакарчăн пек пурăнаççĕ. Ĕçчен çемье алă усса лармасть, иртен пуçласа каçчен кил таврашĕнче кун епле иртнине те сисмесĕр ырми-канми вăй хурать. Вĕсем кил-çурта шалтан та, тултан та çĕнетсе илемлетнĕ, пур çĕрте те тирпейлĕх хуçаланать. Картишĕнче вара чылай выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усраççĕ. Сад-пахчинче мĕн кирлине пурне те çитĕнтереççĕ, ытлă-çитлĕ пурăнаççĕ.

Назаровсем ялта хисеплĕ çынсем - вĕсене ял-йыш та, çамрăксем те кăмăллаççĕ.

Юлашкинчен Александр Андреевичран малашнехи ĕмĕтсем çинчен те ыйтрăм. "Ĕçлемелле", - йăл кулса хуравларĕ вăл. Ĕçлеме сывлăхĕ, хаваслă кăмăл-туйăмĕ пултăр.

В.РОМАНОВ, Туктамăш ялĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1