Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пурăнас кун-çула хамăр алăпах кĕскетес марччĕ

Категория: Общество Опубликовано: 07.09.2018, 09:12 Просмотров: 427

"Этем çĕр çине хăнана кăна килет", - тесе каланине пĕрре мар илтнĕ. Çавăнпа та пурнăçăн кашни саманчĕ, сехечĕ, кунĕ хаклă. Темшĕн-çке çакна пурте ăнланмаççĕ, хăйсен пурнăçне кĕскетме васкаççĕ. Сăмахăм хăйсем çине алă хуракансем пирки пырать. Сăнанă ĕнтĕ, эсĕ те вулаканăм, яланах тенĕ пек арçынсем, чылай чух çамрăккисем, çакăнаççĕ. Кун пек ырă мар тĕслĕхсемпе эпир республикăра, шел те, малта пыратпăр.

Кашни çул тенĕ пек районти 6-7 çын хăйĕн çине алă хурать. Кăçал та паянхи куна 6 çын çакăнчĕ, вĕсенчен виççĕшĕ - августра.

Сăлтавĕсем вара е мăшăрне (савнине) кĕвĕçнинче, е пурăнас кăмăл çухалнинче, е йывăрлăхсенчен тарса...

Чи малтанах пĕрремĕш сăлтавĕ çинче чарăнса тăрас килет. Кĕвĕçỹ ырри патне çитерместех. Кĕвĕçнипех хутшăнусенче харкашу-çапăçу тăтăшах хуçаланать. Тепĕр чухне вара пĕр-пĕрне шанманни те кĕвĕçме хистет. Енчен те мăшăрсенчен пĕри уççăнах урăххипе улталать пулсан, мĕншĕн-ха тỹрех çакăнмалла? Чăтма çуках пулсан уйрăлма та пулать-çке. Тỹрех уйрăлмалла тесе те калас килмест, паллах. Урăх май çук-тăк мĕн тăвăн? Çемьере ачасем пур-тăк чи малтан вĕсем шар кураççĕ çав. Çакăнса вилнипе вара лайăх енне нимĕн те улшăнмасть. Çемье валли хурлăх хушăнать, тулли çемье арканать, ачасем ашшĕсĕр юлаççĕ. Çакăн пирки хăйĕн çине алă хуракан мĕншĕн шухăшламасть-ши? Нумаях пулмасть пулнă тĕслĕх пирки те асăнмасăр иртме çук. Август уйăхĕн пуçламăшĕнче Атнарти 24 çулхи каччă çакăнса вилчĕ. Вăл амăшĕн пĕртен-пĕр ывăлĕ, савăнăçĕ, шанчăкĕ пулнă-çке. Хĕршĕн пурнăçне пĕр самантра хăйĕн аллипех татнине ăнланма питĕ йывăр. Çав самантра вăл хăратас шухăшлă пулнă-ши? Амăшĕ пирки мĕншĕн пĕрре те шухăшламан-ши? Амăшĕ пĕртен-пĕр çывăх çынни пулнине мĕншĕн аса илмен-ши? Пĕр хĕршĕн вилмеллех-и, вĕсем çут тĕнчере тата нумай вĕт. Халĕ амăшĕшĕн нихçан тỹрленми суран туса хăварчĕ çак яш.

Тепĕр çын пурнăç илемне çухатса пырать. Е ĕçсĕр ларать вăл, е ăна ĕçрен хăтарнă. Хăйĕн хуйхине чылайăшĕ эрехпе пусарать. Кун пек чухне вара вăл депресси авăрне ытларах та ытларах путса пырать. Ĕçлес туртăм тапса тăракан çын валли хуть те мĕнле ĕç тупăнатех пек туйăнать, алă усса кăна лармалла мар. Хальхи хăш-пĕр арçынсене вара кăмăл çирĕплĕхĕ çитмест. Çемьеленменнисем е ашшĕ-амăшĕ çине, е пĕр-пĕр тăванĕ çине, мăшăрлисем арăмĕ çине шанма хăнăхнă. Вĕсем малалла пĕр утăм тума та шутламаççĕ, пурăнаççĕ çапла кашни куна ирттерсе. Вĕсене çывăх çыннисем вăрçсан пăшăрханаççĕ, хăйсен айăпне йышăнмаççĕ, ĕç çуккипе сăлтавлаççĕ. Хĕрĕнкĕ чух сивĕ сăмах илтсенех тепри хăратас шухăшпа çакăнать те. Хăшĕ-пĕри кун пек темиçе хăратни те пулкалать. Çаплах вĕçлет вара хăйĕн пурнăçне.

"Арçын - этемлĕхĕн вăйлă çурри", - теме хăнăхнă эпир. Кун пек арçынсем, телее, пирĕн хушăра сахал мар. Вĕсен çывăх çыннисем (кунта ашшĕ-амăшĕ те, мăшăрĕпе ачисем те кĕреççĕ) лăпкă пурăнаççĕ, ыранхи куна шанаççĕ, хăйсене хуть те хăш самантра пулăшакан пуррине вĕсем çирĕп пĕлеççĕ, туйса тăраççĕ. Çавăн пекех пирĕн хушăра мĕнпур ыйтăва, йывăрлăха атте-анне, мăшăр татса парасса хăнăхнă арçынсем те пур. Вĕсем хăйсем йышăну тума пултараймаççĕ, вĕсемшĕн кашни йывăрлăх сиксе тухсан тĕнче пĕтнĕн туйăнать. Йывăрлăхран тарса хăшĕ-пĕри çак тĕрĕс мар утăма тăвать, хăйĕн çине алă хурать. Кашни йывăрлăхран тухма май тупма пулни çинчен мĕншĕн шухăшламаççĕ-ха вĕсем? Çакăнса вилнипех йывăрлăх çухалать теççĕ пулмалла. Çук çав, йывăрлăхĕ çывăх çыннисем валли татах юлать, ун çумне пысăк хуйхи хушăнать.

Темĕнле йывăр самантра та çак усал шухăша тытмалла мар. Çывăх çынсене, шанчăклă юлташсене хăвăр кăмăлăра уçса пама ан шикленĕр. Вĕсем сире пулăшаççех, тĕксе ямаççех. Икĕ пуç тата лайăхрах шутлать, сĕнỹ-канаш параççех вĕсем. Ачăрсем пулсан, вĕсем çине пăхăр та пĕтĕм сỹрĕк кăмăл иртсе кайĕ, ачасемшĕн пурăнас, вĕсене ура çине тăратас туртăм вăйланĕ, усал шухăш та сирĕлĕ. Ан манăр: темĕнле çумăрлă, аслатиллĕ, çил-тăманлă кун хыççăн та ырă, хĕвеллĕ те çутă кун пулатех. Хамăр кун-çула хамăр алăпах кĕскетес марччĕ.

Н.МИДАКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1