Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Электротехника сăлтавĕсем малта

Категория: Общество Опубликовано: 07.09.2018, 09:17 Просмотров: 371

Кăçал район территорийĕнче алхаснă пушарсен хисепĕ пысăк пулни питĕ пăшăрхантарать. Ытларах чухне электричество приборĕсемпе тата электросетьпе усă курмалли правилăсене пăхăнманни е электропроводка юсавсăрри пушар сăлтавĕ пулни куçкĕрет.

Кăçалхи çак тапхăрта 10 инкек асăннă сăлтавсемпе пулнă, çакă кăçалхи пушарсен 50 проценчĕпе танлашать.

Августра кăна районта асăннă сăлтавсемпе пилĕк хутчен вут-çулăм алхаснă:

- августăн 3-мĕшĕнче Кỹпешре выльăхпа утă усрамалли сарай çуннă, ампарпа пристрой тата пурăнмалли çурт сиенленнĕ;

- августăн 11-мĕшĕнче Атнарта пушара пула выльăх сарайĕпе аслăк, утă тĕп пулнă, пурăнмалли çурт сиенленнĕ;

- августăн 12-мĕшĕнче Туктамăш ялĕнче мунчапа çенехĕ, унти пурлăх кĕл пулнă, аслăк стени тата выльăх усрамалли сарай сиенленнĕ;

- августăн 15-мĕшĕнче Яманкассинче мунчапа унти пурлăх сиенленнĕ;

- августăн 25-мĕшĕнче Шулюра шлакоблокран тунă выльăх сарайĕ, утă, йывăç сарай тата пурлăх кĕл пулнă.

Телее, вут-çулăмра çын пурнăçĕ татăлман.

Пушарсене тишкернĕ май айăпĕ ытларах хуçисенче пулнине çирĕплетсе калама пулать, вĕсем пушар хăрушсăрлăхĕн ансат правилисене пăхăнмаççĕ.

Сăмах май, электроплитана чылай вăхăтлăха çутса хăварсан унăн спиралĕ 600-700 градус таран вĕриленет, тĕпĕ - 250-300 градус таран. Çавăнпа та вăл ларакан сĕтел е пукан, е урай хыпса илме пултарать. Шыв ăшăтмалли приборсемпе те инкек тỹсесси инçе мар.

Электропроводка юсавсăр пул сан тата электросетьпе тĕрĕс мар усă курсан та хăрамалла. Пĕр розеткăна темиçе прибор чикнĕрен тиев пысăкланнипе, пралуксем вĕриленнипе тата изоляци хыпса илнипе те пушар тухма пултарать. Пралуксене тĕрĕс мар сыпăнтарнипе, çирĕп тыттарманнипе е пралуксем çиелтен йỹçекленнипе (окисление) те вĕриленсе кайса хыпса илме пултараççĕ вĕсем. Тĕрĕссипе каласан, пралуксемпе ĕçлеме специалиста кăна шанмалла.

Хисеплĕ район çыннисем! Тимлĕх, асăрханулăх пирки ан манăр. Пушар хăрушсăрлăх правилисене кулленех пăхăнăр, ачасене те хăнăхтарăр.

А.ЯРАБАЕВ, пушар асăрхавĕн инспекторĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1