ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Кăçал район территорийĕнче алхаснă пушарсен хисепĕ пĕлтĕр-хинчен самай иртсе кайрĕ. Çакă пурне те пăшăрхантарать. Шăпах пушарсем енĕпе лару-тăрăва йĕркелес ыйтăва сỹтсе яврĕç те сентябрĕн 6-мĕшĕнче райадминистрацин ларусем ирттермелли Пĕчĕк залĕнче иртнĕ чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарас, пĕтерес тата пушар хăрушсăр-лăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин черетсĕр ларăвĕнче.
Ларăва Раççей МЧС-ĕн республикăри тĕп управленийĕн асăрхав ĕç-хĕлĕпе профилактика ĕçĕн управленийĕн начальник çумĕ Николай Петьков ертсе пычĕ. Çавăн пекех ларăва райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ - йĕркелỹпе тĕрĕслев, кадр тата право ĕçĕсен пай начальникĕ Юрий Ямсков, райадминистрацин ятарлă программăсен пай начальникĕ Валерий Жиганов, кунсăр пуçне Çĕмĕрле хулин, Хĕрлĕ Чутайпа Çĕмĕрле районĕсен асăрхав ĕç-хĕлĕн тата профилактика ĕçĕсен пай начальникĕ Евгений Долгов, пушар асăрхавĕн инспекторĕ Алексей Ярабаев тата Хĕрлĕ Чутай, Ачкасси, Кив Атикасси ял тăрăхĕсен администрацийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.
Чăн та, лару-тăру лайăхах мар: кăçал ку таранччен 20 пушар алхаснă (2017 ç. - 12), вутра 2 çын пурнăçĕ татăлнă. 8 тĕслĕхĕнче пурăнмалли çурт çуннă, 11-нче - хуралтăсем. Пушарсен хисепĕ Хĕрлĕ Чутай (5 пушар пулнă), Ачкасси (4) тата Кив Атикасси (3) ял тăрăхĕсенче ỹснине палăртмалла. Атнар, Мăн Этмен тата Пантьăк ял тăрăхĕсенче икшер пушар тухнă, Тралькассипе Питĕркассинче - пĕрер. Сăлтавĕсем çапларах: электрооборудование вырнаçтарнă тата унпа усă курнă чух правилăсене пăхăнманни - 10 тĕслĕх; кăмакасене тунă, вырнаçтарнă тата вĕсемпе усă курнă чух правилăсене пăсни - 5; вут-çулăмпа асăрханусăр усă курни - 4 тĕслĕх.
Ларăва хутшăннă ял тăрăхĕсен администрацийĕсен представителĕсем хăйсен территорийĕсенче пушарсен профилактики енĕпе тата лару-тăрăва йĕркелес тĕллевпе мĕнле ĕçлесе пыни пирки каласа пачĕç. Анатолий Волков пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 5 пушар ытларах йĕркеллĕ мар çемьесенче тухнă. Пчелка ялĕ патĕнче вăрман хĕррипе пушара хирĕç йăрăм чавтарнă. Пчелкăпа Дубовка ялĕсенче кашни киле çитсе калаçнă. Анатолий Геннадьевич ял тăрăхĕн депутачĕсене, старостăсене явăçтарса малашне те кашни киле çитсе профилактика ыйтăвне пысăк тимлĕх уйăрма шантарчĕ. Ачкасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче тăрăшакан Алина Анисимова кĕрхи-хĕллехи ăшăтмалли тапхăра хатĕрленни пирки хыпарларĕ. Кăмакапа çурта ăшăтакансем уйрăм тимлĕхре тата тĕрĕслевре пулнине палăртрĕ.
Раççей МЧС-ĕн республикăри тĕп управленийĕн асăрхав ĕç-хĕлĕпе профилактика ĕçĕн управленийĕн начальник çумĕ Николай Петьков ял тăрăхĕсен администрацийĕсен çурчĕсем умĕнчи стендсем çине пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă, инкек тухас пулсан мĕнле номерсемпе шăнкăравламаллине кăтартакан тата ытти кирлĕ информациллĕ памяткăсем вырнаçтарма сĕнчĕ, ĕçпе килекен çынсем унта хăйсене кирлине тупма пултарччăр терĕ. Халăхпа час-часах инструктаж ирттерме те сĕнчĕ вăл.
Унтан Николай Петьков Кив Атикасси ял тăрăхĕн администрацийĕ пушар машинине мĕнле сăлтавпа илме хирĕçлени çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Ионова пушар машинине хăйсем çине илсен ăна укçа çуккипе тытса тăрайманни пирки çирĕплетрĕ. Райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ - йĕркелỹпе тĕрĕслев, кадр тата право ĕçĕсен пай начальникĕ Юрий Ямсков вара пушар машинине районтан ниепле те парса ямалла маррине, вăл хамăрах кирлине палăртса хăварчĕ. Людмила Ивановнăна çывăх вăхăтра ял çыннисемпе пуху ирттерме хушрĕç. Николай Витальевич çынсен пурнăçне сыхласа тата вĕсен пурлăхне упраса хăварасси тĕп тĕллев пулнине пĕлтерчĕ. Ял тăрăхĕн пушар машини пулсан инкеке сирме те çăмăлрах пулĕ-çке, мĕншĕн тесен районти пушар машинисем аякри ялсене çитиччен (хăшĕ-пĕри 20 километртан та инçерех вырнаçнă) вут-çулăм пысăк инкеке çаврăнма пултарать. Халăхпа калаçма хăйсен пулăшăвне те сĕнчĕ вăл. Ял çыннисемпе çак ыйтупа сентябрĕн 21-мĕшĕнче пухăнса калаçма йышăнчĕç.
Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет: ман килте пушар пулмастех тесе никам та татса калаймасть. Сан айăпупа мар-тăк, кỹршĕсен асăрханусăрлăхне пула та инкек тỹсме пулать. Акă юлашки вăхăтра ачасем шăрпăкпа вылянипе, пỹрт умĕнче е ампарсем хыçĕнче купаласа хунă утă-улăм тĕркемĕсене юри тивертнипе те вут чылай алхасать. Çавăнпа та ыран мĕн пулассине пĕлейместĕн. Кив Атикасси ял тăрăхĕнче вара, вăл аякра вырнаçнă май, пушар машини кирлех. Çакăнпа ял çыннисем те килĕшеççех ĕнтĕ. Пуху иртсен пĕтĕмпех паллă пулĕ, халăхпа пĕрле тĕплĕ шухăшласан, кирлĕ йышăну тусан районти пушар машинине алăран вĕçертмессе шанмалли кăна юлать.
Н.МИДАКОВА.
Ноябрь 2024 |