ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Çемье - кашни çын пурнăçĕнче чи кирли. Вăл тулли те телейлĕ пулнине нимĕн те çитмест. Лайăх çемьере кăна ырă та лăпкă ачасем çитĕнеççĕ. Ỹссен те вĕсем тĕрĕс те тỹрĕ çул çинчен пăрăнас çук. Çĕршыва юрăхлă çын пуласси те никамран та мар, чи малтан çемьерен килет.
Çемье çирĕп те телейлĕ пултăр, ним çукран ан аркантăр тесен мĕн тумалла? Çак ыйту влаçрисене те тахçантанпах пăшăрхантарать. Çавăнпах пулĕ кăçалтан аслă классенче çемье этикин предметне вĕрентме йышăннă.
Ячĕшĕн кăна вĕрентес марччĕ
Асăннă предмета пирĕн районти пур шкулта та 9-11-мĕш классенче вĕрентĕç. Вăл эрнере пĕр сехет элективлă (хушма) курс пек иртĕ - ку предметпа ачасен пĕлĕвне хакламĕç, паллăсем лартмĕç. Хальлĕхе çемье этикине вĕренме ятарлă кĕнеке те çук. Вĕрентекен ачасемпе методика пособийĕ тăрăх ĕçлĕ.
Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ предмета вĕрентекене кашни шкултах тупса палăртнă. Мĕнех, учительне тупнă, урокĕ хăш кун иртмеллине палăртнă... Çакă кăна çителĕклĕ-ши?
Ман шутпа, чи çивĕч ыйту вăл - ачасене телейлĕ çемье йĕркелеме вĕрентме кама шанса пани. Пĕлнĕ тăрăх, хальлĕхе шкулсенче ку енĕпе лару-тăру çапларах: хăш учителĕн сехечĕ сахалтарах, çавна çемье этикине вĕрентме шаннă та. Кун пирки пĕлсен тỹрех шухăша путатăн: ачасене ỹссен пурнăçри пĕлтерĕшлĕ утăма тума - çемье çавăрса ăна упрама - вĕрентекене урăх пахалăхсене кура суйламалла пулман-ши?
Унсăрăн мĕнле пулса тухать-ха пирĕн? Хăш-пĕр шкулта халĕ çемье этикине хăйĕн çемйине те упрайман, çынсем хушшинче ырă сăмаха та тивĕçсех кайман çынсем вĕрентеççĕ. Çĕнĕ предмета кама парассине шутланă чух чи малтан педагог ачасене хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе ăс пама пултарассине тĕпе хумалла пулнă пуль?
Паллах, пурăнан пурнăçра темĕн те пулма пултарать. Учитель те çынах вĕт, вăл та ыттисемпе танах çак çĕр çинчех çỹрет, унăн та çемьере темĕнле лару-тăру та сиксе тухать пуль. Çапах та вĕренекенсем, ĕçтешĕсем, ашшĕ-амăшĕ умĕнче ырă ятлă та хисеплĕ çын телейлĕ те çирĕп çемье йĕркелеме вĕрентни тем тесен те вырăнлăрах.
Аслă классенче вĕренекенсене телейлĕ çемье çавăрас тесен мĕн тумаллине ăнлантарма шутланине ырласа йышăнас килет. Анчах та çак уроксем ячĕшĕн, "сехетшĕн" кăна ан иртчĕр. Эпĕ совет самани вăхăтĕнче шкулта вĕрентĕм, ун чухне пирĕн те аслă классенче çак предмет пурччĕ. Пытармасăр калас-тăк, çемьеллĕ пурнăçра кирлĕ пулма пултаракан япаласене вĕрентни пĕрре те асра юлман. Ун чух кĕнеке пурччĕ те, ытларах çавăн тăрăх вулама кăна хушатчĕç. Вуланине кашни хăйне май ăнланнă пуль ĕнтĕ эпир...
Совет самани аркансан шкулсенче çак предмета пăрахăçларĕç. Халĕ вара, темиçе çул иртсен, каллех вĕрентме йышăннă. Ячĕшĕн вĕрентмесен, çемьеллĕ пурнăç тумхахсăр пулманнине, йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсен, пĕр-пĕрне ăнлансан, хисеплесен, кирлĕ вăхăтра каçарсан çеç пурнăç çулĕпе малалла пĕрле утма пулнине ăнлантарса парсан, пĕлекен-паллакан çынсен ырă тĕслĕхĕпе çирĕплетсе парсан аслă классенче вĕренекенсен асăнче юлаççех çак уроксем.
Паянхи çамрăксемшĕн çемье тĕп вырăнта мар
Статистика тăрăх, паянхи çамрăксемшĕн çемье пачах та тĕп вырăнта мар иккен. Тĕслĕхрен, хĕрсен 60 ытла проценчĕ аслă пĕлỹ çемьерен хаклăрах та кирлĕрех тесе шухăшлать. Малтан "карьера тумалла" тесе шутлаканнисем те чылай.
Каччăсен 40 яхăн проценчĕ малтан пурлăх никĕсне çирĕплетесшĕн. Машина, хваттер туянас ĕмĕтпе пурăнакансене çемье кăсăклантармасть. Яшсем ашшĕ пулма та хатĕр мар. Вĕсем çырăнмасăр пурăннине ырлаççĕ. Йăлăхтарса çитерсен пĕрле пурăнма пăрахаççĕ те ĕçĕ те пĕтнĕ, паспорт та тап-таса.
Çемье çавăрсан та ăна упрассишĕнех çунмаççĕ хăш-пĕр çамрăксем. Ашшĕ-амăшĕ тăрăшнипе чаплă туй кĕрлеттереççĕ те çулталăк та пĕрле пурăнаймасăрах уйрăлса каяççĕ. Уйрăлакансен шучĕ çулсерен 5-6 процент ỹссе пырать.
Ача çемьере кăна тĕрĕс воспитани илет, çавăнпа та тĕпренчĕкĕсене чи малтан ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕх кăтартмалла. Ĕлĕк ачасене ĕç урлă воспитани панă. Халĕ те çакă çемьесенче тĕп вырăнта пулмалла.
Юлашки вăхăтра арçынсем ытла çемçелсе кайрĕç, çавна май ĕçке ерчĕç. Этемлĕхĕн черчен çурри вара нимĕнле йывăрлăхран та хăрамасть. Кирлех пулсан, ачисене те пĕчченех ура çине тăратать, ĕçе те каять. Хăйсен бизнесне йĕркелекен хĕрарăмсем те нумай.
Çапах та ура çинче темĕнле çирĕп тăрсан та хĕрарăма юнашар вăйлă, чăн-чăн арçын кирлех. Çакна хĕрарăмсем те, арçынсем те хирĕçлемеççĕ.
Тепĕр чухне çемье çирĕпех пулманнин, унта тăтăшах харкашу пулнин сăлтавĕ-сене арçынра кăна мар, хĕрарăмра та шырамалла пуль. Акă, пирĕн тăрăха урăх районтан качча килнĕ пĕр хĕрарăм-учитель çапла калать: "Чутай хĕрарăмĕсенчен чылайăшĕ хăйĕн арçыннипе калаçма пĕлмест, ун çине сас хăпартать. Кунта качча килсен çакă мана хытах тĕлĕнтернĕччĕ. Арçынна вырăна хумалла, ăна юратмалла, хисеплемелле, хакламалла. Вара вăл та хăйне санпа çаплах тытĕ".
Ку сăмахсенче чăнни пурах. Тепĕр чухне айăпĕ чăнах та хамăрта пулĕ. Çемье çирĕп пултăр тесен пĕр-пĕрне ăнланни, хисеплени кирлех. Ачасем аслисенчен тĕслĕх илнине шута илсен, вĕсен умĕнче харкашни те вырăнсăр - ачасен çемьере ыррине, лайăххине кăна курмалла. Арçыннăн та, хĕрарăмăн та ачисемшĕн чи лайăх ашшĕ-амăшĕ, тĕслĕх шайĕнчи çынсем пулма тăрăшмалла.
Çемье этем пурнăçĕнче чи кирли пулнине шута илсе чи малтан ачасене ашшĕ-амăшĕ пулма вĕрентмелле. Вĕсем ỹссе çитсе çемье çавăрсан хăйсен ачисене тĕрĕс çитĕнтерме пултарччăр. Çемьере арçыннăн та, хĕрарăмăн та пурнăçа тытса пыма пĕлмеллине те вĕрентмелле.
Çĕнĕ предмет витĕмĕпе çамрăксене телейлĕ çемье йĕркелеме вĕрентесси енĕпе пăр тапранчĕ теесех килет. Тепĕр хут калатăп - çак уроксем ячĕшĕн ан иртчĕр кăна. Шкулпа ашшĕ-амăшĕ пĕрле тăрăшсан малашне çамрăксем çемье хаклăхĕсем çине урăхларах куçпа пăхма пуçласса, уйрăлакансен шучĕ чакасса, ачасем тулли те йĕркеллĕ çемьесенче ỹсессе шанас килет.
Алина ИТТИ.
Ноябрь 2024 |