ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Кĕрешỹ пăлхавне - 100 çул
Шăпах пĕр ĕмĕр каялла сентябрĕн пуçламăшĕнче Кăрмăш хулинче çĕршывĕпех палăрнă пăлхав пулса иртнĕ. Паянхи ăру, паллах, иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчи вăрçăсене, политика тĕлĕшĕнчи тĕнчене кисретнĕ революци çулĕсене ăнланса каймасть.
Кам тĕрĕс? Кам тĕрĕс мар? Тĕрĕс маррисем - шуррисемпе кулаксем! Тĕрĕссисем - большевиксемпе хĕрлисем! Тен, паян ку туйăнать кăна.
Çапла вара общество шухăшлавне тĕпрен улăштарнă тапхăрта Кăрмăшра пăлхав тапранса кайнă. Вăл çĕршыв историйĕнче "Курмышский мятеж" ятпа паллă. Ăна пуçарса яраканĕсем, Октябрьти революцине хирĕçле вăйсем, алла хĕç-пăшал тытса большевиксемпе советсене çĕнĕ влаçран хăваласа яма тĕллев лартнă.
Кăрмăш уесĕнчи вăрçа ертсе пыракансем таврари ялсенчи (уйрăмах Деяновка, Стрелецк-Казинск, Майдан, Бусурман, Пильна тата ытти те) хăйсем майлă çынсене пухса сентябрĕн 2-мĕшĕнче çĕрле хулана пырса кĕнĕ, унти хĕç-пăшал складне тытса илнĕ, пăлхавçăсене 300 ытла винтовка тата патронсем панă. Кăрмăша мĕнпур вулăссенчен кулаксем пухăннă. Вĕсем коммунистсене, совет ĕçченĕсене, хулара юлнă хĕрлĕармеецсене шырама тытăннă, хăшне-пĕрне персе вĕлернĕ. Ĕлкĕрнисем хуларан тухса тарнă, теприсем пытаннă.
Советсен ĕçтăвкомĕн председателĕ Н.А.Мартьянов (хула пуçлăхĕ) икĕ хĕрлĕармеецпа пĕрле çĕрле Сăр урлă каçнă, Екатериновка ялне (халĕ Етĕрне районне кĕрет) пырса çитнĕ. Анчах кунта тăшмансем пуç çĕкленĕ-мĕн. Сăмах май, пирĕн районти кулаксем те унти лару-тăрăва лайăх пĕлнĕ, вĕсен ĕçне ырласа йышăннă.
Етĕрнесем Мартьянова курсан вĕсене ялтан кăларса яман, укăлча тĕлне çитнĕ çĕре темиçе хутчен те тĕллесе пенĕ. Амантнă хыççăн вĕсене тискеррĕн вĕлерсе тислĕк купи айне пытарнă. Лару-тăру кунран-кун йывăрланса пынă. Сăр урлă каçса Ильина Гора ялне илнĕ хыççăн пи-рĕн районти Хĕрлĕ Чутай, Пантьăк, Турхан, Атай вулăсĕсенчи çынсемпе пĕрлешме тытăннă.
Пăлхава, паллах, çийĕнчех лăплантарма май килмен. Ун çинчен И.Я.Данилов "Красночетайский край" кĕнекинче те çырнă.
Пысăк вăйсем явăçтарнипе кăна вăрçа лăплантарса Кăрмăшра Совет влаçне каялла тавăрнă. Унта миçе çын пуç хуни пирки тĕрлĕрен çыраççĕ. Пĕрисем 700 çын ытла тесе пĕлтереççĕ, теприсем 2000 майлă тесе çыраççĕ. Кăрмăш çĕрĕшĕн миçе çын юн юхтарнине вара Турă кăна пĕлет. Вĕсем хушшинче хамăр районти ялсенчи çынсем те сахал мар пулнă. Çак вăрçăра Туктамăш ялĕнче çурал-нă, кайран Кăрмăшра уес секретарĕнче ĕçленĕ Степан Яковлевич Романов та хыпарсăр çухалнă. Ачкассинчи И.П.Кириллова, Енкĕлтри В.Г.Майорова тата ыттисене те персе вĕлернĕ.
Кăрмăш вăрçи пирки хаçатсенче çырнисĕр пуçне Мускавра та патшалăх шайĕнче сỹтсе явнă. Пăлхава пусарнă хыççăн Чулхула кĕпĕрнаттăрĕпе пĕрле паллă революционер Лев Троцкий Улатăра килсе кайнă.
Кунта сывлăшĕ те кĕл тума хистет
Çапла, влаçа вăйпа туртса илессишĕн пуçланă пăлхавсем яланах халăха хĕн-хур çеç кăтартаççĕ. Çакна ăнланса сентябрĕн 8-мĕшĕнче Кăрмăш салинче вырăнти ял Канашĕ шар курнă çемьесемпе пĕрле Николо-Покровский собор çумĕнчи таса лапамра çак синкер пăлхавра Кăрмăш уесĕнче вилнисене асăнса палăк уçрĕ. Вилнĕ тăванĕсене асăнса пуç тайма, чĕрĕ чечексем хума, çурта çутса кĕл тума Кăрмăшри çынсемпе учительсем, çамрăксемпе шкул ачисем сахал мар пухăнчĕç. Унта пирĕн район администрацйĕн ĕçĕсен управляющийĕ Юрий Ямсков, Мăн Этмен шкулĕн истори учителĕ, чăваш халăх академикĕ Николай Полозин, Тури Çĕрпỹкасси шкулĕн директорĕ Владимир Кашкиров тата çак йĕркесене çыракан Валерий Романов хутшăнчĕç.
Çак пархатарлă ĕçе йĕркелекенĕ Елена Адушова хурлăхлă митинга уçнă май вуншар çул архивра вăрттăнлăхра усранă чуна çỹçентерекен хăрушă тĕслĕхсене илсе кăтартрĕ. Сăр юханшывĕ тăрăхĕнче хăйăрсем çинче час-часах çын шăммисене тупнине, персе пăрахнисене тупăксăрах пытарнине, шăтăка пăрахса çĕрпе е хăйăрпа çиелтен çеç хупланине каларĕ.
Сăмах илекенсем хушшинче Шепиловсен, Аникинсен, Харитоновсен, Салищевсен йăхĕнчи мăнукĕсем тата тĕрлĕ ỹсĕмри çынсем пулчĕç, вĕсем хăйсен аслашшĕсемпе тăванĕсене (ним айăпсăр çынсене) хĕрлĕ чекистсемпе милиционерсем персе вĕлернине каларĕç.
Николо-Покровский собор настоятелĕ Дмитрий атте шуйттана сутăннисем пысăк çылăх тунине, яланах килĕшỹре пурăнмаллине аса илтерчĕ, вилнисемшĕн кĕл туса палăка тата пухăннă халăха сăваплă шывпа çветить туса пуç тайрĕ. Çавăн пекех вăл малашне çулталăкра пĕрре панихида ирттерессине каларĕ, Турă халăха пысăк тỹсĕм патăр терĕ. "Халĕ кунта сывлăшĕ те кĕл тума хистет", - терĕ пачăшкă.
Кăрмăш ял Канашĕн ертỹçисем Александр Баринов тата Максим Востряков хăйсен сăмахĕсенче çĕр çулхине аса илсе малашне нихăçан та çакăн пек ирсĕр ĕçсене тăвас марччĕ терĕç. Çавăн пекех вĕсем çакă килĕшỹпе çураçу палăкĕ пулнине, пĕрле чухне çитĕнỹ тума та, пурăнма та çăмăлраххине палăртрĕç.
Никамăн та çакăн пек вăрçăсемпе хирĕçỹсене лекмелле ан пултăрччĕ. Этемшĕн хăйĕн ĕçĕпе савăнса-киленсе пурăннинчен лайăхраххи нимĕн те çук. Çапла, çĕр çинче пурин те, кашни япалан та хăйĕн вăхăчĕ пур. Паянхи пурнăçăмăр та çăмăлах мар пулин те кăрмăшсем çухалса кайманни, малалла ĕмĕтленни тăванла çыхăнăва малашне те çирĕплетесси, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси яр уççăн палăрчĕ.
Хурлăхлă митинг вĕçленсен, собора кĕрсе тухнă хыççăн, ял Канашĕн председателĕ пире валли анлă экскурси ирттерчĕ, Кăрмăш историйĕпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ, пушар хуралĕн çỹллĕ вышки çине хăпартса илемлĕ тавралăха кăтартрĕ.
Валерий РОМАНОВ.
Ноябрь 2024 |