ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Районти газ участокĕнче тăваттăмĕш разрядлă слесарьте тăрăшакан Евгений Владимирович Иванов сăнне кăçал районти Хисеп хăми çинче курма пулать.
Атнар ялĕнче пурăнакан Евгений Владимирович районти газ участокĕнче 2004 çултанпа ĕçлет. Газ оборудованине юсакан тата усă куракан слесарьте тимленипе пĕрлех полиэтилен пăрăхсен сварщикĕнче те вăй хурать. Хăйĕн ĕçне пĕлсе, йăнăшсемсĕр, тулли яваплăхпа пурнăçлать.
Евгений Иванов нимĕнле кăткăс ĕçрен те хăрамасть, тĕслĕхрен, вăл Хĕрлĕ Чутай салинчи хăш-пĕр çуртсен тата Çĕн Атикассинчи, Кив Атикассинчи, Атнарти çĕр айĕнчи хурçă газ пăрăхĕсен электрохими хỹтĕлев тытăмне çĕнетнĕ çĕре активлă хутшăннă.
"Евгений Владимирович - питĕ йĕркеллĕ çын, пысăк квалификациллĕ специалист, ун пирки лайăххине кăна калама пултаратăп, - тет районти газ участокĕн ертỹçи Валерий Орлов. - Çак кунсенче эпир Атнарта шыв айĕпе газ пăрăхĕсем хурассипе тимлерĕмĕр, Евгений Иванов унта пăрăхсене шăратса çыхăнтарассипе вăй хучĕ".
Ăста специалиста ĕçтешĕсем те хисеплеççĕ, унăн ырă тĕслĕхне тĕпе хурса ĕçлеме тăрăшаççĕ.
А.КАРПОВА.
Ноябрь 2024 |