ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Сентябрĕн 15-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри чупу кунĕ иртрĕ. Наци кросĕнчен чутайсем те аякра юлмарĕç. Кĕрхи хĕвеллĕ кун Хĕрлĕ Чутайри Тĕп стадиона сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем йышлăн пухăнчĕç.
Спорт уявне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров хутшăнчĕç. Спортсменсене саламланă хыççăн VIP-чупу пулчĕ, унта район ертỹçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ĕç коллективĕсен ертỹçисем, депутатсем хутшăнчĕç.
Унтан ăмăрту пуçланчĕ. Чи малтанах старта шкул çулне çитменнисем тухрĕç, хыççăн - шкул ачисем, кайран аслисем хăйсен ỹсĕмне кура чупрĕç.
"Наци кросĕ - 2018" чупу кунĕн районти çĕнтерỹçисем çаксем пулчĕç:
Шкул çулне çитменнисем хушшинче хĕрачасенчен финиша чи малтан Ангелина Мидакова ("Хĕвел" ача сачĕ), иккĕмĕш - Диана Карпова ("Пилеш" ача сачĕ), виççĕмĕш Екатерина Катушкина ("Теремок" ача сачĕ) тата Ульяна Швецова ("Родничок" ача сачĕ) çитрĕç.
Арçын ачасенчен ку ушкăнра чи маттурри Матвей Селянкин ("Пилеш" ача сачĕ) пулчĕ, иккĕмĕш вырăна Алексей Еремеев (Мăн Этмен шкулĕ çумĕнчи ача сачĕ) тухрĕ, виççĕмĕшне - Семен Михайлов ("Хĕвел" ача сачĕ).
1-2-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче хĕрачасенчен Мăн Этмен шкулĕнчи Мирослава Логинована çитекенни пулмарĕ, Питĕркасси шкулĕнчи Анастасия Хорайкина иккĕмĕш тухрĕ, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Софья Петрова - виççĕмĕш.
Арçын ачасенчен ку ушкăнра Атнар шкулĕнчи Дамир Индейкин пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, Мăн Этмен шкулĕнчи Дмитрий Жижайкин - иккĕмĕш вырăн, Атнар шкулĕнчи Константин Волков - виççĕмĕш.
3-4-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче хĕрачасенчен чи хăвăртрах Çĕн Атикасси шкулĕнчи Светлана Матюшкина чупрĕ, Питĕркасси шкулĕнчи Валерия Федорова финиша иккĕмĕш çитрĕ, Атнар шкулĕнчи Дарина Платонова - виççĕмĕш.
Арçын ачасенчен пĕрремĕш вырăна Çĕн Атикасси шкулĕнчи Максим Васильев тухрĕ, Мăн Этмен шкулĕнчи Петр Ермеев иккĕмĕш пулчĕ, Хусанушкăнь шкулĕнчи Иван Павлов - виççĕмĕш.
5-6-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче хĕрачасенчен пĕрремĕш вырăна Питĕркасси шкулĕнчи Вероника Дадюкова тухрĕ, иккĕмĕшне - Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Мария Беспалова, виççĕмĕшне - Мăн Этмен шкулĕнчи Марина Быкова.
Арçын ачасенчен ку ушкăнра чи хăвăрт чупаканни Атнар шкулĕнчи Артем Князев пулчĕ, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Вадим Иванов финиша иккĕмĕш çитрĕ, Мăн Этмен шкулĕнчи Александр Романов - виççĕмĕш.
7-9-мĕш классенче вĕренекен хĕрачасенчен чи хăвăрт Çĕн Атикасси шкулĕнчи Олеся Корчакова чупрĕ, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Дина Мидакова финиша иккĕмĕш çитрĕ, Питĕркасси шкулĕнчи Ева Кутузова - виççĕмĕш.
Арçын ачасенчен ку ушкăнра финиша пĕрремĕш Çĕн Атикасси шкулĕнчи Александр Ефремов çитрĕ, иккĕмĕш Атнар шкулĕнчи Алексей Кузьмин пулчĕ, виççĕмĕш - Тури Çĕрпỹкасси шкулĕнчи Владислав Яковлев.
10-11-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче хĕрачасенчен пĕрремĕш вырăна Мăн Этмен шкулĕнчи Наталья Романова тухрĕ, иккĕмĕш вырăна - Атнар шкулĕнчи Светлана Алейкина, виççĕмĕшне - Çĕн Атикасси шкулĕнчи Анастасия Устинова.
Ку ушкăнри арçын ачасенчен чи маттурри Çĕн Атикасси шкулĕнчи Денис Ремизов пулчĕ, ун хыççăн икĕ пин метрлă дистанцие Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Дмитрий Мерзлайкин парăнтарчĕ, çак шкулти Петр Романов финиша виççĕмĕш çитрĕ.
18-29 çулхи çамрăксем хушшинче хĕрсенчен райпора ĕçлекен Алиса Сухарева пĕрремĕш тухрĕ, "Пилеш" ача садĕнчи Татьяна Петрова иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, Çĕн Атикасси шкулĕнчи Карина Ефимова виççĕмĕш пулчĕ.
Çак ỹсĕмри каччăсенчен чи хăвăрт чупаканни райпора тимлекен Алек-сандр Максимов пулчĕ, иккĕмĕш - район больницинче ĕçлекен Павел Никитин. 30-39 çулхисем хушшинче хĕрарăмсенчен финиша пĕрремĕш район администрацийĕнче тимлекен Ирина Егорова çитрĕ, "Пилеш" ача садĕнче ĕçлекен Татьяна Кондратьева иккĕмĕш пулчĕ, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче тăрăшакан Надежда Сятрайкина - виççĕмĕш.
Ку ỹсĕмри арçынсем хушшинче пĕрремĕш вырăна райпори Дмитрий Волков тухрĕ, иккĕмĕшне - райадминистрацинче тимлекен Александр Волков.
40-49 çулхисем хушшинче хĕрарăмсенчен финиша пĕрремĕш "Хĕвел" ача садĕнче ĕçлекен Алевтина Савельева çитрĕ, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕрентекенĕ Наталья Мидакова иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, "Пилеш" ача садĕнчи Надежда Ладайкина - виççĕмĕш.
Арçынсенчен асăннă ушкăнра Хусанушкăнчи Владимир Швецов кăна старта тухрĕ, вăл пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.
50-59 çулхисем хушшинче хĕрарăмсенчен Мишеркасси шкулĕнчи Римма Вазякова пĕрремĕш вырăна тухрĕ, иккĕмĕш вырăна - Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Галина Бровкина, виççĕмĕшне - район больницинче тимлекен Альбина Алексеева.
Арçынсенчен 500 метрлă дистанцие чи пĕрремĕш Тури Çĕрпỹкасси шкулĕн вĕрентекенĕ Иван Сатлайкин парăнтарчĕ, Мăн Этмен шкулĕн вĕрентекенĕ Анатолий Михеев иккĕмĕш пулчĕ, райадминистрацинче тимлекен Александр Алексеев - виççĕмĕш.
60 çултан аслăраххисем хушшинче хĕрарăмсенчен чи маттурри Хĕрлĕ Чутай салинчи Людмила Михуткина пулчĕ, иккĕмĕш вырăна Хусанушкăнь шкулĕнчи Светлана Яруткина тухрĕ.
Арçынсенчен ку ушкăнра финиша чи малтан Хусанушкăнчи Валентин Харитонов çитрĕ, Мăн Этмен шкулĕн вĕрентекенĕ Владимир Кукушкин иккĕмĕш пулчĕ, Шулю шкулĕнчи Юрий Гурьянов - виççĕмĕш.
Наци кросĕнче мала тухнисем райадминистрацин Хисеп грамотисене тата медальсене тивĕçрĕç. "Наци кросĕ - 2018" чупăва кăçал районти 514 çын хутшăнчĕ - ытти çулсенчен ытларах. Старта тăнисенчен чи кĕçĕнни Туктамăш ялĕнче пурăнакан тăватă çулхи Ксения Петрова пулчĕ. Сăмах май, Ксенийăн Софья аппăшĕ те, амăшĕ те чупăва хутшăнса малти вырăнсене тухма пултарчĕç. Çак чупăва ачисемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те хутшăнни савăнтарать. Наци кросне хутшăннисенчен чи асли вара Хусанушкăнчи 71 çулхи Валентин Харитонов пулчĕ.
Шăматкунхи спорт уявне хутшăнса çĕнтернисем (5-11-мĕш классенче вĕренекенсем тата аслисем) ыран, сентябрĕн 20-мĕшĕнче, Канаш хулинче çăмăл атлетика енĕпе иртекен республика чемпионатне хутшăнса район чысне хỹтĕлĕç.
Район шайĕнчи черетлĕ пысăк спорт ăмăртăвне вара сентябрь вĕçĕнче ирттерме палăртатпăр, вăл Учительсен кунне халалланă çăмăл атлетика чупăвĕ пулĕ. Унта шкул ачисемпе вĕрентекенсем хутшăнĕç.
Алексей НИКИТИН.
Ноябрь 2024 |