Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Продается 

корова с теленком, все вопросы по телефону

8937 955 75 08

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Халăхпа куçа-куçăн

Категория: Общество Опубликовано: 21.09.2018, 09:34 Просмотров: 441

Сентябрĕн 19-мĕшĕнче районта пĕтĕм республикăри пекех черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информушкăнсем ял тăрăхĕсене çитсе, вырăнти халăхпа тĕл пулса çак темăсене сỹтсе яврĕç: пенси тытăмĕнчи улшăнусем пирки Владимир Путин тухса калаçнă май Чăваш Республикин саккунĕсене улшăнусем кĕртесси пирки; коммуналлă каяшсемпе çĕнĕ мелсемпе усă курасси тата вĕсене пуçтарса илсе тухнăшăн укçа пухасси; пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене 2018-2019 çулхи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесси; 2018-2019 çулсенче телевидение аталантармалли федераллă тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртесси çинчен.

Пенси, телевидени, йăлари каяшсем...

ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Алексей Вязов ертсе пыракан ушкăн район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Башкировпа пĕрле Кив Атикасси ял тăрăхĕнче пулчĕ, Çĕн Атикасси шкулĕн коллективĕпе тĕл пулчĕ.

Район пуçлăхĕ Александр Степанов ертсе пыракан ушкăн Атнар ял тăрăхĕнче пулчĕ, Атнар шкулĕн коллективĕпе тĕл пулса информкунăн темисене тĕплĕн сỹтсе яврĕ.

Информаци кунĕнче пăхса тухнă темăсенчен пĕри вăл - Раççей Президенчĕ пенси тытăмĕнчи улшăнусем пирки калани. Кун пирки эпир хаçатăн иртнĕ номерĕсенче çыртăмăр.

Пурне те пырса тивекен тепĕр тема - коммуналлă каяшсемпе çĕнĕ мелсемпе усă курасси тата вĕсене пуçтарнăшăн укçа пухасси. Федераллă саккунпа килĕшỹллĕн, çитес çултан çĕршыври пур регионăн та хытă каяшсене пуçтарассипе çĕнĕлле ĕçлемелле. Пирĕн республикăра çĕнĕ-лĕхсене кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пурнăçа кĕртме йышăннă. Малашне хытă каяшсене пуçтарасси-пе "МВК "Экоцентр" ТЯО ĕçлĕ. Ĕçе пурнăçланăшăн вăл кашни çын пуçне уйăхне 74 тенкĕ те 44 пус илĕ.

Информкунра çывхарса килекен хутса ăшăтмалли тапхăр пирки те сăмах пычĕ. Хĕрлĕ Чутай салинче виçĕ муниципаллă котельнăй вырнаçнă, вĕсенче 11 газ хуранĕ ĕçлет. Хутса ăшăтмалли тапхăр хăçан пуçланасси çанталăкран килет, хальлĕхе ăшă тата шыв сечĕсене юсаса çĕнетессипе ĕçсем пыраççĕ.

Çитес çултан пурне те кĕтекен тепĕр çĕнĕлĕх вăл - цифрăллă телевидени çине куçасси. Паянхи куна республикăра пурăнакансем цифрăллă телевиденипе тỹлевсĕр 10 канал пăхма пултараççĕ. Ку спутник антеннисемпе усă куракансене пырса тивмест.

2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен йăлана кĕнĕ телевидени ĕçлеме пăрахать, эпир тỹлевсĕр 20 канал пăхма пултарăпăр. Çакна валли е çĕнĕ телевизор, е кивви валли цифрăллă приставка туянмалла.

Татса памалли ыйтусем чылай

Пĕрлехи информаци кунĕн шайĕнче район библиотекинче "Единая Россия" партин Председателĕн Дмитрий Медведевăн Регионти обществăлла йышăну пỹлĕмĕн ертỹçи Николай Станиславович Николаев депутат халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕпе Юрий Ямсковпа пĕрле йышăнчĕ.

Районта пурăнакансем йышăнăва тĕрлĕ ыйтусемпе - çулсем тăвасси тата юсасси, шыв пăрăхĕсене йĕркене кĕртесси, ача сачĕн çивиттине юсасси, çĕр лаптăкĕсене харпăрлăха илесси, ачаран инвалида пурăнмалли вырăнпа тивĕçтересси - пычĕç. Николай Станиславович пурне те тимлĕн итлерĕ, çынсен ыйтăвĕсене татса парас тесен мĕн тумаллине тĕплĕн ăнлантарчĕ.

Йышăнăва пынисенчен икĕ ыйтăвĕ çулсемпе çыхăннисем пулчĕç, вĕсем çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрăпăр.

Калкасси ялĕнче пурăнакансем кунти икĕ урамра çул тăвас ыйтăва татса пама ыйтрĕç. Асăннă çулăн проектне туса хатĕрленĕ, ăна тума ял халăхĕнчен те укçа пухнă. Çула кăçал тумалла пулнă, ĕçсене пурнăçлама 5 миллион та 305 пин тенкĕ уйăрма палăртнă, анчах укçи куçман. Николай Николаев пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Республикин Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви çулсем тумалли кăçалхи плана улшăнусем кĕртнĕ. Подрядчик панкрута тух-нăран республикăри 20 яхăн туса пĕтермен çулсем çинче кăçал ĕçсене вĕçлемелле пулнă, çакна валли укçа кирлĕ пулнăран Калкасси ялĕнче тума палăртнă çул валли уйăрнă укçана асăннă ĕçсене пурнăçлама янă. Депутат палăртнă тăрăх, Калкасси ялĕнчи çула тăвассине çитес çулхи программăна кĕртĕç. Унччен тунă проект кăçал срокран тухнăран çĕнĕ проект тăвассишĕн халăхран укçа пухмĕç. Николай Станиславович ялти çула тăвассипе çыхăннă ыйтăва тĕрĕслесе тăма шантарчĕ.

Район Пухăвĕн депутачĕ Виктор Устинов Тури Çĕрпỹкасси ялне пы-ракан тăватă километр тăршшĕ çул тата икĕ кĕпер çинче юсав ĕçĕсем ирттересси пирки сăмах пуçарчĕ. Виктор Анатольевич унти юсав ĕçĕсене 2002 çултанпах ирттермелле пулнине, çул тата кĕперсем питĕ япăх пулнăран яла автобус çỹрейменнине палăртрĕ. Николай Николаев пĕлтернĕ тăрăх, Тури Çĕрпỹкассине каякан çул çинче юсав ĕçĕсем ирттересси проект ĕçĕсене пурнăçласси çинче чарăнса ларнă. Проектпа строительство докуменчĕсем мĕнле тапхăрта пулнине кура асăннă çула юсассине 2020 çулхи программăна кĕртессипе ĕçлеме палăртрĕç.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий